
Шупашкарти кӳлмекре, Анне монуменчӗ патӗнче, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пулассине пӗлтернӗччӗ. Ӑна халӗ тума тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть унта ҫӗре сухаласа кӑпкалатнӑ. Халӗ «Зеленстрой» ӗҫченӗсем унта чечексене лартма пуҫланӑ. Хальхи вахӑтра карттӑ ҫинче регионсен чиккисем курӑнаҫҫӗ. Чечекӗсене ҫӗршыври регионсем ярса панӑ.
Сӑмах май, унтан инҫех мар матрӳшкесем вырнаҫтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӳнерҫӗсем, Ксения Кокельпе Василий Чапай, вӗсене сӑрласа илемлетеҫҫӗ.

Раҫҫейре пурӑнакансем ҫершыври чи лайӑх 30 паллӑ вырӑна суйланӑ. Вӗсене «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳреврен ытларах) программӑна кӗртӗҫ. Чи лайӑххисен списокне Шупашкарти кӳлмек те лекнӗ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ.
Ҫершыври паллӑ вырӑнсен «От южных морей до полярного края» (чӑв. Кӑнтӑрти тинӗссенчен пуҫласа поляр тӑрӑхӗ таран) Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен федераци агентстви ирттернӗ. Ҫентерӳҫӗсене виҫӗ номинацире суйланӑ: «Гордость моей страны» (чӑв. Манӑн ҫӗршывӑмӑн мӑнаҫлӑхӗ), «Атмосфера моей компании» (чӑв. Манӑн компанин атмосфери) тата «Мечта моего сердца» (чӑв. Манӑн чунри ӗмӗт).
Конкурса Шупашкарти кӳлмек, Амӑшӗн палӑкӗ, Муркаш районӗнчи авалхи юманлӑх, Мӑкӑр кӗперӗ, «Кайӑк вӗсевӗ» таврана пӑхмалли вырӑн хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкарта Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрне вырнаҫтарнӑ. Вӑл 4,5 метр ҫӳллӗш.
Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем ун умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче "Вилӗмсӗр полк" акци иртмӗ.

Шупашкарти кӳлмекре пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пулӑсем сывлӑш ҫитменнипе пӑрпа витӗнмен вырӑна пухӑнаҫҫӗ. Такамсем вара ҫакӑнпа усӑ курса вӗсене сачокпа тытаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлмеке ятарлӑ комисси тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑрпа витӗнмен пӗчӗк вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вырӑнсене кӑвакалсемпе ҫӑхансем пухӑнаҫҫӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, шывра кислород питӗ сахал. Ҫавӑнпа пулӑсем уҫӑ вырӑн шыраҫҫӗ. Чӑннипе, кӳлмекре кашни ҫулах ҫавнашкал лару-тӑру пулать. Анчах кӑҫал пушшех те йывӑр, мӗншӗн тесен шыв шайӗ 30-40 сантиметр тарӑнӑш ҫеҫ юлнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑ ан вилтӗр тесен ваксем касмалла. Пулӑҫсем ку тӗлӗшпе ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Республикӑмӑрӑн тӗп хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫӑннине хула ҫыннисемпе хӑнисем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш хастарӗ Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра хӗле хирӗҫ тухья хӑйӗн вырӑнне» таврӑннӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ кӳлепене пӗлтӗр пуҫласа вырнаҫтарнӑччӗ. Кайран хулана ҫуркунне валли хатӗрленӗ май тухьяна кӳлмекрен илсе кайнччӗ. Халӗ, ав, вӑл каллех хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ. Ун патне пырса хула ҫыннисемпе хӑнисем сӑн ӳкерӗнейӗҫ. Тухья аякран килнӗ ҫынсене те хӑй патне илӗртӗ.

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук.
Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур.

Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра ҫулла тухья пулмӗ. Ӑна илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл типӗ фонтан ҫинче ларнӑ.
Хӗлле кӳлмекре питӗ илемлӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ эрешсене нарӑс уйӑхӗнчех илнӗ ӗнтӗ. Аркӑсене, лотоссене, хӑмпӑсене тата чӑрӑша пуҫтарса хунӑ. 6 метр ҫӳллӗш тухья ҫеҫ юлнӑччӗ. Кукша пуҫсене ҫеҫ илмен, вӗсем ача-пӑча лапамӗнче вырнаҫнӑ.
Кӗҫех Хӗрлӗ лапама ҫуллахи сезона хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Унччен, чечек-курӑк лартиччен, шӑлса тирпейлӗҫ. Ҫак уйӑхра клумбӑсене хыр йышши тӗмӗсем лартӗҫ. Ҫу уйӑхӗ тӗлне тематика арт-объекчӗсем вырнаҫтарӗҫ, кӳлмеке акӑшсем таврӑнӗҫ.

Шупашкарти Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех пулӗ? Хула ҫыннисемпе хӑнисем ҫакна хӑйсем суйланӑ. Сасӑлава ятарласа ирттернӗ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта пулнӑ.
Хӗрлӗ лапамра капӑр чӑрӑш лартӗҫ, Хӗл мучи резиденцийӗ те ҫавӑнтах вырнаҫӗ. Чӑрӑш лартассишӗн 2358 ҫын сасӑланӑ. Сасӑлава вара 2907 ҫын хутшӑннӑ.
Кӳлмекре каток та, юрлӑ хула та унта пулӗ. Вӗсемшӗн 1905 тата 1803 ҫын сасӑланӑ. Хӗллехи фонтаншӑн тата Хӗл мучи резиденцийӗшӗн сасӑлава хутшӑннисен 10 проценчӗ сасӑланӑ.
Ҫапах Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле пулассине хулари хӗллехи канӑва йӗркелекен комитет палӑртӗ.

Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ.
Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ.
Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ.

Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ.
Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ.
Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ.
