Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗп хулинчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсене тунипе паллашнӑ чух кӳлмекре те пулнӑ. Ҫула май вӑл унти суту-илӳ точкисем мӗн сӗннипе кӑсӑкланнӑ. Элтепере хамӑр патра, Чӑвашра, туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ кӑсӑклантарнӑ. Хӑш-пӗр точкӑра пирӗн патрисем е пачах та пулман, е мӗнпур ассортиментӑн 10–15 процентне кӑна йышӑннӑ.
Уйӑх каялла та Михаил Игнатьев Атӑл хӗрринчи суту-илӳ точкисене пӑхса ҫаврӑннӑччӗ-ха.
«Патриотизм тата Тӑван ҫӗршыва юратни пирки эпир нумай калаҫатпӑр. Анчах кӳлмек хӗрринчи пӗр суту-илӳ точкинче те эпӗ чӑвашри ӗҫмелли шыва курмарӑм, сентре ҫинче Чӑваш Енри тавар туса илекенсен ҫимӗҫӗ ҫук», — тӗлӗннӗ Элтепер.
«Хула ҫыннисемпе хӑнасем уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллакан вырӑнта урӑх регионсенчи шыва сутни» Михаил Игнатьева хытах пӑшӑрхантарнӑ май ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи канашлура та вӑл темӑна хускатнӑ. Ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма хула пуҫлӑхӗсене тата экономика министрне хушнӑ. Каярах лешсем йӗркеленине ӗнентернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӗсен мӗншӗн апла маррине ӑнлантарса пама тивӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти кӳлмекре ярӑнмалли урапана саккуна пӑсса вырнаҫтарнине тупса палӑртна.
Саккуна пӑсни — «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗ енчен. Вӑл урапана кӳлмекре хаклашу тумасӑрах вырнаҫтарнӑ.
Монополипе кӗрешекен орган асӑрхаттарнипе килӗшӳллӗн, администрацин постановление пӑрахӑҫламалла. Ҫапла ведомство Шупашкар хула администрацине йӗркене пӑснине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ.
Шупашкар кӳлмекӗнче ытти ҫул та акӑшсем пурӑннине хула ҫыннисем тата унта канма анакан ытти хӑна та асӑрханах пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсене каллех кӳлмеке пырса янӑ. Йышра ултӑ шурӑ акӑшпа пӗрлех хури те пур. Вӗсемпе пӗрлех Шупашкар кӳлмекӗн акваторине Итали ӑрачӗллӗ хура хур та илем кӳрӗ. Кайӑксем кӗркуннеччен унта пурӑнӗҫ.
Кайӑк-кӗшӗке йӗркеллӗ хӗл каҫарас тесе выльӑх тухтӑрӗ те пӑхса тӑнӑ. Кирлӗ чухне вӑл вӗсене прививка та тунӑ. Кайӑксене тутлӑ та усӑллӑ тӑрантарассишӗни яваплисем А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Шыва кайса янӑ хыҫҫӑн та кайӑксене специалистсем пӑхса тӑрӗҫ: ир те, каҫ та апатлантарӗҫ.
Шурӑ акӑшсене Шупашкара пуҫласа 2004 ҫулта Александр Самаркин усламҫӑ илсе килнӗ. Каярах вӑл хура акӑш та туянас ӗмӗтлине палӑртнӑччӗ. Хурисене Шупашкарти кӳлмеке пӗлтӗр янӑ.
Иртен-ҫӳрен Шупашкарти кӳлмекре тилӗ ҫӳренине асӑрханӑ. Тискер чӗрчун ним пулман пекех уткаланӑ. Вӑл ҫынсем патне хӑрамасӑрах чупса пынӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Тилӗ картлашка ҫинче ларнӑ, урине ҫулланӑ. Кайран вӑл ҫынсем патне чупса пынӑ. Каярахпа чӗрчун стройка еннелле кайса вӑрмана кӗрсе ҫухалнӑ.
Тилӗ уксахланӑ. Ахӑртнех, ӑна ветеринар пулӑшӑвӗ кирлӗ. Тепӗр тесен, Шупашкарта тискер чӗрчунсене ҫынсем час-часах кураҫҫӗ. Тилӗсем чӑх-чӗпе йӑкӑртни те пулнӑ.
Кӳлмекре ҫӳренӗ тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ-и е ҫук-и — паллӑ мар.
Шупашкарти кӳлмекре авточупӑвӑн финалӗ иртнӗ. Раҫҫей Кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Авточупура Егор Санин тата Андрей Подролян ҫӗнтернӗ. Ҫанталӑка пула кӑштах улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Малтанах 1400 класс валли чупу иртнӗ. Унтан 1600 класс валли масс-старт пулнӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ май пӑр ҫинче кӳлленчӗксем пулнӑ, ҫавна май урапа айӗнчен сирпӗннӗ вӑл. Кунашкал ӑмӑрту куракансене питӗ килӗшнӗ.
1400 класра Егор Санин ҫӗнтернӗ. 1600 класс чупура вара Андрей Подолян мала тухнӑ.
Хӗл уйӑхӗсем ҫитрӗҫ пулин те урамра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланмасть. Ҫавна май юханшывсенче, пӗвесенче пӑр ҫирӗпех ларман-ха.
Анчах ку пулӑ тытма юратакансене хӑратать-и вара? Раштавӑн 11-мӗшӗнче ир-ирех кӳлмеке 5 пулӑҫӑран кая мар тухса ларнӑ. Экстремалсем темелле-ши — ҫӳхе пӑртан хӑрамаҫҫӗ. Ара, вӗсен шухӑшӗпе, пӑр кирлӗ чухлӗ — 8–10 сантиметр — хулӑн. Анчах ун чухлӗ пулни иккӗлентерет. Ҫитменнине, кӳлмекре вырӑнӑн-вырӑнӑн шыв 2 метр е ытларах тарӑнӑш.
Ҫапла аслисем кӗҫӗннисене япӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Инженерная защита» АО ӗҫченӗсем кадет шкулӗнче вӗренекен ачасене ҫӳхе пӑр ҫинчен хӑваласа янӑ. Паллах, ку хыпара шкул директорӗ патне те ҫитернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ аслисене те, ачасене те пӑр хальлӗхе ҫӳхе пулнине, ҫавӑнпа унта кӗме юраманнине асӑрхаттарать.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май подрядчик кӳлмекри шыва 3 ҫуллӑха татса яма палӑртать.
Кӗпере виҫӗ ҫул юсама палӑртнӑ. Ӑна «Пелискер» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ. Юсав вӑхӑтӗнче Театр тата Совет кӳлмекӗнче ҫынсене тата транспорта ҫӳреме чарӗҫ.
Проекта пурнӑҫламашкӑн 1,6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енре «Наци кросӗ» черетлӗ хут иртнӗ. Паллах, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, Шупашкарта чи нумай ҫын хутшӑннӑ. Унта 16 пин ҫын старта тухнӑ.
12 сехетре пурте кӳлмеке пухӑннӑ. Старта Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫи Клавдия Афанасьева панӑ. VIP-чупуна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Алексей Ладыков та старта тухнӑ.
Кӑҫал чи ҫамрӑк спортсмен 2 ҫулта пулнӑ, чи ваттисем вара — 82 ҫулти Леонид Никифоров тата 85-ри Миранда Кольцова.
Тӗрлӗ ӳсӗмре пӗрремӗш вырӑна тухнисене асӑнса хӑварар: Дарья Васильева, Михаил Ефимов, Лилия Степанова, Николай Сергеев, Ольга Николаева, Олег Ильин, Виктория Соловьева, Николай Сергеев, Татьяна Ефимова, Александр Васильев.
ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ку — иккӗмӗш хут.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвас енӗпе канашлу иртнӗ. Ку мероприяти Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Спорт министерстви тата хула администрацийӗ йӗркелӗ.
Вӑл кӳлмекре 10 сехетре пуҫланӗ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӳсӗмри 100 яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче — студентсем, тӳре-шара, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем…
Ҫав кунах «Тухтӑрпа уҫӑлса ҫӳретпӗр» акци те иртӗ. Дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтра, финиша ҫитичченех, ҫынсем тухтӑртан пулӑшу ыйтма, унпа калаҫма пултарӗҫ.
Шупашкарти Арбатра вырнаҫнӑ кӳлепен сунчӑкне хуҫни пирки эпир сире нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хула влаҫӗсем ӑна Республика Кунӗ тӗлне тӳрлетсе-юсама ӗлкӗрнӗ иккен. Кун пирки пире «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пӗлтерчӗ.
Чӑн та кӳлепене йӗркене кӗртме 8 пин кирлӗ пулнӑ имӗш. Вӑл хакпа юсама майсем малтанах тупӑнайман, каярах вара ҫавах та кирлӗ ҫынна тупса йӳнӗрех хакпа кӳлепене юсама пултарнӑ. Республика Кунӗнче халӑх тӗрӗс-тӗкӗл скульптурӑна курнӑ.
Аса илтерер, кӳлепен авторӗ Владимир Нагорнов, хулана ӑна Ильф тата Петров хайлавӗнче Шупашкара асӑннӑран парнеленӗ пулать. Пӗтӗмӗшле 6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |