Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.
Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать.
Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла.
Валери Туркай поэт «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххине тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Шулай яшим тенине чӑвашла куҫарсан «Ҫапла пурӑнатӑп» пулать.
Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗскер тутарсемпе чылайранпах ҫыхӑну тытни пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет.
2008 ҫулта вӑл тутарсен Зариф Башири ҫыравҫин «Чувашская девушка Анисса» повеҫне чӑвашла тата тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Хайлава ун чух Зинаида Стеклова куҫарнӑ пулсан, 2010-мӗшӗнче Габдулла Тукайӑн «О любви к тебе писал я, мой народ» сӑвӑ пуххине чӑвашла куҫарса пичетленӗ. 2014 ҫулта вӑл Муса Джалилӗн «Моабитские тетради» сӑвӑсен ярӑмне куҫарса чӑваш вулаканӗ патне ҫитернӗ. Тутар ҫыравҫисен ытти хайлавне те вӑл куҫарман мар.
«Шулай яшим» сӑвӑ пуххине Валери Туркайӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ.
Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет.
Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ.
Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ.
Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнченпе Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ конкурс иртесси пирки пӗлтернӗ. «Чувашская книга. Юные таланты» (чӑв. «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем») регионсем хушшинчи конкурса шкулта вӗренекен 6–17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене чӑвашла тата вырӑсла йышӑнаҫҫӗ.
Конкурс виҫӗ номинаципе иртет. «Лучший рассказ о книге Чувашского книжного издательства» (чӑв. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫинчен каласа кӑтартакан чи лайӑх калав) ятлине килӗшнӗ кӗнеке пирки каласа паракан ӗҫсем 1–5 страница йышӑнма пултараҫҫӗ. «Лучший рисунок на тему «Интересный эпизод из книги» (чӑв. «Кӗнекери кӑсӑклӑ эпизод» темӑпа чи лайӑх ӳкерчӗк) номинаципе конкурса тӑратакан ӗҫсем сюжетлӑ пулмалла. «Лучшая книга детскими руками» (чӑв. Ача аллипе чи лайӑх кӗнеке) ятлине сӑвӑсем, калавсем, заметкӑсем, очерксем пухаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин суккӑрсен вулавӑшӗ хӑйӗн пулӑшӑвне районсенче те сарма тӑрӑшать. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вӑл сусӑрсене пулӑшмалли йӗркене ахаль вулавӑшсенче сарас тӗллевпе йӗркеленӗ тифлотура тухнӑ май Вӑрмар районӗнче пулнӑ.
Республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра стационар тулашӗнче пулӑшу кӳрекен библиотекарӗсем Вӑрмар районӗнчи тӗп вулавӑшра тӑрӑшакансене суккӑрсене кӗнеке вулама хӑнӑхтармаллине ӑнлантарнӑ.
Вӑрмарти район вулавӑшӗнче куҫ япӑх куракансем валли вулавӑш пункчӗ йӗркеленӗ. CD-диск, магнитлӑ кассета тата флэш-карта ҫине ҫырнӑ кӗнекене итлеме пулать. Рельефпа пӑнчӑ меслечӗпе тата шултра шрифтпа кӑларнӑ кӗнекесем пур вулавӑшра. Фондра пӗтӗмпе 236 кӑларӑм тесе пӗлтереҫҫӗ.
Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ. «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» (чӑв. Ҫӑкӑра сума суни: икӗ шӑпа. 1934–2014 ҫулсем) ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.
Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ. Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче «Ҫыравҫӑпа ирттернӗ кун» мероприятисен ярӑмӗн ячӗпе черетлӗ тӗлпулу иртнӗ. Вулавӑша пуҫтарӑннисем хальхинче Елена Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнекине сӳтсе явнӑ.
Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗр пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑксем валли тесе ҫырнӑскере «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повесть тата «Турамӑш ҫуралнӑ кун» калав кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ Елен Нарпи терӗмӗр-ха. Унӑн чӑн хушамачӗ — Чекушкина.
Ку автора хальхи вӑхӑтра литературӑри сумлӑ ятсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Ансат чӗлхепе ансат мар мар шӑпа пирки ҫырать теме те юрать-тӗр.
Кӗнекене автор ҫывӑх вӑхӑтра тутарла пичетлесшӗн. Мӗншӗн тесен повеҫри тӗп сӑнарсем — чӑваш хӗрӗпе тутар каччи. Вулакансем повесть тӑсӑмне кӗтнине те пӗлтернӗ автора.
Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Елчӗк тӑрӑхӗн ҫынни Николай Малышкин «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекене пӗлтӗр кӑларнӑччӗ. Кӗнеке тишкерӗвне пӗлтӗр район центрӗнчи тӗп вулавӑшра халӑха пухсах хӑтлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов тата ыттисем пухӑннӑччӗ.
Паян «Чыслӑх салтакӗсене» Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче хӑтланӑ. Кӗнеке авторӗ Николай Малышкин кӑларӑмри кашни ҫын пирки пӗрчӗн-пӗрчӗн материал пухни, кӗнеке кӑларассипе ҫыхӑннӑ ытти вӑрттӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |