Нумаях пулмасть Коми Республикинчи Сыктывкарта «Маръямоль» Пӗтӗм тӗнчери театр фестивалӗ иртнӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ диплома тивӗҫнӗ.
Сыктывкарти музыкӑпа драма театрне пухӑннисем пирӗн артистсем коми авторӗн Алексей Поповӑн «Кӗтмен парне — мӑйрака» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе паллашнӑ. Ҫемьери путишле те, ҫав вӑхӑтрах харкашуллӑ самантсене кӑтартакан ӗҫе унтисем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Василий Павловпа Ирина Архипова та рольсене ӗнентерӳллӗн калӑпланӑ.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен ячӗпе унти йӑхташӑмӑрсен автономийӗн «Нарспи» пайташӗ Надежда Белоглазова артистсене тӑван чӗлхепе спектакльшӗн тав тунӑ.
Шупашкарти театрӑн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Раиса Полякова Ҫамрӑксен театрӗн опычӗпе паллаштарнӑ.
Тутарстанри Арбитраж сучӗ Татфондбанка панкрут тесе палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе конкурс производстви уҫнӑ. Унӑн срокӗ — 1 ҫул.
Тӗп банкӑн элчи Дмитрий Малиновский ларура банкӑн пурлӑхӗ 71,393 миллиард тенкӗпе танлашнине пӗлтернӗ. Банкӑн обязательстви — 189,74 миллиард тенкӗ.
Татфондбанкӑн Тӗп банк умӗнчи парӑмӗ — 3 миллиард тенкӗ, ытти кредит организацийӗ умӗнче — 27 миллиард тенкӗ, клиентсен укҫи — 109,6 миллиард тенкӗ.
Аса илтерер: Тӗп банк Татфондбанкӑн лицензине пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче илнӗ. Тӗп банк палӑртнӑ тӑрӑх, Татфондбанкӑн капиталӗнчи «шӑтӑк» 97 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Студентсен кунӗнче ҫулсерен регионсен хушшинче «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Саранскри Н.П.Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче иртнӗ.
Конкурса Киров, Пенза облаҫӗсенчи, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт, Чӑваш республикисенчи Татьянӑсем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Татьяна Семенова «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 6 конкурсра та палӑрнӑ.
Эппин, ҫитес ҫул Татьянӑсен конкурсӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна суйланӑ. Ҫак тилхепене йӑхташӑмӑрсем Тутарстан парламенчӗн депутатне Дмитрий Самаренкина тыттарнӑ. Вӑл ҫын — «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ.
Хусан тӑрӑхӗнчи чӑвашсен отчетпа суйлав пухӑвне (вӑл Тутарстанӑн тӗп хулинче иртнӗ) унти парламентӑн тата пирӗн республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисем Фарид Мухаметшинпа Валерий Филимонов, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов хутшӑннӑ. Сӑмах май, Н. Угаслов та, К. Яковлев та — Тутарстан ҫӗрӗн ҫыннисем.
Дмитрий Самареникин пирки каласан, унӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин, Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ.
«Хулари чӑвашлӑх. Ку ыйту нумай йӑхташа канӑҫ памасть. Мӗнле аталантармалла? Тутарстанри Анат Камӑри 34-мӗш гимнази-интернат пур. Вӗсен те йӑлтах ҫупа сӗрсе хуман, ҫапах та паянхи кунччен те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентееҫҫӗ. Ҫитменнине ачасене чӑваш юрри-ташшине хӑнӑхтараҫҫӗ пӗчӗкрен», — ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра кӳршӗллӗ ҫав республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев.
Чӑн та, аслисен тӑрӑшӑвӗ харама каймасть темелле. Нумаях пулмасть иртнӗ «Мы разные, но мы вместе» (чӑв. Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле) фестивале те хутшӑннӑ ачасем. «Укӑлчара» фольклор композицийӗпе вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ачасене ҫак фестивале хутшӑнма, ҫӗнтерӳҫӗсен ятне илме пулӑшакансем тесе хаҫат Галина Удирякова класс ертӳҫине, гимназири фолькор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Носевича тата ачасен ашшӗ-амӑшне асӑнса хӑварнӑ.
Мускавран Шупашкара каякан рейс автобусӗ ҫул ҫинче ҫунма тытӑннӑ. Ку Чулхула облаҫӗнче Вӑратин районӗнче, Чӑваш Ене ҫитиччен 10 ҫухрӑм юлсан, пулнӑ.
Ирхи тӑватӑ сехетре ҫывӑракан пассажирсем мӑлатук шакканӑ евӗр сасӑ илтнӗ. Унтан салона тӗтӗм тухнӑ. Кун пирки пассажирсем водителе пӗлтернӗ.
Водитель автобуса чарнӑ. Ҫынсем сумкисене йӑтса урама чупса тухнӑ. Ҫулӑм темиҫе ҫеккунтрах автобуса ярса илнӗ.
Пушар транспортӑн 14 тӑваткал метрне тӗп тунӑ. Ҫулӑма 5 ҫын, 3 техника сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Party е Самарти чӑвашсем клуб пурнӑҫӗ ҫӗнӗ трендне пуҫарать тесе пӗлтернӗ «Аван | Самар калаҫу клубӗ» «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Нумаях пулмасть унта пуҫласа чӑвашсен ташӑ каҫӗ иртнӗ. Уява вӑл тӑрӑхри 120 ҫын пырса савӑннӑ.
Культура мероприятине Александр Моисеев чӑваш пуҫарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявсене Александр унччен те йӗркеленӗ, анчах чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарса капла каҫра пӗрремӗш хут савӑнтарма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑка Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ.
«Аван» клуб юпа уйӑхӗн 23-мӗшенче чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленине, тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли тӳлевсӗр занятие Галина Цыганкова ертсе пынине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Тутарстанри Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Ҫеҫкел ялӗнче пурӑнакан Марина Кузьмина килӗнче ӗнер ирхине инкек сиксе тухнӑ — пушар кил-ҫурта шар кӑтартнӑ.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын мар. Вӑл Тутарстанри чӑваш наци культурин центрӗн тӑван ялӗнчи уйрӑмӗн председателӗ, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн пайташӗ. Марина питӗ хастар, Тутарстанри мероприятисене яланах хутшӑнать — Нурлатри «Уява» та, Элмет районӗнчи Учука та. Вӑл вырӑнти культура ҫуртӗнчи халӑх ансамбльӗнче те юрлать.
Кузьмина Марина 1989 ҫултанпа Ҫӗнӗ Ҫеҫкелти тӗп вӑтам шкулта ачасене вӗрентет. Чӑваш чӗлхипе литературине ӑса хывтарса нумай шкул ачине олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Хӑй те чылай хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентнисӗр пуҫне завуч пулса ӗҫлет.
Марина Григорьевна чӑваш тӗнчишӗн ют ҫын маррине кура эпир ӑна пулӑшма ыйтатпӑр.
Укҫана 8-917-287-76-15 телефон номер ҫине е «Сбербанкӑн» карточки ҫине куҫарма пултаратӑр: 6390 0262 9007 4501 65.
Халӗ унчченхи пек ҫуркунне тата кӗркунне вӑхӑта пӗр сехет маларах е каярах куҫармаҫҫӗ. Куншӑн хӑшӗ-пӗри кӑмӑлсӑрланать. Ара, ҫулла хӗвел ирхи 3-рех тухать, кӗркунне каҫхине час тӗттӗмленет. Теприсемшӗн вара ҫак вӑхӑт меллӗрех.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пӗр регион виҫҫӗмӗш сехет зонипе пурӑнма тытӑнӗ. Сӑмах — Сарӑту облаҫӗ пирки. Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа вӗсем ҫӗнӗ вӑхӑт ҫине куҫӗҫ. Сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарӗҫ. Эппин, сарӑтусем Ҫӗнӗ ҫула пирӗнтен 1 сехет маларах кӗтсе илӗҫ. Анчах ку шухӑша пур ҫын та ырламан.
Палӑртмалла: кунашкал вӑхӑтпа, Мускавринчен 1 сехет маларах, пурӑнма Самар, Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан облаҫӗсенче, Удмурт Республикинче хӑнӑхнӑ.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |