Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Саранскра спорт ыйтӑвӗсем тавра калаҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.09.2011 19:02 | 1603 хут пӑхнӑ
Стендсемпе паллашнӑ май
Стендсемпе паллашнӑ май

Эрнекун, авӑнӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев «Россия — спортивная держава» (чӑв. Раҫҫей — спортпа туслӑ патшалӑх) канашлу ларӑвне хутшӑннӑ.

Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи мероприятие Мӑкшӑ рсепубликин тӗп хулинче — Саранскра — уҫӑлнӑ. Асӑннӑ канашлу авӑнӑн 11-мӗшӗччен пырӗ. Конференцинчи «ҫавра сӗтелсенче» спорта аталантарассине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекенсен ҫамрӑксем хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӳстермелли витӗмлӗхе вӑйлатассине тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухма палӑртнӑ.

Канашлу кунӗсенче хулара Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи хӑвӑрт утассипе ӑмӑртусем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӗрарӑмсем хушшинче ITF теннисла выляссипе, Раҫҫейри Кубок этапӗсем велосипедпа чупассипе, Пӗтӗм Раҫҫейри тег-регби ачасен турнирӗ тата та нумай пысӑк мероприятисем иртеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен пултаруллӑх куравӗсем ӗҫлеҫҫӗ тата спорт пирки каласа паракан киновӗн халӑхсен хушшинчи виҫҫӗмӗш Фестивалӗ иртет. Канашлӑва Чӑваш Ен те хастаррӑн хутшӑнать — пирӗн тӑрӑхран Саранска сумлӑ делегаци кайнӑ. Вӗсем хушшинче спортӑн тӗрӗ енӗпе чапа тухнӑ паллӑ спортсменсемпе тренерсем, физкультура учителӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Регионсен аллейинче те пирӗн республикӑн экспоначӗсене курӑмлӑ вырнаҫтарнине палартас пулать.

Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрӗ семинар-канашлура Раҫҫейри физкультурӑпа спорта 2020-мӗш ҫулччен епле аталантарма палӑртни пирки, вӑл епле пурнӑҫланса пыни ҫинчен доклад каланӑ. Анатолий Николаев ҫавӑн пекех ытти тӑрӑхсенчи ӗҫтешсемпе Чӑваш Енӗн базӑлла олимп тата параолимп енӗсемпе иртекен спорт ӑмӑртӑвӗсем пирки те сӳтсе явнӑ.

#кӳршӗре, #спорт, #канашлусем, #хӑвӑрт утасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем