Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулӗҫ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Семинара 45 ҫула ҫитичченхи ҫыравҫӑсем хутшӑнайӗҫ. Вӗсем валли темиҫе секци ӗҫлӗ. «Поэзи» секцире ҫамрӑксемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тӗл пулӗ, «Прозӑра» – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Улькка Эльмен, вырӑсла ҫыракан авторсемпе – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Гордеева. Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч харӑсах икӗ секцире: «Публицистикӑра» тата «Драматургире» – ӗҫлӗ.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ленинград тӑрӑхӗнчи Всеволожск районӗнчи Энколово ялӗнче йӑлана кӗнӗ тӗрлӗ халӑхсен хушшинче ирттерекен «Энколово туссене пуҫтарать» ятпа 6-мӗш хут фестиваль иртнӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи Чӑваш культура пӗрлешӗвӗ фестиваль программипе килӗшӳллӗн «Чӳклеме» уява ирттернӗ.
«Ленинград тӑрӑхӗнчи Туслӑх ҫурчӗ тӑванла халӑхсене пӗтӗҫтерсе тӑни, тӗрлӗ халӑх туслӑ, килӗштерсе пурӑнни паянхи уявӑн техӗмӗ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн пӗрремӗш сӗрме купӑс ушкӑнӗн артисткине Гузель Гараевӑна ӗҫтешӗсем юбилейпе саламланӑ.
Гузель Гараева 1981 ҫулта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа вӑл юратнӑ ӗҫе парӑнса ӗҫлет.
Артистка театрти ытти ӗҫтешӗпе пӗрле тӗрлӗ пултарулӑх проектне, ҫав шутра Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивальне, Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне, Чӑваш музыкин фестивальне хутшӑннӑ, ют ҫӗршыври гастрольсенче пӗрре кӑна мар пулнӑ. Ӗҫтешӗсем артисткӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Культурӑпа ӳнерти инновацилле хӑш-пӗр проект Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне тивӗҫӗ. Лайӑххисен шутне ҫаксем лекнӗ.
«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ «Туй» туйӑмсен театрӗ» валли 100 пин тенкӗллӗ пулӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ – «Цифра тавралӑхӗ»: пултарулӑх тата карьера» валли – 200 пин тенкӗллӗ; Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ – «3D «Сӑр чикки» культурӑпа вӗрентӳ проекчӗ валли 100 пин тенкӗллӗ. «Восход», «Салют» культура керменӗсем те 100-шер пин тенке Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме тӑкаклӗҫ; С.М. Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ музыкӑпа формачӗллӗ проект хатӗрлӗ; Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулӗ 200 пин тенкӗлӗх арт-проекта (вӑл та Сӑр чиккине чавакансемпе ҫыхӑнӗ) хӳтӗленӗ. Асӑннӑ темӑпах «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗ хореографи фестиваль-транзичӗ пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленет.
Хальхи вӑхӑтра, хисеплӗ вулаканӑм, анӑҫри политиксен икӗпитлӗхӗ пирки хаҫат-журналра нумай ҫыраҫҫӗ, сенкер экран ҫинче вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫаҫҫӗ. Вӑл пулӑм пирӗн хушӑмӑрта та – чӑвашра та – пур, анчах эпир ун пирки шарламан, каламан, курмӑш пулнӑ.
Иртнӗ сезонта эпӗ К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне тӑватӑ пьеса патӑм: иккӗшӗ – историллӗ трагеди, иккӗшӗ – социаллӑ драма. Пӗр трагедийӗ Культура министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗччӗ, тепри – Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ конкурсра. Чӑваш историйӗн темипе ҫырнӑ хайлавсене Чӑваш театрӗн пуҫлӑхӗсем уҫса та пӑхмарӗҫ, каялла тавӑрса пачӗҫ. Икӗ драмине театрӑн Художество (илемлӗх) канашӗ пӑхса тухнӑ, анчах лартма йышӑнман терӗҫ. Театр пуҫлӑхӗсенчен мӗн сӑлтавпа лартманнине ыйтрӑм та: «Эпир мар, Художество канашӗ ҫапла йышӑннӑ», — терӗҫ. Пуҫлӑхсем хӑйсен йышӑнӑвне Художество канашӗ ҫине йӑвантарса тӳрре тухни йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. «Апла пулсан, мана Художество канашӗн протоколне парӑр-ха. Хамӑн пьесӑсем пирки мӗн каланине питӗ пӗлессӗм килет», — тетӗп.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене ҫирӗплетме йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн оперштабӗн паянхи ларӑвӗнче Олег Николаев Элтепер каланӑ. Республика ертӳҫи халӑх йышлӑ пухӑнакан мӗнпур культурӑллӑ-массӑллӑ мероприятие ирттерме чарассине пӗлтернӗ. «Нацисен кросӗ» спорт мероприятине пин ҫынран ытла хутшӑнтармӗҫ.
Культура учрежденийӗсене малашне QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑн. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви кинотеатрсемпе театрсене, ҫавӑн пекех ытти культура учрежденине билетсене онлайн-мелпе QR-кода кура сутассине йӗркелесе яма тивӗҫ. Билетсене маларах туяннисене вара укҫана тавӑрса памалла тӑвасшӑн.
QR-кодпа кӗмелли мобильлӗ платформӑна ҫак эрнере спорт сооруженийӗсене, Уҫӑ алӑксен кунне, кӗртнӗ чух тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Спортзалсене, бассейнсене тата катоксене кӑшӑлвирусран прививка тунисене е юлашки пур ҫулта кӑшӑлвируспа чирленисене тата антитела пуррисене кӗртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Вӑл уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Ҫак уйӑхӑн 14-мӗшӗнче «Йӑкӑнат авланать» сборника сӳтсе явнӑччӗ.
Черетлӗ лару юпа уйӑхӗнче иртӗ. Унта Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кӗнекине сӳтсе явма йышӑннӑ. Клуб хастарӗсенчен пӗри, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Австрийская, издательство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унччен авторӑн вӗр ҫӗнӗ кӑларӑмӗпе паллашма ӗлкӗрмелле».
Аса илтерер: ҫӗнӗ кӑларӑма кӑҫалхи ҫулла 1000 экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, романӑн тӗп сӑнарӗ тӑван Славаш ялне таврӑнать. Унта ӑна юхӑннӑ «Ударник» колхоз, хытхура айне пулне хирсем, хупӑннӑ фермӑсемпе машинӑпа трактор паркӗ кӗтсе илнӗ. Ҫемьеленсен арҫын Мускава ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнать, арӑмӗ — тавар патне Сургута...
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи «Асамлӑ тӗрӗ» клуб ҫулла каннӑ хыҫҫӑн ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫӑннӑ. Чӑваш тӗррине вӗрентекен уроксем кӗҫнерникунсерен 18 сехетре пуҫланӗҫ. Пӗрремӗш заняти ҫак эрнере иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. «Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Пукане театрӗсен регионсем хушшинчи «Золотое колечко» (чӑв. Ылтӑн ҫӗрӗ) IV фестивальне кайнӑ. Сцена ӑстисемпе пӗрле театр директорӗ Елизавета Абрамова тата культура учрежденине Южно-Сахалинскран чӗнсе илнӗ Антонина Добролюбова режиссер ҫула тухнӑ.
Ҫула тухнӑ йышра — Чӑваш Республикин халӑх артистки Алевтина Тимофеева; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Лариса Антонова, Алина Каликова, Геннадий Кириллов, Юлия Мельник, Юрий Филиппов, Елена Хорькова; ҫавӑн пекех Денис Андронов, Екатерина Захарова, Петр Петров, Владимир Радев, Николай Соколов, Эльвира Соколова, Ольга Тарасова артистсем; ҫутӑ художникӗ Вячеслав Николаев тата Дмитрий Иванов сасӑ операторӗ.
Владимир хулинче авӑн уйӑхн 16-22-мӗшӗсенче иртекен фестивальте чӑваш артисчӗсем Юрий Олеша хайлавӗ тӑрӑх Антонина Добролюбова лартнӑ «Три толстяка» (чӑв. Виҫӗ мӑнтӑр) спектакле кӑтартӗҫ.
Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.
Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет. (Пирӗн «Чӑвашкино» организаци валли ӳкермелли картина, якутсем пулсан тӑрӑшса тахҫанах ӳкерӗччӗҫ!). Чӑваш халӑхӗн Раҫҫей шайӗпе ҫавӑн пек тӗлӗнмелле сумлӑ ученӑй пурри, ун ҫинчен халӑха театр тата кинематографи урлӑ кӑтартса пама май пурри пултаруллӑ вырӑс ҫыннине, Ҫӗпӗр енче ҫуралнӑ ҫынна, художник-профессионала, режиссера, педагога, драматурга, ахӑртнех, питӗ интереслентерсе янӑ. Тюмень облаҫӗнче 1927-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, 1951-мӗш ҫулта Мускаври ГИТИСра режиссер профессине алла илсе вӑл хӑйне Шупашкар хулине режиссер пулса ӗҫлеме яма ыйтать (Каласа хӑвармалла, Виктор Романов — Фаина Романова театровед мӑшӑрӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |