Утӑн 11–12-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павлӑ районӗнче наци культурисен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗ те унта чӗннипе кайнӑ.
Фестивальте алӗҫсен куравне йӗркелесе вӗсене сутнӑ. Ҫавӑнтах наци апат-ҫимӗҫӗ пулнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ хутӑш чӑвашсен юррисемпе ташшисене кӑтартнӑ.
Фестиваль икӗ куна тӑсӑлнӑ. Иккӗмӗш кунхине пултарулӑх ушкӑнӗсем ял тӑрӑхӗсенче концерт кӑтартнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ Шахово ял тӑрӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ку вырӑс ялӗ, апла пулсан та куракансем ушкӑнӑн кашни юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Вӗсем Андриян Николаевӑн юратнӑ «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех пушкӑрт чӑвашӗсен юррисем пулнӑ, чӑвашсен «Ҫӗн пӳрт ӗҫки» йӑли-йӗркин пӗр пайне кӑтартнӑ. «Кунер» сцена ҫинче тури, анатри тата хутӑш чӑвашсен юррисене, вырӑссенне те юрланӑ.
«Кунер» фольклор ушкӑнӗ фестивальтен Дипломпа тата сувенирсемпе таврӑннӑ.
Сӑнсем (12)
Чукун ҫул ҫинчи «мулкачсене» пысӑк суммӑлӑх штрафлама пуҫласси пирки федераци каналӗсем маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫирӗплетнӗ йӗрке пирӗн тӑрӑха та пырса тивӗ. Пуйӑспа хулаҫум маршрутпа билетсӑр ҫитес текенсене тытсан малашне 1400 тенкӗлӗх штрафлама пуҫлӗҫ. Кун пирки «Содружество» акционерсен уҫӑ обществи ятарлӑ хушу кӑларнӑ.
Сӑмах май каласан, билетсӑр ҫула тухни Мари Элта та ҫав хака кайса ларӗ. Тутарстанра вара 900 тенкӗлӗх штрафлӗҫ, Киров облаҫӗнче — 1,1 пин тенкӗлӗх, Мордва Республикинче — 850 тенкӗлӗх, Пушкӑртстанра — 900 тенкӗлӗх, Мӑкшӑ Республикинче — 1,2 пин тенкӗлӗх, Свердловск облаҫӗнче — 825 тенкӗлӗх, Пермь тӑрӑхӗнче — 1 пин тенкӗлӗх. Чӑвашра мӗншӗн ытла хаклӑ тесе тӗлӗнекенсене штраф виҫи 10 километра кайма илекен ҫул укҫин виҫине 50 хут ӳстернӗ виҫепе танлаштарни пирки пӗлтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, пирӗн патра ҫак тариф маларах асӑннӑ регионтисенчен пысӑкрах.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Автозавод районӗнчи Ҫамрӑксен канупа культура центрӗнче чӑваш Акатуйӗ иртнӗ. Уява «Чулхулан чӑваш наци культура вырӑнти автономийӗ» общество организацийӗ Чулхула хула Думин депутачӗ Владимир Амельченко пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Уявра ЧНК Президиумӗн пайташӗ, «Чӑваш xӗpapӑмӗ» комитет ертӳҫи Нина Петрова, «Иран чӗлхиллӗ халӑхсен конгресӗ» Чулхулари халӑх организацийӗн ертӳҫи Эрадж Боев тата вырӑнти обществӑлла хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫи Вера Белякова саламланӑ.
«Кӑҫалхи аслӑ Акатуйӑн тӗллевӗ Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе мешехине упраса хӑварасси тата тӗрлӗ халӑх хутшӑнавӗсене пуянлатса аталантарасси пулчӗ», — тенӗ иккен Чулхулари чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева. Кун пирки ЧНК сайтӗнче конгрес Президиумӗн тата вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Шупашкарти ача пахчисенче ӗҫлекенсем ҫармӑссенчен ӗҫлеме вӗренеҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулинчи ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекенсем Йошкар-Олана кайнӑ, унти ача пахчисенче пулса курнӑ. Пирӗннисем кӳршӗллӗ республикӑн тӗп хулинчи 18-мӗш, 13-мӗш, 20-мӗш, 42-мӗш учрежденийӗсенче пулнӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе ӗҫлекенсене Ҫармӑсри ӗҫтешӗсем ача пахчисем тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. Вӗсенчен кашнинчех мӗн те пулин хӑйне евӗрлине палӑртма тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче кун пек ҫулҫӳревсем питӗ усӑллине палӑртаҫҫӗ. Унти тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫӗннине тупма, пур опытма паллашма пулӑшать. Кунсӑр пуҫне – килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелеме те.
Йошкар-Олари ҫулҫӳрев унти илемлӗ вырӑнсемпе паллашнипе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (12)
Ӗнер Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Альших ялӗнче чӑвашсем пысӑк чӳк ирттернӗ иккен. Вырӑнти хастар Улатимӗр Бабайкин журналист пӗлтернӗ тӑрӑх — вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Пӑвари Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ — халӑх ҫамрӑк вӑкӑра пусса кӗл тунӑ пулать.
Ӗнер каҫхи вара Чӑваш Республикине ҫумӑрлӑ ҫанталӑк килнӗ — темиҫе кун шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн уй-хирсемпе вӑрмансене нӳрӗк лекнӗ. Ку ял хуҫалӑхне тӗрек пани каламасӑрах паллӑ — ав, тип ҫанталӑка пула Патӑрьел тӑрӑхӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва та ҫирӗплетнӗччӗ.
Аса илтерер, ӗлӗк-авал чӑвашсем ҫумӑр чӳкне вӗри те шӑрӑх тӑракан ҫанталӑк вӑхӑтӗнче ирттернӗ. Ӑна ял ҫумӗнчи ҫӑлкуҫ, юханшыв, пӗве е кӳлӗ патӗнче тунӑ. Пӑтӑпа, сӗт яшкипе, ҫӑмарта хӑпартнипе чӳкленӗ. Фольклор пухакансем лаша-вӑкӑр, така-путек панине сахал мар ҫырса пухнӑ.
Тутарстанри Нурлатра чӑвашсем наци «Уявне» паллӑ тунӑ. Унта чиновниксемпе паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Кун пирки Татар-информ сайтра хыпарлаҫҫӗ.
Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприяти программи питӗ пуян пулнӑ. Уявра чӑваш картишне туса кӑтартнӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, алӗҫӗсене куравӗпе киленме май пулнӑ.
Тутар Республикин президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ. Вӑл йӑла-йӗрке шкулта та, килте те упранасса шанса калаҫнӑ. Кунашкал уявсем ҫулсерен иртессе, вӗсен шайӗ пысӑк пуласса шаннӑ.
Уяв ҫӗре шалча ҫапнипе пуҫланнӑ. Ку лайӑх ӗҫ пуҫламӑшне кӑтартать. Унтан вӑйӑ картине тӑнӑ.
Уява Тутарстанри, Чӑваш енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Свердловск облаҫӗнчи, Мускаври, Питӗрти 100 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ.
Сӑнсем (18)
Иртнӗ шӑматкун Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ Акатуй иртнӗ. Унта Тутарстанри, Чӑваш Енри, Пушкӑрт Республикинчи, Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи 30 ытла ушкӑн хутшӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗр хулинчи тата облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те пулнӑ.
Уяв икӗ лапамра иртнӗ: «Ҫӗнтерӳ» паркра тата хула ипподромӗнче. Акатуй ипподромӑн тӗп сцени ҫинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Вӑл пурне те ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ май Чӗмпӗр облаҫӗнчи кашни вуннӑмӗш ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ.
Официаллӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт пуҫланӑ. Акатуйра Чӑваш Ен те пулнӑ. Чӗмпӗр сцени ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ юрласа чӗмпӗрсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Канаш Федерацийӗн комитечӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ Константин Косачев хӑйӗн фейсбукӗнче Мари Элӑн ӗҫ тӑвакан влаҫне ҫӳлти парламентӑн палатинче элчӗ пулма килӗшнине пӗлтернӗ.
«Мари Эл тӗлӗшпе эпӗ иккӗленместӗп. Ку регион питӗ интереслӗ. Маркеловпа нумай ӗҫлеме тивет. Эпӗ вара ӗҫлеме юрататӑп», — ҫырнӑ Косачев хӑйӗн кун кӗнекинче.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, республика пуҫлӑхӗ ӑна элчӗ пулма авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи суйлав хыҫҫӑн сӗнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, региона улӑштарни юридици тӗлӗшӗнчен тума юранӑ конструкци шутланать. Вӑл республика пуҫлӑхне хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ. Хӑй должноҫа иккӗленмесӗрех йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен Косачев парламентӑн аслӑ палатинче пирӗн республикӑн элчи шутланнӑ. Вӑл вырӑна вара, Чӑваш Ен Элтеперӗ унчченхи президента Николай Фёдорова йышӑнма сӗннӗччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи Иннополисра пӗтӗм Раҫҫейри робототехника олимпиади иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 45 регионӗнчен 760 ҫын килнӗ. Вӗсене Дмитрий Медведев премьер министр, РФ ҫыхӑну министрӗ Николай Никифоров, Тутарстан премьер-министрӗ Ильдар Халиков саламланӑ.
Олимпиада ултӑ категорипе иртнӗ. Кашнинче командӑн автономи роботне пухса программӑламалла, задача шутламалла пулнӑ.
Чӑваш Енрен унта икӗ команда хутшӑннӑ. Вӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкултан. Аслӑ ушкӑнра Алексей Евлампьевпа Никита Кузнецов пулнӑ. Вӗсем 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӗҫӗн ушкӑнра Дмитрий Петров тата Андрей Мурашкин пулнӑ. Вӗсен ӑслӑ робочӗ ҫӗнтерсе финала тухнӑ. Икӗ кун тупӑшнӑ вӗсем.
Виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн ачасем питӗ савӑннӑ. Ара, ҫапла майпа тепӗр ҫул унта каякансен йышӗ пысӑкланӗ вӗт.
Велосипедпа ярӑнма юратакан Канашри ҫамрӑксем Хусанта иртнӗ велосипед каҫне хутшӑннӑ.
Ку хыпар пирки пӗлтернӗ май Канаш хула администрацийӗнче канашсем велочупупа ҫыхӑннӑ мероприятисемпе кӑсӑкланни пирки палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳ кунне, Хула кунне халалласа велочупусем йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ тесен те йӑнӑш мар. Муниципалитет шайӗнчисемсӗр пуҫне хастарсем республика тулашне те ҫитсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсен шутӗнче — Сергей Макаров, Сергей Скворцов, Олег Мыльников, Владимир Шашков, Сергей Чернов, Юлия Чернова, Евгений Евдокимов тата ыттисем.
Канаш ҫамрӑкӗсем нумаях пулмасть, акӑ, Хусанти велосипед каҫне ҫитсе килнӗ. Ӑна Мускаври Сергей Никитин историк тата культуролог йӗркелет иккен. Каҫхи хулапа велосипедпа ярӑнас шухӑша хусансем те ырланӑ. Ӑна унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хулари хитре вырӑнсем пирки Бим-радиопа тӳрӗ эфирта каласа пынӑ. Хусанти велокаҫа 4 пинтен 8 пин таран (йыша тӗрлӗрен асӑнакан пур ) ҫын хутшӑннӑ теҫҫӗ.
Сӑнсем (27)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |