Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хаҫатҫӑсем

Культура
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ
Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш наци радиовӗпе Светлана Асамат ертсе пыракан «Сас» кӑларӑма учительсем тата хаҫатҫӑ хутшӑннӑ.

«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекен Елена Атаманова пӗлтернӗ. Кӑларӑма Шупашкарти 18-мӗш лицейри Алевтина Такина, Любовь Севрикова тата 9-мӗш шкулти Ирина Корнеева вӗрентекенсем хутшӑннса «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсене шкулта епле сарни, ачасене вӗсемпе мӗнле туслаштарни, «Тетте» журналпа интереслӗ те хаваслӑ уроксем ирттерме май пурри пирки каласа кӑтартрӗҫ.

«Ҫак ӑшӑ кӑларӑм хӑни пулса республикӑри пӗртен-пӗр ача-пӑча журналне хитре те илемлӗ реклама турӗҫ. Питӗ пысӑк Тав! Пирӗн сасса чӑнах илтрӗҫ паян тав, Светлана Васильевнӑна!», – тесе ҫырнӑ хаҫатҫӑ,

 

Республикӑра
«Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Юлашки вӑхӑтра республикӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене час-часах чысланине асӑрхама тивет. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствине пӑхӑнса тӑракан МИХсен темиҫе ӗҫченӗ кӑҫал ят-сума тивӗҫрӗ.

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Хисеп грамотине Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторне Лилия Петровӑна парасси ҫинчен калакан хушу тухнӑ. 115-мӗш номерлӗ ҫав документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Лилия Петрова пӗлтӗр Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистсен премине те тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
grani21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
grani21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 13

1958
68
Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть