Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӳршӗре

Кӳршӗре

Тутарстанри Ҫарӑмсан районӗнче Акатуй йӗркеленӗ. Вӑл унта пӗрремӗш хут иртнӗ.

Ҫарӑмсан районӗ Хусантан 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унти чӑвашсем Акатуя пухӑнса картана тӑнӑ. Ҫураки тахҫанах вӗҫленнӗ пулин те унти халӑх уявра савӑнма шухӑшланӑ. Вӗсем ҫумӑр ҫунӑшӑн савӑннӑ, эппин, тыр-пул ӑнса пулать.

Йӑхташӑмӑрсем ҫак уява тахҫантанпах кӗтнӗ. Пуҫлӑхсем туслӑ халӑх культурин пуянлӑхне упраса хӑварас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. 10 ытла лапамра юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ хуҫаланнӑ. Чи вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ.

Ҫарӑмсан районне 12 чӑваш ялӗ кӗрет, кашнинчех культура ҫурчӗ ӗҫлет. Вӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ чӑвашсем уява юрри-ташшипе илемлетнӗ. Вячеслав Христофоров юрӑҫ, Красноармейски районӗнчи «Трак ен» тата «Хавал» ушкӑнсем те Акатуя ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16527
 

Кӳршӗре

Ӗнер, утӑн 23-мӗшӗнче, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗн хастарӗсем кӳршӗри Хусанта пулнӑ, Садри Максуди палӑкӗ умне чечек хунӑ.

Чӑваш хастарӗсем Хусана ҫитсе тутар ҫамрӑкӗсен «Азатлык» хастарӗсемпе тӗл пулнӑ, кӳршӗлле вырнаҫнӑ республикӑсенчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ, ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем Садри Максуди палӑкӗ патне ҫитсе чечек хунӑ.

Максудов Садретдин Низаметдинович — тутартан тухнӑ юрист, патшалӑх ӗҫченӗ тата халӑх хастарӗ. Вӑл 1878 ҫулта Хусан уесӗнчи Ташсу ялӗнче ҫуралнӑ. Пахчисарай медресӗнче, Хусанти вырӑс вӗрентӳ шкулӗнче, Париж университечӗн юридици факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Идель-Урал штачӗ вӑхӑтӗнче ӑна Милли Идарэ председателӗ пулма шанса панӑ, большевиксем килсе ҫитсен Финляндине тарнӑ. Ун хыҫҫӑн Францире пурӑннӑ, 1924 ҫулта Ататюрк ӑна ҫӗнӗ Турци патшалӑхне хатӗрлеме чӗннӗ. Садри Максуди Анкарари юридици шкулӗн никӗслевҫи шутланать.

 

Кӳршӗре

Чӗмпӗр облаҫӗнче япӑх ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен хуҫаланать. Ҫумӑр самай шар кӑтартнӑ. Паян Чӑваш Енри бригада чӗмпӗрсене пулӑшма кайнӑ.

Ӗнер кӳршӗ регионта ҫумӑр чарӑнмасӑр вӑйлӑ лӳшкенӗ. Чылай ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫуртсене ҫутӑпа тивӗҫтерес ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Халӗ те ҫак ӗҫ пырать.

Вырӑс Беденька ялӗнче кӗпер ишӗлсе аннӑ. Ӑна юсас ӗҫре халӗ 43 бригада ӗҫлет. Чӗмпӗрсене пулӑшма ытти регионтан та килеҫҫӗ. Мӑкшӑ Республикинчен, Самартан, Пензӑран та пулӑшу килмелле.

Регионсенчен килнӗ бригадӑсем валли ятарлӑ пунктсем хатӗрленӗ. Пурне те ятарлӑ тум, хӳтӗленмелли хатӗрсем тата инструментсем параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42894
 

Кӳршӗре

Кӳршӗ регионта ҫул ҫитмен икӗ ҫамрӑк ҫухалнӑ. Кун пирки Мари Элти ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.

16-ри тата 17 ҫулти икӗ ҫамрӑк ҫӗртмен уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫамрӑксене тӳрех шырама тытӑннӑ.

Малтанах вӗсем автостоп мелӗпе Мускава кайма пултарни пирки шухӑшланӑ. Кайран ҫамрӑксем Беларуҫе ҫитме палӑртнӑ-мӗн. Полицейскисем ҫамрӑксен пӗлӗшӗсенчен, тус-юлташӗнчен ыйтса пӗлнӗ, информацие ытти региона ҫитернӗ.

Кӳршӗ регионти ҫамрӑксене Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче тупнӑ. Хӑйсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫулҫӳреве тухнӑ. Халӗ ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшне панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42777
 

Кӳршӗре

Тутарстанра автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире ҫынсем вилнӗ тата суранланнӑ.

Ку паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен пулнӑ. Автобус Альметьевск-Заинск автоҫул ҫинче ҫапӑннӑ. Автобус ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ та ҫунма тытӑннӑ. Аварире 14 ҫын вилнӗ. Тепӗр 15-шӗ суранланнӑ. Вӗсенчен 12-шне пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ аварире вилнӗ ҫынсен ятне-шывне палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне автобусра мӗн чухлӗ ҫын пулние палӑртма тивӗ, мӗншӗн тесен водитель ҫул ҫинче ҫынсене лартнӑ.

Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха йывӑр тивлӗ машина водительне тата автобусӑн икӗ водительне тытса чарма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42754
 

Кӳршӗре

Тутарстанра Ҫарӑмсан районӗнче, вӑл Хусантан 250 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, смерч пулнӑ. Вырӑнти ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 ҫуртӑн тӑрри сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех Тури Чегодейка ялӗнчи мечӗт, шкул сиенленнӗ. Нурлат хули те шар курнӑ.

Смерч вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Смерч хыҫҫӑн арканнӑ ҫуртсене тирпейленӗ ҫӗре 32 ҫын тата 11 техника хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ.

Телее, смерч вӑхӑтӗнче вилнӗ ҫынсем пирки хыпар пулман. Хӑшӗ-пӗри, тен, смерч Чӑваш Ене килесрен хӑраса ӳкрӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл пирӗн республикӑран иртсе кайнӑ.

 

Кӳршӗре

Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлакра пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ял клубне юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттермешкӗн вӗсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пухнӑ.

Ял халӑхӗ тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе ывӑннӑ. Вӗсем клуба хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. Пишпӳлек район администраийӗ тата Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсене пӗр пус парса та пулӑшмасть.

Шел те, вырӑнти тӳре-шара укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть кӑна мар, ҫак нимелле пурнӑҫлакан ӗҫе те хутшӑнмасть. Йӑлпӑлак ҫыннисем вара пуҫ усмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне шанаҫҫӗ!

Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе Йӑлпӑлаксем ятарласа уҫнӑ «Контактри» ушкӑнра паллашма пулать

 

Кӳршӗре

Тутар Республикинчи Васюково ялӗнче мӑсӑльмансен масарне асар-писер ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Палӑртмалла: ку ял Чӑваш Ен чиккинче вырнаҫнӑ.

Масара ҫӗмӗрни пирки ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑва ҫинче 100 ытла палӑка аркатса тӑкнӑ. Тӗлӗнмелле, юлашки икӗ эрнере кунашкал пӑтӑрмах иккӗмӗш хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫав масартах 90 яхӑн палӑка аркатнӑ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ 20 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар-мӗн. Ҫамрӑкскер ҫак ӗҫе хӑй тунине тунман, анчах мӗн тӗллевпе хӑтланнине ӑнлантарайман. Халӗ ӑна Зеленодольскри психиатри диспансерне илсе кайнӑ.

Анчах вырӑнти халӑх ҫак ӗҫе сывӑ мар каччӑ тунине ӗненмест. Вӗсен шухӑшӗпе, ку иртен-ҫӳрен ӗҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41697
 

Кӳршӗре

Тольяттинче пурӑнакан чӑвашсен автономийӗ тата Севрюкаево ял администрацийӗ «Уяв» йӑлана кӗнӗ мероприятие ирттерет. Унта Тольяттинче, Жигулевскра тата Самар облаҫӗн Ставрополь районӗнче пурӑнакансене йыхравланине пӗлтерсе Александр Бикмурзин «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче ҫырнӑ.

Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре Севрюкаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине те тӑрӗҫ, юрласа та ташлӗҫ. Уяв сӗмне кӗртме Тольяттинчи, Жигулевскри тата Ставрополь районӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа хутшӑнмалла.

Йӗркелӳҫӗсем тӑван халӑхӑмӑра пӗр ҫӗре пуҫтаракан, савӑнӑҫ кӳрекен мероприятие пурте хастаррӑн хутшӑнасса, унтан хавас кӑмӑлпа саланасса шанаҫҫӗ.

 

Кӳршӗре

Нумаях пулмасть Тутарстанра унта пурӑнакан халӑхсен съезчӗ иртнӗ. «Бизнес онлайн» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрах, капла форума унччен икӗ хут кӑна ирттернӗ: пӗрре — 1992 ҫулта, тепре — 2007-мӗшӗнче.

Тутарстанра тӗпленнӗ халӑхсемпе паллаштаракан, вӗсен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ пирки сӳтсе явакан анлӑ форума чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тутар Республикинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем, чӑвашсем, шучӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи йышлисем, паллах, тутарсем. Унтан — вырӑссем, кайран — чӑвашсем. Тутарстанри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин уява наци кӗпине тӑхӑнса ҫитнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 39
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире хӑтлӑх тата стабиллӗх шырама сӗнеҫҫӗ. Кухньӑри сӗтел-пукана ҫӗнетме ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ шкап-купе е гарнитур туянма меллӗ вӑхӑт. Вӗсем сирӗн киле илем кӳрӗҫ кӑна мар, лӑпкӑлӑх та парнелӗҫ.

Авӑн, 06

1966
59
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2004
21
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй