Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӳршӗре

Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ паян республикӑри тӑватӑ карас ҫыхӑнӑвӗн операторне — «МегаФон»-а, «Билайн»-а, «Теле2»-е, «МТС»-а — хӑйсен сервисне чӑвашла та йӗркелеме ыйтса ҫыру янӑ. Унта вӗсем тӑван чӗлхепе усӑ курасси Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсем ыйтнине тивӗҫтерни пулнине палӑртнӑ. Хӑйсен ҫырӑвӗнче вӗсем саккунпа килӗшӳллӗн чӗлхе пӗлменни халӑхпа ӗҫлекен организаци ӑна хӑйӗн сервисӗпе тивӗҫтерме пултараймассине пӗлтерменни пирки асӑннӑ.

«Ирӗклӗх» ҫавӑн пекех чӗлхе сакунне тивӗҫтерсе Раҫҫей Федерацийӗн ытти тӑрӑхӗсенче мӗнле ӗҫлени пирки те асӑннӑ. Тӗслӗхрен, «Билайн» суту-илӳ маркин хуҫи «Вымпелком» Тыва тата Тутарстан республикисенче абонентсене сервиспа тывалла тата тутарла тивӗҫтереҫҫӗ. Красноярск тӑрӑхӗнче китайсем ыйтнипе вӗсем йышлӑн пурӑнакан вырӑнта «Билайн» вӗсем валли хӑйӗн тарифӗсене китайла куҫарса панӑ. Тутарстанра тутар чӗлхипе хӑйӗн тарифӗсем пирки «Мегафон» та пӗлтерет.

Хӑйсен ҫырӑвӗнче «Ирӗклӗх» пирӗн республикӑра пурӑнакан ытларах пайӗ чӑвашсем пулнине те палӑртса хӑварнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗршыв Правительстви ҫирӗп тӗрӗслеве илни пирки ӗнер Кировра иртнӗ канашлура Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ пайтаҫи Михаил Бабич каланӑ.

Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес ыйтупа ҫыхӑннӑ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Сергей Краевой, Раҫҫей Генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев, Наци медицина палатин президенчӗ Леонид Рошаль тата ыттисем пуҫтарӑннӑ.

Пухӑннисем паянхи пурнӑҫра пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсен калӑпӑшӗ вӗсене уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе тӳр килменнине палӑртнӑ, хӑш-пӗр пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсене уйрӑммӑн укҫа-тенкӗ уйӑрмалли пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Бабич сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне кирлӗ пек шайра оптимизацилеменнине палӑртнӑ. «Регионсенче харпӑр хӑй йышӑннӑ методикӑпа килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене оптимизацилеме пуҫланӑ, ӑна пула вара хӑш-пӗр ял пачах та объектсемсӗр тӑрса юлнӑ. Раҫҫей Президенчӗ федераци шайӗнче учрежденисене оптимизацилесси пирки методика йышӑнма тӗллев лартнӑ.

Малалла...

 

Кӳршӗре

Иртнӗ эрнере Тутарстан президенчӗ ҫумӗнчи нацисемпе тӗнчем хушшинчи ҫыхӑнусен канашӗ иртнӗ. Унта патшалӑх канашлуҫи Минтимер Шаймиев кӳршӗсен вӗренӳпе ӑслӑлӑх министр ҫумне Андрей Поминова ятласа илнӗ — лешӗ хӑйӗн хӑтлавӗнче Тутарстана республика мар, «регион» тесе палӑртнӑ.

Пухӑннисем умӗнче Андрей Поминов «Нумай нациллӗ Раҫҫей — нумай нациллӗ Тутарстан» вӗренӳ проектне хӑтланӑ. Унти пӗр тема вара «Тутарстан — нумай нациллӗ регион» ятлӑ пулнӑ. Шӑп ҫавӑ маларах Тутарстан президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ Шаймиева килӗшмен те.

— Ку вӑл Конституцине пӑсни! РФ Конституцийӗ тӑрӑх Тутарстан республика пулать. Эсир вара «регион» ҫыратӑр. Ку хисеп ҫуккине кӑтартать, унпала эпир вара вӗренекенсем патне каятпӑр, — тенӗ Минтимер.

Патшалӑх канашлуҫин сӑмахне Рустам Минниханов та ырланӑ, Раҫҫей федеративлӑ патшалӑх пулни пирки аса илтернӗ. «Ҫакнашкал ыйтусене асӑрхамаллах», — систернӗ чиновника республика президенчӗ.

 

Политика

Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.

Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.

Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.

 

Чӑвашлӑх

Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Чемен» фольклор ушкӑнӗ Иван Яковлевӑн тӑван ялӗнче — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче — пулнӑ. Ушкӑна республикӑн Культура министерствин пай ертӳҫи Сергей Казаков ертсе пынӑ.

Хӑнасене кӑнна кушкисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн, Теччӗ район администрацийӗн ертӳҫисем ҫакӑн пек тӗлпулусем тӑванлӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Кӑнна Кушки шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анатолий Байдеряков шкулпа паллаштарнӑ. Шкул ачисем вырӑнти поэтсен чӑвашла сӑввисене вуланӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Иван Яковлевӑн музейӗпе паллашнӑ, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче лартнӑ часавая ҫитсе курнӑ. Мероприяти ялти культура ҫуртӗнче тӑсӑлнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Тутарстан Республикинче ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ тата Раҫҫей халӑх шкул ачисен иккӗмӗш вулавӗ иртнӗ. Ӑна Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи тата «Тутарстан халӑхӗсен туслӑх ҫурчӗ» хысна учрежденийӗ йӗркеленӗ.

Юпан 28-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулине ҫичӗ халӑх (вырӑс, тутар, пушкӑрт, чӑваш, мари, удмурт тата ирҫе-мӑкшӑ) ывӑл-хӗрӗ пуҫтарӑннӑ. 600 ытла ӗҫрен 94 шкул ачин ӗҫӗ малтанхи тапхӑрта ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Вырӑс, тутар, чӑваш халӑх ачисем уйрӑм секцисем тӑрӑх пайланса ӗҫленӗ.

Ҫак сумлӑ конференцие Чӑваш Республикинчен виҫӗ вӗренекен йыхрава тивӗҫни пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ пӗлтерет. Вӗсен шутӗнче Шупашкар районӗн Тутаркасси вӑтам шкулӗн 10-мӗш класс вӗренекенӗ Марина Васильева (вӗрентекенӗ — А.В. Ишова), Кӑшавӑш вӑтам шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Татьяна Карамаева (вӗрентекенӗ — Е.А. Майков) тата Шупашкар хулин 59-мӗш шкул вӗренекенӗ Екатерина Антошина (вӗрентекенӗ — Е.Л. Чернова) пулнӑ. Чӑваш филологи секцинче чи маттуррисем 12-ӗн тупӑшнӑ. Кунта Тутарстанта чӑвашла тӑрӑшса вӗренекенсем те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсене хӳтӗленӗ.

Малалла...

 

Кӳршӗре Владимир Ермолаев «Симбирск бройлерӗ» предприятире
Владимир Ермолаев «Симбирск бройлерӗ» предприятире

Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла.

Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ.

 

Чӑвашлӑх

Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.

Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.

 

Тӗн

Хусанта телерадиопрограммӑсемпе фильмсен «Ҫын тата ӗненӳ» Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпанийӗ йӗркеленӗ.

Конкурса 70 регионтан 200 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне «Чӑваш Ен» ПТРК та кӗнӗ. Николай Муляновӑн «С нами Бог» радиопрограмми «Слово веры несущие» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ку кӑларӑм эфира 15 ҫул тухать. Паян ӑна Максим Курленко иерей ертсе пырать.

Ку номинаци чи йывӑррисенчен пӗри пулнӑ. Тӗп тӗллев — пупсемпе ӗҫлесси. Кунта Максим аттен тӳпи пысӑк. Вӑл тӗн пирки пурне те ӑнланмалла калаҫать.

Фестивальте ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем иртнисӗр пуҫне культура программи анлӑ пулнӑ. Хӑнасем Сӗвере пулнӑ, Пӑлхар хулине курнӑ.

 

Культура

Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать.

Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ.

Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ.

Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i2016.html
 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ... 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын