Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.
Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ.
Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ.
Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ.
ПУШ | 10 |
«Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире Анатолий Кибечӗн «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» кӗнеки пичетленсе тухрӗ.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Кибеч шухӑш-туйӑма кӗскен каласах витӗмлӗн уҫса паракан автор пулнине. Ҫакна унӑн юррисемпе прозӑлла сӑввисем лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Ку хутӗнче вара автор ҫӗнӗ кӗнекине тӑват йӗркеллӗ сӑввисене кӗртнӗ. Пурӗ 300 яхӑн. Вӑл вунпилӗк сыпӑкран тӑрать, ачалӑхран пуҫласа паянхи кун сӑнарӗ таран.
Усӑ курма пӗлсен тӑватӑ йӗркепе те чылай калама пулать иккен. Акӑ малтанхи икӗ сӑвви:
Ҫуралнине эп астумастӑп,
Анне каланине манмастӑп:
«Ҫуралтӑн эс ҫу кунӗнче,
Ыраш ҫӗмелӗ кутӗнче».
Ун чухне колхозри йӗркесем ҫапларах пулнӑ. Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн те ана ҫинчех ӗҫлеме тивнӗ. Ҫурлапа вырнӑ ҫӗрте ӗнтӗ.
Сӑпкари ачаран асли ҫук,
Пурнӑҫ пач урӑхла вӑл пур чух, —
Хушнине ҫийӗнчех тумалла,
Каччӑн халӗ атте пулмалла.
Чӑнах та, епле пултаруллӑ вӑл ҫав пӗчӗкҫӗ пепке, атте, анне, асанне, асатте, кукамай, кукаҫи ятсене шӑпах ҫавӑ парса тухать. Кур-ха, мӗнле хӑюллӑскер.
Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ.
Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн.
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Николай Дмитриев 60 ҫул тултарнӑ.
Николай Алексеевич Ҫӗмӗрле районӗнчи Тарӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта актёр ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983-1991 ҫулсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унтанпа Николай Дмитриев Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ тӑрӑшать. 2014 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Унта ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем тата тӳре-шара хутшӑннӑ.
Республика культурине аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн поэта «Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа чысланӑ.
Юрий Сементерӑн пултарулӑх каҫне Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «хаваслансах хутшӑннине» Фейсбукра пӗлтернӗ. «Юрий Семёнович хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн чи паллӑ представителӗ. Чӑваш чӗлхине, литературине, юрӑ культурине аталантарма вӑл мӗн тери тӳпе хывнине хакласа ҫитереймӗн. Юрий Семенович чӗлхене тӗлӗнсе каймалла аван пӗлет. Унӑн сӑввисем юрра ҫӑмӑллӑн хывӑнаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ май Анатолий Аксаков юбиляра ырӑ сунса саламланӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейӗнче «Иккӗн чей ӗҫме аван» пӗp кунлӑx акци ирттернӗ.
Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музее иккӗн пырса куракансене техӗмлӗ чейпе тата кофепе, пыллӑ тата варениллӗ икерчӗпе тӳлевсӗр хӑналанӑ.
Ҫeҫnӗл урамӗнчи 8-мӗш ҫypтра вырнаҫнӑ музейра ытти чух та тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ятне тивӗҫлипе тытса тӑма тӑрӑшса ун ятне-сумне ӳсекен ҫамрӑк ӑру хушшинче сарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус тесе мероприятисене онлайн ирттернӗ вӑхӑтра та музейҫӑсем хастарлӑхпа палӑрчӗҫ.
Роспотребнадзор Ҫӑварние онлайн мелпе ирттерме сӗннӗ. Анчах Чӑваш Ен правительстви кунпа килӗшмен, мӗншӗн тесен ҫынсем ҫавах парка уҫӑлма тухаҫҫӗ.
Ҫӑварние мӗнле уявласси пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ҫӑварни пушӑн 6-14-мӗшӗсенче иртет. ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне 300-е яхӑн мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӗсене 40 пин ҫын хутшӑнмалла.
Шупашкарта мероприятисем «Амазони» паркра, Николаев паркӗнче, Лакрей вӑрманӗнче, «Салют» тата «Ровесник» культура керменӗсен умӗнче иртӗҫ.
Ҫӑварние уявланӑ вырӑнта шашлӑк пӗҫерме, икерчӗ ӑшалама сӗнмен. Кунсӑр пуҫне пӗр хутчен усӑ курмалли чашӑк-тирӗкпе ҫимелле. 65 ҫултан аслӑраххисене тата вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене килте ларма сӗннӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведени тата наци литературин пайӗнче «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клубӑн занятийӗ иртӗ. Унӑн теми – «Мир по представлениям древних чуваш» (чӑв. Авалхи чӑвашсен тӗнчене епле ӑнланни).
Чӑваш халӑхӗн мифӗсене тӗпчеме революцичченех пуҫланӑ, паян та унпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Мифсене Раҫҫей, нимӗҫ, венгр тата финн ӑсчӑхӗсем тӗпченӗ. Сӑмахран, Ама йывӑҫ тата Ама ту мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн пӗлӗт ҫӗртен уйрӑлса кайнӑ? Ҫӗре чӑвашсем тӑваткал е сакӑр кӗтеслӗ тесе шухӑшланӑ. «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клуба пынӑ ачасем ҫак тата ытти япала ҫинчен пӗлӗҫ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ.
Кун пек мероприятие йӗркелесси музейра ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Музей ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм-поэтсем ҫуркунне, юрату, амӑшӗлӗх, ҫутҫанталӑк тата пурнӑҫ илемӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Хавхаланса та хӑпартланса янӑранӑ асамлӑ поэзи.
Литературӑпа музыка каҫӗнче «Пленэр из окна» (чӑв. Чӳречери пленэр) курав уҫӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑм-художниксен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 20 ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе 3 пин тенкӗ пособи илсе тӑрать. Анчах ку виҫе 1994 ҫултанпа ӳсмен.
Чӑвашинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Культура министерствин Общество канашӑн председателӗ Виктор Бондарев ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне пособие ӳстерес ыйтупа тухнӑ. Олег Алексеевич ку шухӑша ырланӑ.
«Эсир сӑмах хускатнӑ ҫынсем Чӑваш Ен культурине пысӑк тӳпе хывнӑ. Ку пособи виҫине пирӗн ЧР Культура министерствипе пӗрле пӑхса тухмалла», - тенӗ Элтепер.
Пособи виҫи мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |