Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чулхула чӑвашӗсем фольклор ушкӑнне йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.10.2014 22:32 | 1752 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Чулхулари чӑваш фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем
Чулхулари чӑваш фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем

Чулхулари чӑвашсен автономине йӗркелени нумаях та мар. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче устав йышӑнса пӗрлешӗве пуҫарса янӑ та тепӗр уйӑхран регистрациленнӗ. Унӑн правленине «Суту-илӳ ҫурчӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра юридици пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Алина Артемьева ертсе пырать. Хӑй вӑл — Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. 1994 ҫулта Чулхулана куҫса кайса кайса ҫемье ҫавӑрнӑ та унтах тӗпленнӗ.

Юрра-ташша юратакансене пӗр ҫӗре пухас шухӑша та хастар чӑваш хӑех тытнӑ. Чӑваш фольклор ансамбльне ҫӳрес текенсем 10 ҫын тупӑннӑ. Чулхулари хастар чӑвашсем концертпа тӗрлӗ концерта ҫӳреҫҫӗ. Пысӑк хулара чӑвашсене пӗлме тытӑннине Алина Артемьева хавхаланса каласа парать. Вырӑнти пуҫлӑхсем, ҫав шутра кӗпӗрнаттӑр таранах, вӗсене ал тытаҫҫӗ иккен. Концерт курма чӑвашсемпе вырӑссем кӑна мар, эрменсем те, тутарсем те, таджиксем те пыраҫҫӗ иккен.

«Ҫулла питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ, чӗннӗ ҫӗре ҫитме тӑрӑшнӑ. Пӗр уйӑх каннӑ хыҫҫӑн ушкӑн ӗҫне ҫӗнӗ хӑватпа пуҫарса ярас терӗмӗр», — тет Алина Артемьева. Халӗ вӗсем фольклор ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынсене пухаҫҫӗ. Унта ҫӳрес текенсене Чулхулари Васнецов урамӗнчи «Теремок» клуба ытларикунсерен 18 сехете пыма чӗнеҫҫӗ. Алина Аремьева ҫыхӑнмалли телефон номерӗ — 8-906-36-76-785.

#ентешлӗхсем, #кӳршӗре, #чӑвашлӑх, #Чулхула

 

Комментари:

Геннадий // 1669-2483
2014.10.23 22:50
Пите маттур Алина Артемьева.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем