Ӗнер каҫхи, ҫурлан 19-мӗшӗнче, Чулхулара вӑйлӑ ҫил тухнӑ, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех лӳшкеме тытӑннӑ. Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, аслати кӗрленӗ — шӑрӑх ҫанталӑк хыҫҫӑн килекен ҫумӑр ялан ҫавнашкал.
Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки малтанах пӗлтернӗ пулин те пӗр строительство площадкинче ӗҫе пӑрахас темен пулас — тавра хуралса килнине пӑхмасӑр Родионов урамӗнче ӗҫленӗ те ӗҫленӗ. Шел те кранӗ вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — персе аннӑ. Кабинӑри крановщик ку пӑтӑрмаха пурӑнса ирттереймен — ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑнти ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурта пысӑк сиен кӳмен — кранӗ ҫеҫ хуҫӑлса юрӑхсӑра тухнӑ.
Калас хӑварас пулать — информаци агентствисем нумай пулмасть вӑйлӑ ҫиле пула Питӗрте те икӗ кран персе анни пирки пӗлтернӗччӗ — унта пӗр крановщик аманни пирки, вал чӗрӗ юлни пирки каланӑччӗ.
Чулхула облаҫӗнчи Выкса районне кӗрекен Семилово ялта пысӑк инкек сиксе тухнӑ — 34 киллӗ ялта 25 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хӑрушӑ пушар утӑн 25-мӗшӗнче, вырсарникун, алхаснӑ. Вырӑнти МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та суранланман. Кил-ҫуртсар юлнӑ ҫынсене (ялта пурӗ 49 ҫын пурӑннӑ) юнашарти Ҫӗнӗ Дмитриевкӑри шкулта вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсемпе психиатрсем ӗҫлеҫҫӗ.
Пушар Кисан облаҫӗ енчен килнӗ иккен, ун лаптӑкӗ 2 пин гектара сарӑлнӑ. Вут-ҫулӑм хальхи вӑхӑтра Сноведьпе Норковка ялсемпе, Осиповкӑпа Унор посёлоксем патне ҫывхарать. Вӗсенче пырӑнакан ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивет пулмалла.
Пушарпа пурӗ 437 ҫын кӗрешет, вӗсене пулӑшма салтаксене те янӑ.
Кӑҫал ҫу кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх тӑраҫҫӗ. Ҫумӑрӗ ҫукаласа иртет пулин те ун нӳрри таврана йӗпетме ҫитеймест. Йӑлӑм енче те пушар тухас хӑрушлӑх вӑйлӑ. Мари Элӗн вырӑнти ИӖМ (Инкеклӗ ӗҫсен министерстви) пӗлтернӗ тӑрӑх «Мари Чодра» наци паркӗнче вут алхасать. Кун пирки «Интерфакс» хыпарлать.
Вут Илет посёлок патне ҫитме пуҫланӑ. Пушар пирки хыпар ИӖМе ҫитнӗ хыҫҫӑнах вӑрман хӗрринче пурӑнакан 75 ҫынна эвакуциленӗ. Ҫапах та ҫил тепӗр енчен вӗрме пуҫланине кура посёлокшӑн (унта 400 ытла ҫын пурӑнать) хӑрушлӑх ҫук пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырӑнти 19 сехет тӗлне вут 80 гектарта алхасать тесе пӗлтереҫҫӗ.
Паян ирхине Сарӑту хулинче пысӑк транспорт пӑтӑрмахӗ пулса иртнӗ — Ҫӗнӗ Узенски урамӗпе аннӑ чухне сӑрапа тиенӗ «DAF» машинӑн чаркӑчӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ — водителе пӑхӑнма пӑрахнӑ фура 18 ҫӑмӑл машина сиен кӳнӗ. Ытларахӑшӗ кӑшт кӑна ваннӑ, тӑваттӑшӗ вара вӑйлах сиенленнӗ. «ДЭУ Нексия» ҫӑмӑл машин водительне хулан 3-мӗш пульницине леҫме тивнӗ.
Юлашки икӗ эрне хушшинче Сарӑтӑвра йывӑр тиевлӗ машинсемпе пулса иртнӗ транспорт пӑтӑрмахӗсене илсен ку —виҫҫӗмӗш. Ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче Ылттӑн туран анакан КамАЗӑн та чаркӑч системи юрӑхсӑра тухнӑ — вӑл ВАЗ-21099 тата «Волга» ҫӑмӑл машинсемпе ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмахра техника ҫӗмӗрӗлнисӗр пуҫне виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн тӑватӑ студентки Мари патшалӑх университечӗн финно-угроведени институтӗнче наукӑпа прктика конференцийӗнче пулчӗҫ. Вӗсем — С.Чернова, А.Димитриева (4 курс), О.Иванова, Т.Ефремова (3 курс). (Ҫулҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑ 4 курс студентне Е.Филиппова — пысӑк тав сӑмахӗ).
Чӑваш хӗрӗсем литература пӗлӗвӗ тата фольклор секцийӗсенче тухса калаҫрӗҫ. Кӑсӑклансах итлерӗҫ вӗсен доклачӗсене мари преподавателӗсемпе студенчӗсем. Ҫине-ҫинех ыйту пачӗҫ, тӗпчерӗҫ. А.Димитриева паллӑ чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсенчи хӗрарӑм шӑпине йӗркеленӗ, докладра вӑл Ч.Айтматов кӑркӑс ҫыравҫин хайлавӗсене Ю.Скворцовӑннипе танлаштарнӑ. Хӗрӳллӗ хуравланипе, ҫухалса кайманнипе палӑрчӗҫ пирӗн студенткӑсем.
Кӳршӗ республикӑри ҫамрӑксен доклачӗсене те хаваслансах итлерӗҫ вӗсем. Йошкар-Оласем малтан ҫармӑсла калаҫрӗҫ. Вӑл хушӑра мари чӗлхипе вулакан докладсене тӑнласа пӗр пек янӑракан сӑмахсене уйӑрса илме, мӗн те пулин ӑнкарма тӑрӑшрӗҫ чӑвашсем. Кайран, сӑмах мӗн ҫинчен пынине кӗскен вырӑсла ӑнлантарса парсан, хӑйсем те ыйтусем пачӗҫ.
Мари патшалӑх университечӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх финнпа угор тӗпчев институтӗнче ҫармӑс чӗлхипе литературин эрни пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 9-мӗшпе 12-мӗшсенче иртет.
Чӗлхе эрнине республикӑна туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнине, Валентин Колумб паллӑ ҫармӑс сӑвӑҫи ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине, вӗрентекен ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пушӑн 9-мӗшӗнче стена хаҫачӗ кӑларассипе ӑмӑртнӑ; пушӑн 10-мӗшӗнче паллӑ ӑсчахсемпе тӗлпулу иртнӗ; пушӑн 11-мӗшӗнче чи лайӑх хайлава тата чаплӑ вулавҫӑна суйлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Вӗрентекен — сан ӗҫӳ те сан яту та ӗмӗр-ӗмӗр хисепре» (Учитель, твое имя и твой труд – в веках) ятлӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |