Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ.
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей».
Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ».
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлекен Эдурад Кириллова паян Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Эдуард Васильевич — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн юбилейне уявланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Эдурад Кирилловпа ӗҫлекенсем аккомпаниатор-концертмейстерӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе вӑл юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 104-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӗ. Ун чухне куракансене чӑваш классикӗ Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйтан чури» спектакль кӑтартӗҫ.
Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Композиторӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина.
Ӗҫе Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
ЮПА | 04 |
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Урал тӑрӑхӗнчен таврӑннӑ. Унта пуканеҫӗсем «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) федераци программипе килӗшӳллӗн кайнӑ.
Ҫӗнӗ Уралти пукане театрӗн тата Екатеринбургри Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменӗн сценисем ҫинче артистсем «Голубка» спектакль-мюзикл кӑтартнӑ. Куракансем ӗҫе кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Урал тӑрӑхӗнче пулнӑ май артистсем унти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Унтан вӗсем хавас кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Чӑваш тӗррин музейӗнче Питӗрти художникӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Санкт-Петербургри Наталия Михайлован «Ӑста алӑсен тӗнчи» куравра ӑстан декоративлӑ-прикладной ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе: тӗрӗ, папье-машье енӗпе хатӗрленӗ пуканесем, авса тунӑ япаласем, тӑм тата йывӑҫ ҫине хитрелетсе ҫырнӑ япалисем – вырӑн тупнӑ.
Наталия Михайлова Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан пӗлӗвне Питӗрте ӳстернӗ. Халӗ вӑл унта чӑваш тӗррин кружокне ертсе пырать.
Наталия Михайлован пултарулӑхне хаклакансем унӑн хӑйне евӗр стильне палӑртаҫҫӗ. Ӑстана хавхалантараканни – чӑваш халӑх ӳнерӗ. Наталия Михайлова музейсенчи куравсемпе паллашма кӑмӑллать. Вӑл масмаксен пуян коллекцине пухса хатӗрленӗ.
Эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне хамӑн юлашки пьесӑна иртнӗ ҫуркунне кӗртсе панӑччӗ. «Ан васкӑр, йӗркеллӗ пӑхса тухӑр. Вӑл – социаллӑ драма. Унта пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Кӗркунне театр шухӑш-кӑмӑлне пӗлме килӗп», — терӗм.
Шантарнӑ пекех, нумай пулмасть – сентябрӗн 22-мӗшӗнче – Чӑваш театрне ҫитрӗм.
— Пӑхса тухрӑмӑр. Шел пулин те, ӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ сцена ҫинче лартма юрӑхсӑр тесе пӗр саслӑн йышӑнчӗ, — куҫне пӗрре мӑчлаттармасӑр хуравларӗ директор.
Кӳренмерӗм. Ун пекки пӗрремӗш хут мар та. Вун пилӗк ҫул ҫапларах хурав параҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки мансах кайнӑччӗ. Ултӑ кунран почтӑран ҫыру килчӗ. Уҫрӑм. Вуларӑм. (Сире те, хисеплӗ вулаканӑм, ҫав ҫыру ҫине пӑхма ыйтатӑп. Авт.) Унта Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗ ҫапларах ҫырнӑ: «Сирӗн пьесӑна театрӑн Илемлӗх канашӗ пӑхса тухрӗ, канашӑн 21.09.2021 ҫ. 6-мӗш номерлӗ протоколӗ. Илемлӗх канашӗ пьесӑна ырламан, пӗр саслӑн (9 сасӑ) пулса сцена ҫинче лартма йышӑнман».
Чӗре темшӗн кӑрт! турӗ. «Чим-ха, чим!» — терӗм. Паҫӑр кӑна театр сайтне уҫса пӑхрӑм.
9 кун каялла, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, вырӑсла ҫыракан чӑваш ҫыравҫи Альберт Николаевич Айзман вилсе кайнӑ.
А.Н. Айзман 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче Николай Айзман драматург ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, тайгара вӑрман каснӑ, Совет Ҫарӗнче авиатор пулса хӗсметре тӑнӑ, Шупашкарти ҫар оркестрӗнче музыкант пулнӑ, чылай хушӑ тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче слесарь, мастер, рабочи пулса ӗҫленӗ. Ун пӗрремӗш калавӗ 1970 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра пичетленнӗ. Тата темиҫе ҫултан «Дружба» альманахра «Чёрная звезда» приключениллӗ повеҫӗ тухнӑ. Унӑн «Перламутровые волны» (2014), «И все вернется на круги своя» (2016), «Прощальный поход» (2018), «Двое из богемы» (2021) калавсемпе повӗҫсен пуххисем вулакансем патне ҫитнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне автор хӑй укҫи-тенкипе пичетлесе каларнӑ, "Прощальный поход" вара Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑртан пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемчченхи Шупашкар пурнӑҫне витӗмлӗн уҫса панӑ, ҫын чун-чӗри мӗнле сӑлтавсене пула улшӑнса пынине сӑнланӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх драматургсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнине, унта чӑвашла ҫыракансем хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ирттерет.
Конкурса виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерме йышӑннӑ.
«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире ҫӗнтерсен 100,0 пин тенкӗ парӗҫ, «Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьесӑшӑн» та ҫавӑн чухлех тивӗҫӗ.
Чӑваш Енре, Шупашкарта, общество транспортӗнче паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартма палӑртнӑ. Чылай чарӑну паллӑ ентешсен ячӗпе хисепленет. Шӑпах вӗсем пирки пассажирсем пӗлӗҫ. Чарӑну ятне каланӑ чухне ҫыннӑн пурнӑҫӗ пирки пӗр-ик предложенипе асӑнӗҫ.
Ку проект «Тӑван ятсем» ятлӑ, ӑна Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫлӗҫ. Ку тӗллевпе 870 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Проект кӑҫал юпан 4-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑнса 2022 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн шкул ачисемпе паллӑ ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |