Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ачасем валли концерт хатӗрленӗ. Пултарулӑхпа паян, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, паллашма май килӗ.
«Мир прекрасен друзьями» (чӑв. Тӗнче туссемпе илемлӗ) концерт программине ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи сюитсенчен тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисенчен, вӑйӑ сценисенчен йӗркеленӗ. Концерта «Культура для школьников» (чӑв. Шкул ачисем валли культура) проектпа килӗшӳллӗн кӑтартма палӑртнӑ.
Концерта Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче 10 тата 11 сехетсенче кӑтартӗҫ.
Agabazar // 3676.48.5457
2022.06.01 10:43 | |
Чăваш ансамблĕ пулсан концерт программисен ячĕсем те чăвашлах пуль ĕнтĕ. |