Шупашкарта Арбатри Остап Бендера тата Киса Воробьянинова халалланӑ кӳлепе патӗнче нумайӑшӗ сӑн ӳкерӗнме юратать. Анчах такама темпе кӳрентернӗ-ши ҫав палӑк — унӑн сунчӑкне хуҫнӑ.
Елена Соловьева патне тӑванӗсем Сургутран килнӗ. Вӗсем Шупашкар кӳлмекне уҫӑлма тухнӑ. Вӗсем те ыттисем пекех ҫав скульптура умӗнче сӑн ӳкерӗнме шутланӑ. Анчах сунчӑк хуҫӑлнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. Ара, халӑх ӑстасен ӗҫне хаклама пӗлменни кӳрентернӗ вӗсене. Елена Соловьева кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Кӳлепе авторӗ Владимир Нагорнов каланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кун пирки пӗлет. Ӑна вӑл тӳрлетме шантарнӑ. Ку 8 пин тенке яхӑн кайса ларӗ.
Сӑмах май, кӳлепене Ильф тата Петров хайлавӗсене тӗпе хурса тунӑ. Вӗсенче Шупашкар пирки асӑннӑран хулана ҫакӑн пек парне кӳме шутланӑ. Палӑк 6 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ.
Шупашкар кӳлмекӗнче ҫӗнӗлӗхсем пуласса пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун хула администрацийӗн элчисем, культурӑпа спорт учрежденийӗсен ертӳҫисем, коммуналлӑ организацисем лару ирттернӗ. Унта вӗсем Шупашкар кӳлмекне мӗнле улшӑнусем кӗртессине, ҫынсене канма май туса парассине сӳтсе явнӑ.
Кӑҫал кӳлмекре 10 метрлӑ кимӗсемпе ярӑнма май пулассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем аҫтахар е истори тапхӑрӗпе килӗшсе тӑракан ытти чӗрчун евӗр пулаҫҫӗ-мӗн.
Унччен кӳлмекре шурӑ акӑшсем пулнӑ. Кӑҫал вара хурисене те илсе килӗҫ. Акӑшсене ҫитермешкӗн ятарлӑ вырӑн уйӑрӗҫ. Ҫынсем унта вӗсене тӑрантарма пултарӗҫ.
Ҫавӑн пекех кӳлмекре саксем нумай лартӗҫ, информаци хӑмисем, кӑтарткӑчсем вырнаҫтарӗҫ. Кӳлмеке чечек кулмбисемпе капӑрлатӗҫ. Шупашкар хула аминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳлмекре халӑх ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех туллин те кӑсӑклӑ канма пултарӗ. Унти ӗҫсене ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ валли вӗҫлӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ.
«Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш.
Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем Австрири консалтинг компанийӗн элчисемпе тӗлпулса хулари туризма аталантарасси пирки калаҫнӑ.
Хулари тӳре-шарапа Австрири компани ертӳҫи Кристофер Хинтереггер тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв специалисчӗн шухӑшӗпе, Шупашкарта ытларах юханшыв туризмне аталантармалла. Ҫавӑн пекех кӳлмеке тата Атӑл леш енне тимлӗх уйӑрмалла.
Кристофер Хинтереггер шухӑшӗпе, Атӑл леш ӗнӗ Чӑвашри халӑх канмалли вырӑн пулмалла. Анчах Шупашкарти туризм сферине тӗплӗн тишкермелле, приоритечӗсемпе стратегие палӑртмалла. Кун валли 4-6 уйӑха яхӑн кирлӗ.
Малашне хула чиновникӗсем Австри специалисчӗ сӗнӗвне тӗплӗн тишкерме тытӑнӗҫ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ-сивӗтмен пулӑҫсем пулла васкаҫҫӗ. Анчах пӑр ҫӳхе, РФ МЧСӗ вӗсене тимлӗрех, асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Пирвайхи пӑр ултавлӑ ҫав. Вӑл ҫирӗп мар, анса каясси те инех мар.
Республикӑра пулӑҫсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Аслисемпе кӑна мар, ачасемпе те. Ҫӑлавҫӑсем ашшӗ-амӑшне ачине куҫран вӗҫертме сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти кӳлмеке, пӑр ҫине, ачасем выляма тухнӑ тӗслӗх пулнӑ-мӗн.
Ачасем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пӑр ҫине тухма хӑраҫҫӗ пулсан аслисем хӑнк та тумаҫҫӗ. Паллах, вӗсене пӑр ҫине пулӑ тытма кайнӑшӑн штрафлама пулмасть. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсемпе вӗсемпе калаҫу ҫеҫ ирттерееҫҫӗ. Вӗсем пуҫ сӗлтеҫҫӗ те ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ, анчах тепӗр куне каллех пӑр ҫинче утаҫҫӗ.
Телее, кӑҫал пирвайхи пӑр ларсан инкек пулман-ха. Анчах ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Пулӑшӑн пурнӑҫа хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермелле-ши?
Асӑрхаттармашкӑн: пӑр 12 сантиметр хулӑнӑш пулсан ҫеҫ хӑрушлӑх ҫук. Ҫын нумай пухӑннӑ ҫӗрте 25 сантиметр пулмалла. Халӗ вара пӑр 10 сантиметр хулӑнӑш ҫеҫ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех е пачах шӑнман.
