Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансемшӗн ку питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар. Унта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак - 31,8 миллион тенкӗ. Аукциона нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ӑна выляса илнӗ организацин культура ҫуртне кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшеччен хута ямалла.
Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ пулмалла, унта 100 ҫын вырнаҫмалла. Пӗрремӗш хутра вестибюль, хывӑнмалли пӳлӗм, туалет, куракансен залӗ тата ытти пӳлӗм пулмалла. Иккӗмӗш хутра пӳлӗмсем, кружок ирттермелли пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал 5 культура ҫуртне хута яма тата 11-шне юсама хыснаран 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 2022-2026 ҫулсенче республикӑра пӗтӗмпе 25 культура ҫурчӗ хута яма, 55 клуба юсама палӑртнӑ.
Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсем пӗр чӗлхепех калаҫаҫҫӗ-и? Чӗлхи пӗрех пулсан та, сӑмахӗсем чылай ӑрасна! Акӑ шӗкӗнтӗр тата чӗкӗнтӗр пӗрешкелех илтӗнеҫҫӗ, анчах тӗрлӗ пахча ҫимӗҫе пӗлтереҫҫӗ: пӗрремӗшӗ – кишӗр, иккӗмӗшӗ – кӑшман. Сар кӑшман тени пӗр районтах тутлӑ кӑшмана та, кишӗре те палӑртма пултарать. Мӑрикканӗ мӗне пӗлтерет-ши тата? Уммана, тӗрӗсрех каласан, ҫӗр улмине.
Ҫакна ахаль словарьте вуласа пӗлеймӗр, унта ытларах – литература чӗлхинчи сӑмахсем. Тӗрлӗ ялти чӑвашсем мӗнлерех калаҫнине вара диалект словарӗнче ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ҫавнашкал кӗнеке тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ юлташӑм парнелерӗ. Геннадий Дегтярёвӑн «Тематический диалектологический словарь чувашского языка: названия животных и растений» кӑларӑмӗ пирки ман сӑмахӑм.
Вуларӑм та хама телейлӗ туйрӑм: ҫак тӗлӗнмелле кӗнеке алла чи малтан тенӗ пек лекнишӗн те, пирӗн чӗлхе ҫавӑн пек пуян пулнишӗн те. Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳссе «анат енчи» ятпа ҫӳретпӗр. Нумай-нумай сӑмах ман пуплевре литература чӗлхине ҫывӑх. «Свербига» ӳсен-тӑрана эпир майра кӗпҫи теме хӑнӑхнӑ, вырӑс хуххи, тута кӗпҫи, майраккай е майрашки тени те хитре илтӗнет паллах.
Бурят Республикинче Базыр Цырендашиев композиторпа тата педагогпа мӑнаҫланни, вӑл вара хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ икӗ ҫул каялла пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Базыр Очирович — Бурят Республикинчи паллӑ композитор. Вӑл — сахал мар кӗвӗ-ҫемӗ авторӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Инесса Павловна — чӑваш.
Базыр Цырендашиевпа мӑшӑрӗ 1950-1960-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ. 1959-1963 ҫулсенче Базыр Очирович Ҫӗмӗрлери культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
Халӗ ҫав ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 86 ҫула кайнӑ.
Хӑй ӗмӗрӗнче Базыр Цырендашиев 400 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Мускаври Некрасов ячӗллӗ вулавӑшра «СӑмахКун» чӑвашла калаҫу клубӗ ӗҫлет. Кун пирки Ахполат Турхан тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Мускаври хастарсем хальхинче ӑна ҫӗнӗ форматпа йӗркеленӗ.
«Паян пирӗн патра хӑна пулчӗ, Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) ӑсчах- чӗлхеҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗпе чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗ пирки каласа пачӗ. Zoomра та трансляци пулчӗ. Кӑсӑклӑ лекци хыҫҫӑн ыйтусем ҫине хуравларӗ», – тесе пӗлтернӗ Ахполат Турхан.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Унта, тӗпрен илсен, паллӑ поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра», — тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче.
Петӗр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Наукӑпа тӗпчев институтӗнче, Красноармейски тата Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи, хушӑвӗпе черетлӗ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Сумлӑ йышра культура ӗҫченӗсем те пур. Иккӗн.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шупашкар хулинчи «Азамат» обществӑн «Азамат» (официаллӑ документра ҫавӑн пек ҫырнӑ. Пире чӑвашлатса каласан та юрать пулӗ) чӑваш эстрада ансамблӗн ертӳҫи Алевтина Михайлова тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Осипова тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче хореографи ӑсталӑхӗн кафедрине уҫӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва коллективпа Чӑваш Республикин культура тата ӳнер институчӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Проект тӗллевӗ — аслӑ шкулӑн студенчӗсене професси ӑсталӑхне практиксем патӗнче хатӗрлесси. Ҫапла майпа вӗсен професси шайӗ ҫӳллӗрех пулӗ. Вӗренекенсем валли Раҫҫейри пысӑк квалифицкациллӗ специалистсене явӑҫтарса ӑсталӑх сехечӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ача-пӑчан вокалпа хореографи студине уҫнӑ.
«Хореографи ӑсталӑхӗн кафедри ӗҫлеттерсе яни студентсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн артистсемшӗн те усӑллӑ пуласса шанатпӑр», – тесе палӑртнӑ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансмблӗн директорӗ Сергей Кузнецов.
Чӑваш Енре кӑҫал Республика кунне епле ирттересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, унта ним ҫӗнниех те ҫук. Чылайӑшӗ унчченхи евӗрех. Мероприятисен шучӗ 3 теҫетке ытла. Унта тӗрлӗ форумпа фестивале асӑнса хӑварнӑ. Кӑсӑклӑраххи, ахӑртнех, URBANКАСЫ архитектурӑпа урбанистика форумӗ. Унӑн тӗллевне ятӗнчен тавҫӑрма пулать-тӗр.
Нумай мероприятие Чӑваш Енре кӑҫал пӑхса хӑварнӑ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре – Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ. Ҫавна май логотип тата брендбук пулӗҫ. Мӗнлисем? Ӑна конкурс ирттерсе палӑртӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса логотипӑн 23 варианчӗ килнӗ. Вӗсене комисси пайташӗсем пӑхса тухӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Эппин, эпир кӑҫал мӗнлерех логотип пулассине кӗҫех пӗлӗпӗр.
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ачӑ-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче «Проект, который выигрывает» (чӑв. Ҫӗнтерекен проект) ӑсталӑх сехечӗ иртӗ.
Культура политики тата социокультура программировани енӗпе ӗҫлекен специалист, эксперт, Лондонта «Культурная дипломатия, политика и отношения» (чӑв. Культура дипломатийӗ, политика тата хутшӑнусем) магистр программине вӗренсе тухнӑ Надежда Пономаренко ҫав кунах интерактив мелӗпе тухса калаҫӗ. Вӑл Лондонти тата Мускаври культура организацийӗсенче ӗҫлесе опыт пухнӑ.
Ӑсталӑх сехечӗ 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пырӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Надежда Пономаренко ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансен ыйтӑвсене хуравлӗ.
Тӳлевсӗр мероприятие культура учрежденийӗсен ертӳҫисене, ӗсченӗсене, культура менеджерӗсене, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |