Чӑваш кӗнеке издательствинче Василий Эктел ҫыравҫӑн «Тӗлӗнтермӗшсем» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑм — кӗҫӗн шкул ачисем валли.
Чӑваш кӗнеке издательстви шучӗпе ҫӗнӗ кӑларӑм шӑпӑрлансене ҫутҫанталӑк ытамне илӗртет. Сӑвӑсем урлӑ автор тӑван тавралӑхӑн ытарайми илемӗпе, ӳсен-тӑран тата чӗрчун тӗнчин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Василий Эктелӗн ҫутҫанталӑкӗ те этем пекех сывлать, туять, асапланать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче тӗл пулакана аркатать, ыйха путать те вӑранать.
Ҫутҫанталӑкри кашни уйӑхпа паллаштаракан ярӑмри сӑвӑсене те вулама кӑсӑклине ӗнентереҫҫӗ ӑна кӑларакансем.
Кӗнеке 1000 тиражпа пичетленнӗ. Унӑ редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Иван Алексеев.