Чӑваш Енре «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ ятпа Пӗтӗм тӗнчери хӑвӑрт утассин кунне тата спортсменсен парадне йӗркелӗҫ.
Старта Шупашкарта 10 пин ытла ҫын тухӗ. Вӗсем кӳлмек тавра ҫаврӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кун Раҫҫейре пӗрремӗш хут иртӗ.
Хӑвӑрт утакансем старта тухнӑ хыҫҫӑн спорт парачӗ пуҫланӗ. Унта тӗнче тата Раҫҫей чемпионӗсем хутшӑнӗҫ. Футбол федерацийӗ старта 1,5 метрлӑ мечӗкпе тухӗ. Ыттисем те хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ.
Канашлупа килӗшӳллӗн спортӑн 8 тӗсӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелеме палӑртнӑ. Занятисене ирттермешкӗн республикӑри 50 спортсмена чӗнӗҫ.
Ӗнер чӑвашсем Акатая паллӑ тунӑ. Уяв Шупашкарти кӳлмекре, Анне палӑкӗ умӗнче, пулнӑ.
Унта этнокультурӑпа ҫыхӑннӑ картишсем йӗркеленӗ. Вӗсенче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлине курма май пулнӑ. Ҫавӑнтах ҫынсем алӗҫ ӑстисен куравӗпе киленнӗ. Уявра чӑвашсен рецепчӗсемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ.
Уйрӑм лапамра Раҫҫей регионӗсенчен, Чӑваш Республикин районӗсенчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ-ташланӑ. Унтах спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Сӑнсем (25)
Нумаях пулмасть мэрире Шупашкарта тӗнчери чи пысӑк фонтана тӑвасси пирки калаҫнӑ. Унта ют ҫӗршывран килнӗ специалистсем те хутшӑннӑ.
Пресс-конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн тӗнчери чи пысӑк фонтанлӑ пулас шанчӑк — 90 процент. Борис Штайн — «GiantShows» компани ертӳҫи. Вӑл тӗнчери хуласенче фонтан композицийӗсене 20 ытла ҫул тӑвать. Борис Штайн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫтармалли фонтанӑн архитектура проектне те хатӗрленӗ, унпа хула администрацине паллаштарнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ шыв экранӗнчен тӑракан, пӗччен 135 тата яруслӑ фонтанлӑ пулӗ.
Борис Штайн палӑртнӑ тӑрӑх, кӳлмек лаптӑкӗпе 10% яхӑн ҫеҫ усӑ курнӑ. Шупашкар вара Дубайпа, Лас-Вегаспа пӗр рете тӑмашкӑн майсем пур. Ҫак икӗ хулара тӗнчери чи пысӑк фонтансем вырнаҫтарнӑ.
Сергей Лукиянов хӗллехи фонтан тӑвас шухӑшпа паллаштарнӑ.
Общество вырӑнӗсенче алкоголь шӗвекне сутма чарасси — ҫивӗч ыйту. Ӑна паян Шупашкар хула администрацийӗн планеркинче те ҫӗкленӗ.
Хулари кӳлмекре эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Кунта автотранспорт ҫӳрени те тӳре-шарана нумай шухӑшлаттарать. Кун пирки те татса парасшӑн.
— Опыт кӑтартнӑ тӑрӑх, алкоголь шӗвекне ӗҫекен ҫынсем кӳлмекре канакансемшӗн харушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫавна май унта эрех-сӑра сутма чарасшӑн. Тӗп пляжра полици талӑкӗпех дежурствӑра пулмалла тӑвасшӑн, — тенӗ АОУ директорӗ Олег Алексеев.
— Ку ыйту кашни ҫул шухӑшлаттарать. Транспортӑн кӳлмекре ирӗклӗ ҫӳремелле мар, мӗншӗн тесен ку вырӑн — канмалли, автомашина ҫӳремелли мар, — тенӗ Леонид Черкесов мэр.
Ку ыйтӑва администрацире ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.
Шупашкар кӳлмекне тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетмелли проект ӗҫсене тумашкӑн 34 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Вӗсенчен 8 миллон тенки республика тата муниципалитет хыснисенчен пулӗ.
Транспорт, инженери инфратытӑмне, Шупашкарӑн тӗп пайне реконструкцилеме палӑртнӑ. Ҫаксене 2019 ҫул тӗлне, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ уяв валли, вӗҫлемелле.
Аса илтерер: кӳлмеке тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетес концепци пӗлтӗр пуҫланнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, 213 пин тӑваткал метр лаптӑка ҫӗнетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Тӗп парка, залива «Шупашкар: 500 ҫул» паркпа, Лакрей вӑрманӗпе турист тата велосипед маршручӗпе пӗрлештерме палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫлакан Испани архитекторӗ Хосе Асебильо ку концепци хальлӗхе шухӑш кӑна пулнине пӗлтернӗ.
Шупашкарӑн ҫӗнелмеле, анчах унӑн хӑйнеевӗрлӗхне ҫухатмалла мар-мӗн. Архитектор шухӑшӗпе, Хӗрлӗ тӳремре К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе тата культура-курав комплексӗпе юнашар икӗ павильон пулмалла. Тӳрем варринче вара – пысӑк экран. Хосе Асебильо тӳреме ҫапла майпа ҫӗнетме шухӑшлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |