Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ирина Кузьминӑн «Тӗлӗнмелле япаласем-2» курав уҫӑлӗ.
Экспозицире 25 жанрлӑ ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле техникӑпа – ҫӑм акварельпе — тунӑ.
Ирина Кузьмина — Пӗтӗм тӗнчери XXIV куравпа хальхи ӳнер искусствин «Раҫҫей ӳнер эрни» конкурса хутшӑннӑ, Будапештра иртнӗ «Венгрири ӳнер эрни» конкурс ҫӗнтерӳҫи. Ирина Кузьмина Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Шупашкарти гуманитарипе экономика университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ.
Театр директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗ Кино фончӗн конкурсне хутшӑнса кинозал уҫма 7 муниципалитета документсем хатӗрлесе пама хатӗ. Кунта сӑмах Улатӑр, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсем пирки пырать. Паянхи куна илсен,4 хулапа 14 районта 18 культура учрежденийӗнче кинозалсем пур.
Ӗнер правительствӑра иртнӗ ларура Чӑвашкинона Хальхи истори патшалӑх архивӗпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Чӑвашкинон хӑш-пӗр пайне культура учрежденийӗсен хушшинче пайланӑ. Тӗслӗхрен, Чӑваш наци телекуравӗ кинематографа аталантарассине, кинофильмсем кӑларассине хӑйӗн ҫине илет. Нарӑс уйӑхӗнче телекурава Чӑваш киновӗн хӑш-пӗр пӳлӗмне, куҫакан пурлӑхне панӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксен театрӗ кинотеатрсене аталантарас енӗпе ӗҫлӗ.
Сӑмах май, Чӑвашкинона пӗтересси пирки пӗлтӗр кӗркуннех калаҫма пуҫланӑччӗ. Ку ыйтӑва акӑ халӗ ҫапла татса панӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Соетская Чувашия» хаҫат редакторне Владимир Васильева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа нумаях пулмасть 105 ҫул ҫитрӗ.
Владимир Львович пирки каласан, хаҫатра ӗҫлеме тытӑниччен вӑл пресс-службӑра тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те журналисчӗ. Лев Васильева республикӑра нумайӑшӗ пӗлнӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлса кайрӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсне ирттессине пӗлтернӗ.
Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ).
Конкурс материалӗсене маларах асӑннӑ ведомствӑна ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче ҫитерсе памалла.
Александр Блинов полиглот, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ эсперанто чӗлхин курсӗ пуҫланассине пӗлтернӗ. Курс интерактивлӑ 10 занятирен тӑрӗ. Занятие «ЗУМ» палтформӑра ирттерме палӑртнӑ.
Чӗлхе практики валли тӗрлӗ ҫӗршыври хӑнасене чӗнме шантарнӑ. Вӗсем — чӗлхе ыйтӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем.
Эсперанто – пӗтӗм тӗнчери чӗлхе. Ӑна тӑван чӗлхе хыҫҫӑнхи иккӗмӗш чӗлхе тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Эсперанто — нейтараллӑ чӗлхе. Лексика интернационаллӑ пулнине кура вӑл чӗлхене вӗренме ҫӑмӑл тесе ӗнентереҫҫӗ.
Пӗрремӗш лекци ыран, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 20 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Вести курс будет Александр Блинов, полиглот, активист чувашской инициативной группы "Хавал"
Ссылку на zoom направим на указанные при регистрации контакты
Ссылка для регистрации: https://forms.gle/TEJUi4pj2AXLJuf37
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов республикӑри паллӑ художниксем: Раиса Терюкалова тата Виталий Петров (Праски Витти) — патӗнче пулнӑ.
Курнӑҫура ӳнер ӑстисен пултарулӑхри планӗсене, вӗсен уйрӑм куравӗсене республикӑри музейсенче уҫассине сӳтсе явнӑ. Министр художниксен сывлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ.
Художниксене министр чӑваш культурине ҫӗршыв тата тӗнче шайне кӑларма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсене уйӑхсерен парса тӑракан стипендие палӑртма документсене йышӑнма тытӑннӑ. Асӑннӑ укҫана 1 ҫулталӑк хушши уйӑхсерен парса тӑраҫҫӗ.
Стипендие пысӑк шайри илемлӗ хайлавсен тата литературӑпа ӳнер енӗпе никӗҫ шайӗнчи тӗпчевсен авторӗсем тивӗҫӗҫ.
Конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, респубикӑри тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.
Документсене ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
«Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ.
«Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ «В.И. Агеева халаллани» ятпа вӑраххӑн шухӑша каймалли кун» форматлӑ мероприяти ирттересине пӗлтернӗ. Мероприяти вулавӑшӑн литературӑпа ӳнер секторӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Владимир Иванович — график, живописец, Чӑваш АССР халӑх художникӗ, Чӑваш АССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Чӑваш халӑхӗн историпе мифологине тӗпчекен ҫав ӑста 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ.
Ӑстаҫӑ хӑйӗн тӗп ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн историне, унӑн кун-ҫулӗпе аталанӑвӗн тапхӑрӗсене кӑтартса парать. Агеевӑн пултарулӑх биографийӗнче тӑван халӑх легендисемпе юмахӗсен теминчи хайлавсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |