Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри чӑваш ача-пӑча литератури ҫӗнӗ ятсемпе пӗрмаях пуянланса пынине пӗлтернӗ май нумаях пулмасть унта Ирина Трифонован «Тӑлӑх» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен хыпарланӑ.
Ирина Трифонова — Тутарстанран. Вӑл унти чӑвашсен хаҫатӗнче 1997 ҫултанпа корреспондентра ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра «Татмедиа» холдинг йышӗнче шутланса тӑракан хаҫата юлашки ҫулсенче шӑпах вӑл, Ирина Трифонова, тӗп редактор пулса ертсе пырать.
Хӗрарӑм-ҫыравҫӑ Раман Иринкки тата Ирина Гордеева псевдонимсемпе те ҫырнӑ. 2003 ҫулта унӑн «Асра юлнӑ кунсем» кӗнеки, 2004-мӗшӗнче «Шурӑ туй кӗпи» пичетленсе тухнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Александр Пӑртта кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» ят панӑскере Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартнӑ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Хыпар ятӗнче «Артистӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ» терӗмӗр те, анчах сцена ӑсти хайлавсем тата пьесӑсем ҫырнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Пӑрттан ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ ӗҫӗсем «Уйӑх ачи», «Пирӗн урам», «Атьӑр туслашар!» кӗнекесенче пичетленсе тухнӑ.
Унӑн драма хайлавӗсене чӑваш театрӗсем хапӑл тусах лартаҫҫӗ. «Ҫиҫӗм тивнӗ чунсем», «Турӑ пӳрмен юрату», «Килех килчӗ тур ҫырни», «Укҫа чул кастарать», «Вӑрмана юлнӑ ҫамрӑклӑх», «Качча кайиччен», «Чӑн телей юратура», «Кирек ӑҫта та пӗр хӗвел» спектакльсене курнисем ҫав ӗҫсене кам пьесисемпе лартнине аван пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре 2022 ҫула Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкне халалланӑ. Ҫавна май вӗсем пирки каласа кӑтартакан сайт хута кайнӑ: землякичувашии.рф.
Хальлӗхе сайта туса пӗтермен, чылай пая хатӗрлесе пыраҫҫӗ. Паянхи кун 16 паллӑ ҫыннӑн биографийӗпе паллашма пулать. Вӗсен йышӗнче – Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Андриян Николаев, Святослав Федоров…
Кӗҫех «Ентешсем» пайра 30 ытла ҫын пирки информаци пулӗ. Кунта Николай Федоров, Ирина Клементьева, Олимпиада Иванова, Лев Кураков, Анатолий Аксаков, Варнава митрополит…
«Пирӗн хушӑри паттӑрсем» пайра сахал палланӑ, анчах мухтава тивӗҫ ҫынсем пулӗҫ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кирек кам та информаци тултарма пултарать.
Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Ку хыпара кӗнеке издательство сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекен пӗрремӗш томӗнче «Таната» роман вырӑн тупнӑ. «Таната» романри ӗҫсем Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пысӑк пӑлхав умӗн Шупашкарпа тури чӑваш ялӗсенче пулса иртеҫҫӗ.
«Ҫырнисен пуххин» пӗрремӗш томӗнчи умсӑмаха филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев критик ҫырнӑ. Редакторӗ — Галина Антонова.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш халӑх артистне Иван Иванова (1946—2002) асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Аса илтерер: унта актер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Театр в главной роли» (чӑв. Тӗп сӑнарта театр) фотокурав уҫӑлнӑ. Музейри тӗлпулӑва К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Фёдорова тата РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева — пырса ҫитнӗ. «Иван Иванов питех те ӗҫчен те ырӑ чунлӑ ҫынччӗ. Ҫавӑнпа ӑна ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, куракансем те юрататчӗҫ», — тесе аса илнӗ, сӑмахран, Любовь Фёдорова.
Астӑвӑм каҫне шкул ачисене те йыхравланӑ.
Украинӑри Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра хыпарланччӗ. Ун чухне вӑл вӗренӳ заведенийӗнче пулнӑччӗ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче музейри экспонатсене шкултан илсе тухнӑ. Надежда Лисовая ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте йӗркеллех. Вӗсене илсе тухма вырӑнти хастарсем пулӑшнӑ.
Ҫеҫӗл музейӗн фондӗнчи экспонатсене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн Украинӑри хастар чӑвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсене Валерий Сидорова, Георгий Трофимов, Николай Ястребова, Фаина Павловӑна, Лира Урдана, Никита Никитина, Ирина Холоденкона, Владимир Иванова, Людмила Цыкала, Мария Золота тав тунӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ».
Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать.
«Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче.
Тӗплӗн юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уҫӑлассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Юсав ӗҫӗсемпе паллаштарма, сӑмах май каласан, культура учрежденийӗнче пресс-конференци ирттернӗ.
«Унччен эпир юханшыври карап пекчӗ, халӗ пире океанти лайнерпа танлаштарма пулать. Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсене чӗнме те намӑс мар. Кунта хальхи вӑхӑтри юрӑ-ҫемӗн ҫулленхи фестивальне ирттерес кӑмӑл пур», – хавхаланса калаҫнӑ филармонин илемлӗх ертӳҫи Николай Казаков.
Унсӑр пуҫне вӑл аслӑ ҫулхисем, ҫамрӑксем тата ача кӗтекен хӗрарӑмсем валли концертсем йӗркелесшӗн.
Ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлӗ. Чӑваш симфони капелли ҫӗнӗ сцена ҫине пӗрремӗш тухса концерт лартӗ.
Юсав ӗҫӗ тинех вӗҫленнӗ. Вӑл 13 ҫул пынӑ. Ку ӗҫе 2008 ҫулта пуҫӑннӑ. Подрядчиксем улшӑннӑран, проектпа смета документацийӗ йӗркеллӗ пулманран ӗҫ нумая тӑсӑлнӑ. Кӑҫал ӑна ҫӗнетме республика фондӗнчен 58 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Филармоние ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Филармонире ҫутӑ тата сасӑ тумалли ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр лартнӑ, сценӑн аялти тата ҫӳлти механикине улӑштарнӑ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ пайташӗсем чӑвашла-вырӑсла «Эткер. Наследие» календарь кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Александр Алексеевӑн (Сантӑр Пиклӑн) ӗҫӗсемпе илемлетнӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗн ҫумӗ Константин Малышев тата Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш наци культура центрӗн пайташӗ Александр Алексеев ҫӗнӗ календарьпе паллаштарӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |