
Чӳк уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче Пысӑк этнографи диктанчӗ пулӗ. Ӑна онлайн-форматпа ҫырма май пур.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли 20 ыйту пулӗ. Аслӑраххисем валли – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем, тепӗр 10-шӗ кашни регион валли уйрӑм. Заданисене пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Йӑлтах тӗрӗс хуравласан 100 балл пухма пулать.
Сӑмах май, акци пӗрремӗш хутчен 2016 ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне унта Раҫҫейри 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта хӗрарӑмсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Мероприятие унтисем «Хитре кӗр» ят панӑ. Ӑна социаллӑ учрежденире пурнӑҫа кӗрекен «Илем шкулӗ» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.
Кӗркунне йывӑҫсем хӑйсен сарӑ-хӗрлӗ тата ытти тӗслӗ ҫулҫисемлӗ тумӗсемпе куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче сӑн ӳкерӗнме питех те аван. Хитре чӑваш тумӗ ытти чух те килӗшӳллӗ те, кӗркунне вӑл тата илемлӗрех курӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑн ӳкерӗннӗ херарӑмсем.

Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсемпе ачасемпе ҫамрӑксене паллаштармалли турсем ирттерме пуҫлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Иртнӗ канмалли кунсенче 5-9-мӗш классенче вӗренекен 90 ача Куславкка районӗнче пулнӑ. «Туризм тата хӑнасене йышӑнас индустри» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче ачасем Куславккара вырнаҫнӑ Николай Лобачевский математикӑн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ, тӗвӗсемпе тата понипе сӑн ӳкерӗннӗ, страуссене апатлантарнӑ.
Кайран вӗсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен историйӗпе, тӗнчипе паллӑ Николай Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑш ҫӗнӗ ӑрури библиотека уҫма ӗмӗтленет. Ҫав тӗллевпе ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ, федераци хыснинчен культура учрежденине килес ҫул 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Комсомольскинчи вулавӑш этнобиблиотекӑна ҫаврӑнӗ. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ наци ҫыннисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан вырӑн пулса тӑрӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем валли вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Унчченхи йӑлана кӗнӗ вулавӑш вырӑнне библиотека нумай функциллӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта йӑлана кӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе кӑна мар, электрон- тата аудиокӗнекесемпе паллашма май килӗ, Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ кӑларӑмсем те пулӗҫ.

Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.
Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.

Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» ятлӑ палӑка Чӑваш наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ. Малашне унта экскурсисем тӑтӑшах иртмелле. Палӑкпа паллашма килсен республика Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни пирки пӗлме пулать.
Наци музейӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче палӑка кунсерен 600 ҫын таранах курма килнӗ. Авӑн уйӑхӗнчи ҫумӑрлӑ кунсенче те унта 200 ҫынран кая мар пырса каять. Ҫынсем 23 сехетре тин, алӑксем хупӑнсан, килме пӑрахаҫҫӗ.
Музей директорӗ Ирина Меньшикова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ саккас панипе «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» анлӑ экскурси хатӗрленине палӑртнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗр билетпа спектакль пӑхма тата музея кайса курма сӗнет.
«ТЮЗ+музей» культура программи ҫапларах пулӗ:
— «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль тата Василий Чапаев музейӗ;
— «Сеспель» поэзи перфомансӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ;
— «Куккук куҫҫулӗ» драма фантазийӗ тата Ҫар мухтавӗн музейӗ.
Кусем — культура учрежденийӗсем хальлӗхе сӗнекен вариантсенчен пӗрисем.
Билет хакӗ — 500 тенкӗ.
«ТЮЗ+музей» культура программипе усӑ курма 50 ҫын таран ушкӑнсене сӗнеҫҫӗ. Малтан ҫырӑнмалла. Театртан музея автобуспа илсе кайӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7-987-127-28-92.

Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Дерзай, твори!» (чӑв. Чӑрсӑрлан, ту!) ача-пӑчапа ҫамрӑксен наци пултарулӑхӗн конкурсӗ иртӗ. Вӑл 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫулчченхи ҫамрӑксене пӗрлештерӗ. Сцена ҫине халӑх юррин, наци вокалӗн тата хореографи ӑстисем тухӗҫ.
Ҫӗнӗ конкурс пултарулӑха кӑтартма ҫеҫ мар, ыттисенчен вӗренме те май парӗ тесе ӗнентереҫҫӗ конкурс йӗркелӳҫисем. Конкурсӑн тӗллевӗ — нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑр халӑхӗсен историйӗпе тата культурипе паллаштарасси, ачасемпе ҫамрӑксене аталанма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма ҫӗнӗ майсем туса парасси.
Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗччен
8 (9352) 51-56-83 телефон номерӗпе тата onknch@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнӗҫ.
Гала-концерт юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетре хулари Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра иртӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Ирина Иванова Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен «Лаборатория 40+» проектне хутшӑннӑ. Театр экспериментне сцена ҫине нумай ҫул тухакан опытлӑ ӑстасене йыхравланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче иртнӗ мероприяти вӑхӑтӗнче «НУТРО» документлӑ спектакль кӑтартнӑ. Спектакль режиссёрӗ – Дмитрий Крестьянкин, вӑл — инклюзивлӑ театр енӗпе паллӑ ӑста.
Спектакле малтанласа палӑртман. Сцена ҫине тухнӑ актёрсен пурнӑҫри хӑйсен историне каласа кӑтартма тивнӗ. Чӑваш актёрӗ кашни ачанах хӑйне юратнине туймалли пирки монолог вуланӑ.
Сцена ҫине Вологда, Воркута, Горно-Алтайск, Канск, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ӗренпур, Северодвинск, Сарапул, Тӗмен, Череповец, Улан-Удэ тата Якутск хулисенчи ӑстасем тухнӑ.
