Паян Тутарстанра авалхи Пӑлхар хулине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртес ыйтупа ятарлӑ мероприяти иртет. Унта пирӗн рсепубликӑн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Вадим Ефимов хутшӑнать.
Мероприяти программине Пӑлхарӑн историлле объекчӗсене (Хура палатӑна, Шурӑ палатӑна, мавзолея, Пӗчӗк минарета, Собор мечетне), Пӑлхар аталанӑвӗн музейне, Ислам йышӑннине палӑртса лартнӑ паллӑпа, Шурӑ мечетпе, Ҫӑкӑр музейӗпе паллашассине кӗртнӗ.
Темиҫе минут каялла, 17 сехетре, Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче асӑннӑ комплекса ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртесси ҫинчен калакан сертификата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пама палӑртнӑ.
Асаилтеретпӗр, Тутарстан влаҫӗ тӑрӑшнипе Пӑлхар хулине ЮНЕСКО кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл 1002-мӗш номерпе ҫырӑннӑ. Сӑмах май Раҫҫейре унашкал палӑксем тата 25 пур.
Ҫурлан 16–17-мӗшӗсенче Пӑлхар патшалӑх историпе архитектура заповедник музейӗнче Тутар Республикин туризм енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ пулӑшнипе авалхи историе хальхи самантра кӑтартакан «Аслӑ Пӑлхар» Пӗтӗм Раҫҫей I фестивалӗ иртет.
10 пин ҫын вырнаҫакан лапамра Вӑтам ӗмӗрти ҫапӑҫусене кӑтартӗҫ. Унта Раҫҫейри 30 регионти тата ют ҫӗршывсенчи 200 ытла салтак хутшӑнӗ. Хӑнасем икӗ кун иртекен фестивальте ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ, 14–15-мӗш ӗмӗрсенчи ташӑсене ташлама вӗренӗҫ, Вӑтам ӗмӗрти кӗвӗпе киленӗҫ.
Ҫав кунсенче истори ярмӑркки ӗҫлӗ. Унта кашниех сувенир, ӗлӗкхи алка-эрешсен копине, тумтире, пушмака туянма пултарӗ. Фестивале килнисем сурӑх какайӗпе икерчӗ, уйран, хир сысни какайне, килти кӑлпассие тутанма пултарӗҫ. Вӑтам ӗмӗрти мӗнпур ҫимӗҫе истори кухнин «Куликово уйӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем ертсе пынипе хатӗрлӗҫ.
Ача-пӑча лапамӗнче хӗҫпе ҫапӑҫас енӗпе спорт турнирӗ иртӗ. Унта 5 ҫултан аслӑрах ачасем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пылак парнепе хавхалантарӗҫ.
Фестивале килекенсем валли 2000 вырӑнлӑ лагерь хатӗрлӗҫ. Фестиваль пирки тӗплӗнрех 8(843) 473-04-56 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов юрӑпа поэзин Пӗтӗм Раҫҫейри Фатьянов ячӗллӗ фестивальне хутшӑннӑ. Ӑна 1974 ҫултанпа Вязники хулинче ҫулсеренех иртереҫҫӗ иккен.
Икӗ куна пынӑ уявра куравсем ӗҫленӗ, хор тата фольклор коллективӗсем концерт кӑтартнӑ, асфальт ҫинчи ӳкерчӗксен конкурсӗ, ташӑ каҫӗ иртнӗ иккен.
Пӗрремӗш кунхи концертсене микрорайонсенчи пысӑках мар лапамсенче йӗркеленӗ. Уявӑн тӗп мероприятине хулара ятарласа хатӗрленӗ «Хӗвеллӗ уҫланкӑра» йӗркеленӗ. Пысӑк концерта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ. Александр Самсонов паллӑ поэтӑн сӑввисене тӗпе хурса ҫырнӑ юрӑсене — «Ничего не говорила», «Хвастать, милая, не стану», «Когда весна придет, не знаю», «Потому что мы пилоты», «Где же вы теперь, друзья-однополчане?» — шӑрантарнӑ тесе хыпарланӑ «Хыпар» хаҫат.
Йошкар-Олари Роман Курзенев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. 23-ри каччӑ кунне 100 ҫухрӑма яхӑн кайма палӑртнӑ. Вӑл тӗнче тавра 7 ҫулта ҫаврӑнма шухӑшлать.
Роман чӗрӗ апат ҫеҫ ҫиет. Ҫулҫӳревре те вӑл улма-ҫырлапа, пахча ҫимӗҫпе тата мӑйӑрпа ҫеҫ апатланасшӑн.
Роман ӗнер Шупашкарта чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл Чулхулана, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Шупашкарта ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн Роман каллех ҫула тухнӑ.
Ҫулҫӳревҫӗ пӗтӗмпе 201 ҫӗршыва ҫитесшӗн. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ноутбук, телефон тата фотоаппарат илнӗ. Роман апатланмашкӑн кунне 2 доллартан ытларах тӑкакланасшӑн мар.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ӗренпур хулинчи «Наци ялӗ» культура комплексӗнче пулнӑ. Уҫӑ сывлӑшра вырнаҫнӑ ҫав комплекс 10 нацин хушма хуҫалӑхӗ вырӑн тупнӑ. Вӑл — ҫав тӑрӑхри халӑхсен туслӑхне палӑртакан символ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ комплексра вырнаҫнӑ этнографи музейне кӗрсе тухнӑ, чӑвашла литературӑн вулавӑшӗпе паллашнӑ.
Ӗренпурти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Петр Семенова Михаил Васильевич ӗҫшӗн тав тунӑ, кун пек проектсем Чӑваш Ен халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартма, вӗсене ӑс-хакӑл енчен пуянлатма, туслӑха тата ӑнланулӑха ҫирӗплетме пулӑшнине палӑртнӑ.
«Наци ялӗнче» курнинчен тӗлӗнтӗм», — тенӗ пирӗн республика Пуҫлӑхӗ. Вӑл ламран лама куҫса пыракан пуянлӑха пирӗн ҫамрӑк ӑрӑва парса пымаллине палӑртнӑ.
Сӑнсем (44)
Атӑлҫи федераци округӗнче Театрсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫак уйӑхӑн 10-16-мӗшӗсенче пухнӑ.
Фестивале Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем унта Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакльпе тухса кайнӑ.
Ӗренпур театрӗсенче вырӑс тата чӑваш спектаклӗсемсӗр пуҫне тутар, пушкӑрт, ирҫе, ҫармӑс, коми-пермяк чӗлхисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Фестивалӗн хисеплӗ хӑни пулса Александр Калягин ертсе пыракан Мускаври ET CETERA театр хутшӑннӑ.
Чи лайӑх спектакле куракансен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлсе тата сасӑлаттарса палӑртӗҫ.
Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗнче транспорта газ моторӗсем ҫине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ чух палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Кун пирки, астӑвасса, Чӑвашавтотранспортӑн унчченхи ертӳҫи Олег Князькин чӑваш парламенчӗн комитечӗсенчен пӗрин ларӑвӗнче хускатнӑччӗ.
Хальхи калаҫу пирки каласан, канашлу эрнекун Чулхулара иртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗсенче пурӗ те 52 газ заправки кӑна иккен. Ку вӑл кирлин ҫурри кӑна. Газ моторӗллӗ техникӑна тата туянсан заправкӑсем ҫитмесси каламасӑрах паллӑ. Газпа ӗҫлекен техникӑна пӑхса-юсаса тӑракан центрсене те алӑри пӳрнепе шутласа кӑларӑн. Ку ыйтӑва та, сӑмах май, маларах асӑннӑ комитет ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна пӗр-ик ҫул каяллаччӗ пулас газ моторӗллӗ автобуссем килнӗччӗ. Темӑран кӑшт пӑрӑнсан, вӗсене тӗрлӗрен хакланине илтме тивет-ха. Теприсен шучӗпе ытти автобусран самай хаклӑ ҫав транспорта туянни «кӗмӗле» ҫилпе вӗҫтерни кӑна. Анчах ӑна илме федераци хыснинчен те субсидиленине палӑртмалла.
Малашлӑх пирки калас тӑк, Раҫҫейре 2020 ҫул тӗлне пысӑк хуласенче (кунта миллион ҫынтан ытла халӑх пурӑнаканнисене кӗртеҫҫӗ) общество транспорчӗн тата муниципалитетсен техникине ҫуррине яхӑн газ моторӗпе ӗҫлекенни ҫине куҫармалла.
Удмурт Республики Чӑваш Енрен тӗслӗх илнӗ. Вӗсем икӗ чӗлхеллӗ предприятсем валли ҫыпӑҫтаркӑч кӑларма тытӑннӑ.
«Вераськиськом удмурт кылын» (чӑв. «Удмуртла калаҫатпӑр») ятлӑскере «Удмуртлык» общество тата ҫамрӑксен «Шунды» организацийӗ пуҫарнӑ. Хастарсем удмуртла калаҫакан ҫынсем ӗҫлекен организацисене ҫакнашкал наклейкӑсене, паллӑсене саккас пама сӗнеҫҫӗ. Ку предприятире удмурт чӗлхипе те пулӑшу илме май пуррине кӑтартать-мӗн. Кун пирки финн-угор пӗлтерӳ службин социаллӑ сетӗнче пӗлтернӗ.
Малашне йӗркелӳҫӗсем удмурт чӗлхипе пулӑшу илме май пур вырӑнсен (организацисен) карттине тӑвасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, Ижевскри предприятисенче удмурт чӗлхипе усӑ курни чӗлхене аталанма май парать.
Кунсӑр пуҫне «Удмурт кылэз уже кутэны дась» (чӑв. «Удмурт чӗлхипе усӑ курнине ырлатпӑр») тесе ҫырнӑ стикерсем сарӑлӗҫ. Вӗсене удмурт чӗлхипе калаҫман ҫынсем ӗҫлекен организацисене сӗнӗҫ.
Малашне удмурт чӗлхипе калаҫассине аталантарнӑ учрежденисем валли преми пама йышӑнасшӑн.
Ҫак пуҫарӑва йӗркелеме акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе пуҫарнӑ ҫакнашкал акци хӗтӗртнӗ-мӗн.
Паян Владимир Путин вӑхӑчӗ ҫитмен пулин те Чулхула облаҫӗн кӗпернаттӑрне Валерий Шанцева тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхне Рустэм Хамитова отставкӑна янӑ. Тӗллевӗ — иккӗшне те кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава хутшӑнма май туса парасси.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе тӗл пулнӑ май Шанцев хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫ-пуҫ лайӑх пыни пирки пӗлтернӗ — регионти пӗтӗмӗшле продукци шайӗ, ҫурт-йӗр хӑпартасси ӳснӗ имӗш. Владимир Владимировичӑн «ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсене» те пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Валерий Шанцевӑн калаҫӑвне итленӗ хыҫҫӑн Президент ун шухӑшӗпе хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ.
Рустэм Хамитов вара хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫсӗррисен йышӗ пӗчӗк пулнине пӗлтернӗ, социаллӑ кӑтартусем вара — пысӑк шайра. Ҫакна шута илсе Владимир Путин хальхи пуҫлӑхӑн суйлавра ҫӗнтерме шанчӑкӗ пысӑк пулнине пӗлтернӗ, отставкине йышӑннӑ.
Ака тата ҫу уйӑхӗнче Раҫҫейри тата темиҫе тӑрӑх пуҫлӑхӗсем отставкӑна кайнӑччӗ — вӗсем те авӑн уйӑхӗнчи суйлава хутшӑнма тӗв тӑваҫҫӗ. Ҫаксен йышӗнче Егор Борисова (Якути), Алексей Орлова (Калмыки), Юрий Берга (Ӗремпур облаҫӗ), Олег Кувшинникова (Вологда облаҫӗ), Марина Ковтуна (Мурманск облаҫӗ), Олег Королева (Липецк облаҫӗ), Александр Михайлова (Курск облаҫӗ) тата Владимир Якушева (Тӗмен облаҫӗ) асӑнма пулать.
Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн Курултайӗ Пушкӑртстанри тутарсем пурӑнакан пая Тутарстанпа пӗрлештерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Съезд резолюцине ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Звезда Поволжья» хаҫатра пичетленӗ.
Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче тутарсен йышӗ — иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗш вырӑнта, паллах, Тутарстан). Съезд шухӑшӗпе, тутарсен ушкӑнне культурӑпа вӗренӳ ыйтӑвӗсене уҫӑмлатас, республикӑн политика ертӳлӗхӗн шайӗнче вӗсен ыйтӑвӗсене шута илес ҫӗрте хӗсӗрлеҫҫӗ-мӗн.
«Пушкӑртстанри тутарсен йышӗ Тутарстанра пурӑнакансеннипе танах. Анчах вӗсем хӑйсен нацине аталантарас тӗллевпе патшалӑх тата ытти пулӑшупа усӑ курманпа пӗрех. Курултай кунашкаллине хирӗҫ. Тутарсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ тата пайланман халӑхӗ. Вӗсем нацие аталантармашкӑн Раҫҫейӗн ытти халӑхӗпе танах тивӗҫлӗ», — тенӗ резолюцире.
Ҫавӑнпа Курултай, пӗрремӗшӗнчен, Пушкӑртстанра тутар чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хума тӗллевленнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, референдум йӗркелесшӗн («тутар халӑхӗллӗ Уфимск кӗпернин пайне Тутарстанпа пӗрлештересси»).
Аса илтермелле: 2012 ҫулхи кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашне республика чиккине пӑхса тухма сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |