Тӗн
![]() Арҫынсен Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн пуҫлӑхӗ Василий Паскье чиркӳ ҫурчӗ патӗнчи территорие тирпейлекенсене кӳреннӗ. Ӗҫленишӗн тарӑхман вӑл. Шавланӑшӑн. Тавралӑха тасатма пуҫтарӑннисем юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ иккен. Урам тасатма тухнисене кӳреннине архимандрит Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Манах титулӗллӗ ҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, «Юрӑ-кӗвӗсӗр тирпейленӗ пулсан ырӑ ӗҫ пулатчӗ, капла вара — киревсӗрлӗх тата турра ӗненекенсене кӳрентерни кӑна». Православи тӗнне ӗненекенсем кӗҫнерни куна таса тесе шухӑшлаҫҫӗ те вӑл кун пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫӗ, япала ҫӑваҫҫӗ. Ҫав кун савӑнма, юрлама, ташлама юрамасть. «Халӑх кнеҫӗсем турра тата ӑна пулӑшма килнӗ ҫынна хирӗҫ пуҫтарӑннӑ», — тенӗ Василий Паскье архимандрит халӑх сетӗнчи страницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |