Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ.
Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ.
Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ.
Agabazar // 3542.78.0073
2020.08.13 20:50 | |
Чăвашла ливневка темеççĕ. Вырăс чĕлхинче те вăл литературăлла сăмах мар. | |
Аçтахар Плотников // 2443.0.1048
2020.08.14 00:18 | |
Якатрӑм — кунашкал текста вулама аттук ытла хӗн. |