Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Хӗрлӗ Чутайри «Солнышко» (чӑв. Хӗвелӗш) ача пахчинче Ача-пӑча Фольклориадин фестивальне ирттернӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне ирттернӗ май йӗркеленӗ. Сӑмах май, ҫӗртмен 23-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта I Ача-пӑча Фольклориади иртӗ — районти мероприятие унта хатӗрленсе ирттернӗ те. Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Воспитательсем те чӑваш тумӗсем тӑхӑнса хутшӑннӑ. Фестивальте тӗрлӗ номинацисем пулнӑ: халӑх юрри, халӑх ташши, халӑх кӗвӗ инструменчӗсем, чӑваш халӑх вӑййисем. Хӗрлӗ Чутай районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх фестиваль пурин кӑмӑлне те кайнӑ: ачасем те унта хавассӑн хутшӑннӑ, воспитательсем те пӗтӗм чунне парса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |