Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Раҫҫейӗн пӗрлехи историне тутарсем те ҫырасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.07.2013 21:27 | 1270 хут пӑхнӑ
Хусана илни. Борис Чориков ӳкерчӗкӗ
Хусана илни. Борис Чориков ӳкерчӗкӗ

Владимир Путин пуҫарӑвӗпе Раҫҫей вӗренӳ системи валли историпе пӗрлехи вӗренӳ кӗнеки ҫырма пуҫлани пирки илтнӗ те пуль эсир. Мускаврисен шухӑшӗпе унта Раҫҫей империне пӗтӗмӗшле мухтамалла имӗш — ун йышне кӗме тивнине те халӑхсемшӗн ырлӑх пек кӑтартмалла тесе палӑртнӑ. Пирӗннисем яланхи пек «пурнӑҫлама хатӗр!» тесе ларнӑ вӑхӑтра тутарсемпе пушкӑртсем ҫак ӗҫе хирӗҫ тӑнӑ пулать. Чӑн та Раҫҫей кун-ҫулӗнче тавлашуллӑ самантсем сахал мар. Хӑш-пӗр пулӑм тискерлӗхне импери хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланипе ҫыхӑнтарма май пур пулсан, теприсене вара чӑн та ниепле те ӑнлантарса пама ҫук. Чылай хӑрушӑ самансене те вырӑс мар халӑхсемшӗн вӗсем ырлӑх пулнине ҫирӗплетме йывӑр.

Истори ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ хирӗҫтӑрӑва лӑплантарас тӗлӗшпе (чӑннипе вӑл унта РИО уйрӑмне уҫма пынӑ-ха) Хусана Сергей Нарышкин ҫитнӗ. Патшалӑх думин спикерӗн вырӑнне йышӑннисӗр пуҫне вӑл Раҫҫейри истори сообществине (шкулсем валли истори кӗнекине вӑл хатӗрлет) ертсе пырать. Раҫҫейри истори сообществин Хусанти уйрӑмне уҫнӑ май пулас истори кӗнекине те сӳтсе явнӑ — вӑл епле пулмалли пирки Сергей Нарышкин пӗрле ларса канашлама сӗннӗ. Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин унпа килӗшнӗ — ун шухӑшӗпе политика ыйтнипе кӗртнӗ суя япаласенчен вӗренӳ кӗнекине пӗрле сӳтсе явсан ҫеҫ тасатма пулать. Сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Тутарстанӑн малтанхи Президенчӗ Минтимир Шаймиев — вӗренӳ кӗнекине ҫырнӑ чухне ытти халӑхсен шухӑшне шута илмесен «Урта» (выр. «Орда») фильма нумай сериллӗ тӑвассипе хӑратнӑ.

Пӗрлӗхлӗ истори кӗнекине хатӗрлес тӗлӗшпе канашлусем тата иртмелле-мӗн. Вӗсенчен пӗринче тӗрлӗ халӑхсене Раҫҫей империне кӗрнине епле ҫутатмаллине сӳтсе явӗҫ. Канашлу Ӗпхӳре авӑн уйӑхӗнче иртмелле имӗш, унта Кавказри республикӑсен элчисене тата Тутарстан ӑсчахӗсене чӗнме палӑртнӑ. Пирӗн историксен шухӑшӗ Мускава кӑсӑклантармасть пулас, е хамӑр ытла толерантнӑ — мӗн калаҫҫӗ, «хатӗр!» тесе пурнӑҫлатпӑр...

#Татарстан, #кӳршӗре, #Хусан, #вӗренӳ, #канашлусем, #Ӗпхӳ, #истори кӗнеки

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1133.html
 

Комментари:

Migulaj // 7061.9.9509
2013.07.19 06:28
Чăвашсен унта хутшăнма ирĕк çуккă пулĕ.
2013.07.19 10:16
Аçтахар Плотников
Хамăртан килет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем