Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе храм ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна Совет Союзӗнче коммунистсем аркатнӑ пулнӑ.
Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве 1899 ҫулта хута янӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче ҫунтарса янӑ. Ун вырӑнне шкул йӗркеленӗ.
Унтанпа 80 ҫул иртнӗ. Шӑхальсем ялта храм кирлӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах укҫӑ ҫитмен. Халӗ ав Александр Андриянов усламҫӑ пулӑшма шантарнӑ. Вӑл Кировра пӗренесем саккас тунӑ, Волгоградран купол илсе килнӗ.
Унчченхи чиркӳ мӗнлерех пулнӑ? Ҫакна ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Храм ҫынсем хӑйсем хӑпартнӑ. Лавккара укҫа пухмалли ещӗк лартнӑ. Унта шӑпах купол лартмашкӑн укҫа пухӑннӑ. Ҫынсем ку ырӑ паллӑ тесе шухӑшланӑ. Халӗ чиркӗве туса пӗтересси нумай юлман ӗнтӗ.