Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» уҫӑлнӑ. Культура комплексӗнче чӑваш картишӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ку мероприятие Хула кунне халалланӑ. Унта Чӑваш Енри делегацие те чӗннӗ.
Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурипе, историйӗпе паллаштарасси — «Наци ялӗ» проекчӗн тӗллевӗ ҫакнашкал. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта азербайджансен, осетинсен, вырӑссен, тутарсен, еврейсен, ингушсен, эрменсен картишӗсем пулӗҫ. Чӑвашсен пӗрремӗш уҫӑлнӑ.
Унта анатри чӑвашсен музей комплексне кӑтартнӑ. Кафене 200 ҫын кӗреет. Хӑна ҫурчӗ, мунча — чӑваш сӗмӗллӗ. Килен-каяна кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Ку комплекс халӑхсен туслӑхне тата ҫирӗплетме пулӑшӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Морозов Чӑваш Ен час-часах килнине, регионтан, уйрӑмах — агропромышленноҫ комплексӗнче, тӗслӗх илнине палӑртнӑ.