Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑнтисем суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва ҫеҫ мар, культурӑпа спорт мероприятийӗсене те яланхиллех пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑччӗ. Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ тесе хыпарланӑччӗ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ тенӗччӗ.
Анчах паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев урӑхларах йӗркелеме сӗннине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленессипе мерӑсем йышӑнма май пур мероприятисене ҫеҫ ирттерӗҫ. Кунта
тӗслӗх вырӑнне спорт ӑмӑртӑвӗсене, мотокроса, Ача усрава илнисен республикӑри форумне асӑнса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Чӑваш Енре Чӑваш чӗлхи музейӗ пулӗ. Кун пирки паян сӑмах хускатнӑ.
Паян Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнче культура эткерлӗхӗн специалисчӗсен семинар-канашлӑвӗ иртнӗ. Унта 12 регионти специалистсене йыхравланӑ. Чӑваш Енре унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ.
Музей Етӗрне хулинче пулма пултарать. Унта чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑ. Ҫав ҫурта юсаса ҫӗнетмедокументсем хатӗрлеме республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Улатӑрта тата Етӗрнере сумлӑ объектсем пуррине пӗлтернӗ. Вӑл Николай Ашмарин тӳпине уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Вӑл 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗн 683 объекчӗ шутланса тӑрать, ҫав шутран 221-шӗ – федераци тӗллевӗллӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» тӗлпулусене малалла ирттерет. Ӑна вӑл вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалланӑ.
Паян вулавӑш тӗпелӗнче Елена Михайловӑпа (Енькка) калаҫу ирттернӗ. Мероприятин модераторӗсем пулас журналистсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреева тата Ираида Иванова пулнӑ.
Елена Енькка – «Культура родного края» курсӑн авторӗ, ҫыравҫӑ, художник, тӗрлӗ кӗнеке авторӗ.
Елена Еньккапа ирттернӗ диалога вулавӑшӑн Ютубри страницнче итлеме май килӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Пичугин республикӑра сумлӑ вырӑн йышӑнакан хӑш-пӗр ҫынна тумшӑн тиркенӗ. Поста вӑл Фейсбукра вырнаҫтарнӑ.
«Аслӑ А.П. Чехов ҫынра йӑлтах хитре пулмалла — сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те. Пирӗн официаллӑ сӑнсем Чехова пӗлмеҫҫӗ тейӗн, вӑл калани вӗсемшӗн ним те мар», — тесе ҫырнӑ Юрий Пичугин. Унӑн посчӗ вырӑсла, эпир ӑна чӑвашла хамӑра май, анчах шухӑшне ылмаштармасӑр куҫарма тӑрӑшрӑмӑр.
Маларах асӑннӑ дизайнер хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗн ҫӗнӗ логотипне хатӗрленӗччӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинче халӑх художество пултарулӑхӗн республикӑри VII уҫӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. «Ункӑ шевлисем» ят панӑ мероприятие асӑннӑ юханшыв ҫывӑхӗнчи территорисенче пурӑнакансем пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар, Муркаш, Красноармейски тата Ҫӗрпӳ районӗсем пуҫтарӑннӑ.
Фестиваль пуҫланас умӗ Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов сӑмах каланӑ. Парламентари Филипп Лукин ячӗллӗ музея картина парнеленӗ.
Чӑваш Енре казаксен обществисен уставӗсемпе ҫирӗплетес йӗркене йышӑннӑ. Кун пек ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушӑва, ытти ҫавӑн йышши документ пекех, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушу ӑна алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута пурнӑҫа кӗртессишӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ.
Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008).
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те!
Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ!
Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла?
Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла!
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен учитель топоним словарӗ кӑларнӑ.
Сӑмах хулари 38-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен географи учителӗ Иван Дубанов ҫинчен пырать. Чӑваш Енӗн топоними словарьне Республика кунӗ тӗлне пичетлесе кӑларнӑ.
Словарь 4 пине яхӑн топоним ятӗнчен тӑрать. Ҫӗнӗ кӑларӑма ял-хула, юханшыв, пӗвесемпе кӳлӗсен, ҫырма-ҫатран тата ытти ятне кӗртнӗ. Кӗнекере ҫухалнӑ ялсен ячӗсем те пур. Кӗнекене географи ячӗсем епле пуҫланса кайнине ӑнлантарса паракан халапсемпе, историлле фактсем те пуянлатнӑ.
Кӗнекен тӗп никӗсӗнче — ачасемпе вӗрентекен чылай ҫул хушши туса ирттернӗ ӑслӑлӑхпа тӗпчев экспедицийӗсенче пухнӑ пуян материалсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |