2013 ҫулхи кӗркунне Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» комплексра чӑваш кил-ҫурчӗн никӗсӗн пӗрремӗш чулне хунӑччӗ. Унтанпа «Наци ялӗ» самай улшӑнчӗ. Чӑвашсен кил-ҫурчӗ уҫӑлчӗ, ӗҫлет. Унта музей комплексӗ, хӑна ҫурчӗ, ресторан пур. Вырӑссен комплексӗ ҫӗкленчӗ.
Иртнӗ вырсарникун, Пукрав уявӗ хыҫҫӑн тепӗр кун, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Нацисен ялӗнче Архангел Михаил ячӗллӗ храмӑн никӗсӗн пӗрремӗш чулне хучӗҫ. Архангел Михаил йывӑҫ чиркӗвӗн ҫурчӗ унччен Гончаров урамӗнчи 30-мӗш ҫурт вырӑнӗнче ларнӑ. Унпа усӑ курман, мӗншӗн тесен юнашар ҫӗнӗ чиркӳ ҫӗкленӗ. Анастасий Митрополит пилӗпе храма Наци ялне куҫарма палӑртнӑ.
Наци ялӗнче чиркӳ ҫӗклесси пирки Анастасий Митрополит кӑҫалхи чӑвашсен Акатуйӗнче пӗлтернӗччӗ. «Чун тасалӑхӗшӗн кӗлтумалли вырӑн пулмаллах», — тенӗччӗ. Ку сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫе йӗркелесе те тӗрӗслесе тӑма чӑвашсен наципе культура автономине пилленӗччӗ.
Строительство ӗҫне хӑй ҫине икӗ организаци илчӗ — «УльяновскЦентрГазСтрой» (тӗп директорӗ В. Федоров) тата «Спецстройпроект» (тӗп директорӗ А. Пахомов). Вӗсем «Чӑвашсен кил-ҫурчӗ» тата «Вырӑссен кил-ҫурчӗ» комплекссене ҫӗклекенсем.
Никӗсӗн пӗрремӗш чулне хума Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ Алексей Гаев, хула мэрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вадим Андреев, вырӑссен «Русский Дом» (чӑв. Вырӑс ҫурчӗ) общество организацийӗн ертӳҫи Тамара Кулябина, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев, инвесторсем, чиркӳ ӗҫченӗсем, вырӑнти ҫынсем килсе ҫитрӗҫ.
Пулас чиркӗвӗн никӗсӗн пӗрремӗш чулне Николай атте хучӗ, вӑлах вырӑна сӑвапларӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие уҫса салам сӑмахӗсене Алексей Гаев, Тамара Кулябина, Олег Мустаев, Николай атте каларӗҫ.
— Ҫак пысӑк та сӑваплӑ ӗҫ — наци ялӗнче чиркӳ ҫӗклесси — пирӗн Патриархӑмӑрӑн И.Я. Яковлевӑн ӗҫне малалла тӑсниех пулать. Вӑл чӑваш халӑхне парса хӑварнӑ «Халалӗнче» ҫапла ҫырать; «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала — пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр Ӗненӳ этемӗн ӗҫне, кӑмӑлне ҫунатлантарса ҫӑмӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать, — тенӗ. Эпир унӑн халалне ялан асра тытатпӑр. Чиркӳ ҫӗклекенсенчен пӗр организацийӗ чӑвашсен пулнипе ҫак ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пирӗншӗн пушшех ӳсет», — терӗ Олег Мустаев.
Строительсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫуллана чиркӗве ҫӗнӗрен пуҫтарса хута ямалла.
Agabazar // 2849.02.6642
2017.10.16 13:28 | |
Кунашкал "çуртсенчен" тата "килсенчен" мĕнле усă пулма пултарĕ-ши? |