Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Кунер» фольклор ушкӑнӗ наци культурисен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальне хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.07.2015 14:25 | 1906 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Утӑн 11–12-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Павлӑ районӗнче наци культурисен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнчи «Кунер» фольклор ушкӑнӗ те унта чӗннипе кайнӑ.

Фестивальте алӗҫсен куравне йӗркелесе вӗсене сутнӑ. Ҫавӑнтах наци апат-ҫимӗҫӗ пулнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ хутӑш чӑвашсен юррисемпе ташшисене кӑтартнӑ.

Фестиваль икӗ куна тӑсӑлнӑ. Иккӗмӗш кунхине пултарулӑх ушкӑнӗсем ял тӑрӑхӗсенче концерт кӑтартнӑ. «Кунер» фольклор ушкӑнӗ Шахово ял тӑрӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ку вырӑс ялӗ, апла пулсан та куракансем ушкӑнӑн кашни юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Вӗсем Андриян Николаевӑн юратнӑ «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех пушкӑрт чӑвашӗсен юррисем пулнӑ, чӑвашсен «Ҫӗн пӳрт ӗҫки» йӑли-йӗркин пӗр пайне кӑтартнӑ. «Кунер» сцена ҫинче тури, анатри тата хутӑш чӑвашсен юррисене, вырӑссенне те юрланӑ.

«Кунер» фольклор ушкӑнӗ фестивальтен Дипломпа тата сувенирсемпе таврӑннӑ.

Сӑнсем (12)

#кӳршӗре, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #куравсем, #фестивальсем, #Ҫичӗпӳрт, #культура

 

Комментари:

Agabazar // 3805.25.8945
2015.07.16 15:02
Agabazar
Пĕр хĕрарăм // 1138.59.7102
2015.07.16 15:21
Мӗншӗн ансамблӗ Кунер ятлӑ-ши,ун пек ял Куславкка районенче пур.
Agabazar // 7198.2.5742
2015.07.16 15:41
Agabazar
Павловка, Павловск, Павлово, Павлов, Павловский, Павловское, Павловская,....
Agabazar // 2484.78.1713
2015.07.16 20:17
Agabazar
Пӗр хӗрарӑм // 1138.59.7102 2015-07-16 15:21 <<Мӗншӗн ансамблӗ Кунер ятлӑ-ши,ун пек ял Куславкка районенче пур.>>

Чӑннипе Куславкка районӗнчи ял Кӗнер ятлӑ. Ҫав ятлӑ шыв пур унта. Сӗнтӗрвурри районӗнче ун пуҫламӑшӗ. Куславкка районӗнче Кӗнервурри те (Криуши) пур!

Agabazar // 2871.65.3043
2015.07.16 23:06
Agabazar
Мӗнле Павлӑ районӗ тата? Тутарстанра пур унашкалли. Райцентр — Бавлы. Чӑвашла ӑна чӑнах та Павлӑ теҫҫӗ. Вырӑсла: Бавлинский район. Тутарла: Баулы районы.
Agabazar // 2871.65.3043
2015.07.16 23:15
Agabazar
"Павловский район" тенисем мӗнпурӗ тӑваттӑ
1)Чӗмпӗр облаҫӗ— райцентр Павловка (поҫҫолӑк)
2)Краснодар крайӗ — райцентр Павловская (станица)
3)Алтай крайӗ— райцентр Павловск (хула)
4)Чулхула облаҫӗ — райцентр Павлово (хула)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем