Ҫак вырсарникун Чулхула облаҫӗнчи чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑр культурин фестивальне — ӑна «Питрав пуххи» ят панӑ — ирттерме шут тытнӑ. Унти йӑхташӑмӑрсем ку уява кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут пухӑнаҫҫӗ. Вӑл Воротынец районти Лысая Гора поселокра иртет. Облаҫ шайне кӑларнӑ мероприятире вӑл тӑрӑхри ушкӑнсем кӑна мар, пирӗн республикӑрисем те хутшӑнмалла. Артистсем концерт кӑтартӗҫ, ал ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем чӑваш сӑрине астивсе пӑхма та май пуласса шантарҫҫӗ. Программӑна туслӑх кӑшӑлӗ йӗркелессине те, чӑваш халӑх вӑййисене те кӗртнӗ-мӗн.
«Питрав пуххи» ирхи вунӑ сехетре пуҫӑнмалла.
Тулай чӑвашсем халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркине тытса пыма тӑрӑшни чӑннипех савӑнтарать. Акӑ, ӗнер Тутарстанри Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культурин «Уяв — 2013» уявӗ иртнӗ. Ӑна 2006 ҫултанпа йӗркелеме тытӑннӑ. Малтанласа республика шайӗнчи мероприяти пулнӑскер тепӗр ҫулхинех вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри статуса йышӑннӑ.
Кӑҫалхине те ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 130 ытла фольклор коллективӗ пухӑннӑ. Хӑнасем хушшинче Тутарстан тата Чӑваш Республикин правительствисен элчисене палӑртмалла. Чӑваш Ен ячӗпе республика парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков саламланӑ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑшӑн Нурлат районӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ культура аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумне Рамзия Сингатуллинӑна тата асӑннӑ районти Елаурск ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Галина Кульметьевӑна вӑл ЧР Патшалхӑ канашӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Уява ҫавӑн пекех Турцири Джейхан хулипе Германири Рейнс тӑрӑхӗнчен хаклӑ хӑнасем пырса ҫитнӗ. Нурлат район администрацийӗ мероприяти пирки хӑйӗн сайтӗнче хыпарланинче уяв майӗпен тӗнче шайне тухать тесе палӑртнинче апла тӑк чӑнлӑхӗ пурах.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнчи «Родные просторы» фольклор ансамблӗ Чулхула облаҫӗнчи Пысӑк Болдино ялӗнче иртнӗ фольклорпа этнографи коллективӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри X фестивальне хутшӑннӑ.
Унта Чулухла облаҫӗнчи, Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи, Чӑваш Енри 24 ушкӑн хутшӑннӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче пусмаран пукане, ҫӑпата, тӑмран тетте ӑсталас, пир тӗртес енӗпе ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсемпе те паллашма май килнӗ.
Пирӗн республика территорийӗ урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнӗҫ. «Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль ӑҫтан каясси пирки татса калама хальлӗхе иртерех-ха. Проекта хатӗрлекенсем икӗ май сӗнеҫҫӗ-мӗн: ҫурҫӗр тата кӑнтӑр. Ҫапах та Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн Михаил Янковскин пӗлтернине тӗпе хурсан, малтанхи варианчӗ пурнӑҫа кӗресси пирки ытларах шанма пулать теме май пур. Вӑл проект пурнӑҫлансан чукун ҫул Кӳкеҫ патӗнчен каймалла. Кӑнтӑр вариантпа ҫул хывсан Шупашкартан 13,5 ҫухрӑм инҫерех иккен. Укҫа ҫине куҫарсан кӑнтӑр вариант йӳнӗрех ларать. Тата ҫулӗ те кӗскерех пулӗ: уйрӑмлӑхӗ 10 километр ытларах.
«Мускав-Хусан-Екатеринбург» магистраль Раҫҫейӗн 10 регионӗпе иртмелле: Мускав; Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем; Чӑваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл, Пушкӑртстан республикисем; Пермь тата Свердловск облаҫӗсем. Ҫул тӑршшӗ 1 620 километрпа танлашмалла. Пуйӑс сехетре 400 ҫухрӑм таран хӑвалӗ. Ҫапла вара вӑрӑм ҫула вӑл 8 сехетре ҫӗнейӗ.
Раҫҫей регионсен аталанӑвӗн министерстви халӑх кӑмӑллакан Раҫҫей хулисене палӑртас тӗллевсемпе ятарлӑ танлашӑм (рейтинг) ирттернӗ. Ведомство тӗтелӗнче рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсен мала тухнӑ 50 хулан списокне кӑтартса панӑ. Шупашкар хули рейтингра 49-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ иккен.
Мала тухнӑ пилӗк хула шутне Мускав, Питӗр, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр, Екатеренбург тата Ростов-на-Дону. Ултӑмӗш вырӑна вара политикӑна инвестицилле ертсе пыракан Хусан хули тивӗҫнӗ.
Чи илертӳллӗ хуласене палӑртас ӗҫе 2012–2013 ҫулсенче, 164 хула хушшинче ирттернӗ. Темиҫе учреждени сӗнӗвӗсемпе усӑ курнӑ: Раҫҫей инженер союзӗ, Госсторой, Роспотребнадзор тата М. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ.
Республика тӗп хулин халӑхӗ Шупашкар ытти хуласенчен самай аяларах вырӑнта пулнишӗн пӑшӑрханать пулсан, чулхуласем вара 10-мӗш вырӑнтисен шутне лекейменнишӗн куллянаҫҫӗ.
Чулхулари Лобачевский ячӗллӗ патшалах университечӗн археологӗсем укҫасӑрах ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем Богородски районӗнчи ӗлӗкхи вил тӑпрана тӗпчеҫҫӗ. Маларах вӗсене ҫак ӗҫшӗн укҫи-тенкине тӳленӗ иккен, анчах пӗлтӗр укҫа ҫӑлкуҫӗ сӳнсе ларнӑ.
Ҫавах та кӳршӗлле тӑрахри ӑсчахсем алла усса лармаҫҫӗ — укҫа кӗтсе ларсан ҫак вил тӑпри патне «хура шыравҫӑсем» ҫулӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсем ӑслӑлӑх шайӗнче ӗҫлемеҫҫӗ-ҫке — чи кирли пуян тупра тупасси. Истори тӗлӗшӗнчен пуян япалана вӗсем паха тимӗр шайӗнче ним мар сутса яма пултараҫҫӗ. Ак, тӗслӗхрен, пӗлтӗр археологсем кунта пин ҫурӑ ытла выртнӑ хӗҫе тупнӑ — авринчи кӗмӗл ҫак таранччен упранса юлнӑ, тутӑхман. Укҫа-тенкӗне вара федераци шайӗнче уйӑраҫҫӗ иккен, вырӑнти влаҫрисем патне сукмак хывнинче усси тухман.
Кӳршӗлле тӑрӑхри Богородски районӗнчи вил тӑпри IV–VI ӗмӗрсенче пулнине палартаҫҫӗ. Ун чухне вӑл тӑрӑхра финн йӑхӗсем пурӑннӑ, вӗсем меря, муром, мӑкшӑсемпе ҫармӑссем ҫине пайланса пӗтеймен пулнӑ-ха. Археологи тата истори тӗлӗшӗнчен пӑхсан унта тупнӑ япаласем чӑн та питӗ кӑсӑклӑ пулмалла.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чи пысӑк чӑваш ялӗнче — Кивӗ Улхашра — ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Майрабеевсен парнисене илессишӗн регионсен хушшинчи 5-мӗш турнир иртрӗ. Унта пилӗк тӑрӑхран — Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчен, Тутарстанран, Мӑкшӑ, Чӑваш Республикинчен — килнӗ 200 ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ.
Ӑмӑртӑва уҫма Чӑнлӑ район пуҫлӑхӗ Х.В.Рамазанов, Чӗмпӗр хули пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ П.К.Столяров, УОЧНКА пуҫлӑхӗ В.И.Сваев, полици подполковникӗ А.П. Вражкин тата ыттисем килнӗччӗ.
Турнира тӑваттӑмӗш хут килекен хӑна, Мӑкшӑ Республикинчи Атяшево районӗнчи спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Д.П.Горбунов ҫапла каларӗ: «Майрабеевсен турнирӗ йӗркелӳ енчен — Атӑлҫи Федераллӑ округра чи лайӑххисенчен пӗри тесе шутлатӑп. Кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ, ачасене тӳлевсӗр апатлантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене, парне илекенсене кубоксӑр, хисеп хучӗсемпе медальсӗр пуҫне самаях пысӑк сум укҫа параҫҫӗ».
Ӑмӑрту 1996-2003 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче иртрӗ. Вӗсене ҫулне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑччӗ.
Командӑсем хушшинче Аслӑ Нагаткин спортсменӗсем ҫӗнтерчӗҫ, 2-мӗш вырӑнта — кавир хуҫисем, виҫҫӗмӗшсем — Ирҫел ялӗнчен (пурте Чӑнлӑ районӗнчисем).
Чӗмпӗр хулинче Чӑваш ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Адресӗ: Лев Толстой урамӗ, 12-мӗш cурт. Ун хуҫи — Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА). Халӗ ун председателӗ — В.И.Сваев — кунта ларать.
Чи малтан кунта «Канаш» хаҫат редакцийӗ куҫса килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗр номер хаҫат кӑлартӑмӑр ӗнтӗ. Ҫаплах ку ҫуртра «Еткер» телекӑларӑм редакцийӗ тата Кӗрешӳ федерацийӗ вырнаҫнӑ.
Чӑваш ҫурчӗ И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнче, урам урлӑ чалӑш ларать — 50 метрта ҫеҫ. Пӗр хутлӑ ҫурта юсаса ҫӗнетме УОЧНКА ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ нумай укҫа-тенкӗ тӑкакларӗ.
Ҫапла вара УОЧНКА чӑвашсене пӗр йӑвана пухрӗ.
Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.
Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.
Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.
Раҫҫей МИХӗсем анлӑ ҫутатнӑран Жерар Депардье Раҫҫей паспортне илни пирки пӗлетӗрех пулӗ? Владимир Путин Президент хӑй аллипе тыттарнӑ тет. Раҫҫей паспортне парасси пирки шӑв-шав пуҫланнӑ хыҫҫӑн хрантсус актёрне ӑҫта кӑна чӗнмерӗҫ пулӗ? Чи малтанах Чечня Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров йыхравларӗ, унтан Киров облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те хӑйӗн тӑрӑхне чӗнчӗ.
Жерар Депардье вара паян Саранскра пулнӑ иккен. Кунти тӑрӑха ӑна РФ Патшалӑхфильфончӗн директорӗ Николай Бородачёв (хӑй ҫак республикӑра ҫуралса ӳснӗ) йыхравланӑ.
Саранска ҫитсен Хрантси актёрне республика Пуҫлӑхӗ Владимир Волков кӗтсе илнӗ, кунта тӗпленме ыйтнӑ. Ҫакна сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ — ҫӗнӗ ҫуртри пӗр хваттерӗн уҫҫине парнеленӗ иккен. Хӑшӗ-пӗри хӗсӗк пӳлӗмре хваттерсӗр темиҫе ҫул пурӑнать — хрантсус актёрӗшӗн вара, вӑл вӗсен хулинче ура ярса пустар тесе, ним мар хваттер те парнелеме хатӗр иккен. Вӑл ҫеҫ те мар, Инсар шывӗ хӗрринче ятарласа ҫурт лартса пама та хатӗр иккен кӳршӗлле тӑрӑхри влаҫсем. Мӑкшӑ халӑх ҫыравҫисене унашкал сума сунмаҫҫӗ пуль? Вӗсен ӑмсанмалли ҫеҫ юлать.
Жерар Депардье Саранскра православилле Раштава кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн Цюриха вӗҫсе каймалла тет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |