Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ.
«Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ.
Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ.
Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗршыври тата регионсем хушшинчи пултарулӑх конкурсӗсен лауреачӗн, бардӑн, Эльвира Соловьеван юбилей каҫӗ иртнӗ.
Программӑна хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн антологине кӗртнӗ темелле. Концертра Михаил Юхма, Валентина Пугачева, Любовь Петрова, Валентина Белова, Александр Шувалов, Галина Белгалис, Наталья Шмелева, Татьяна Медведева, Анна Пулина, Наталья Антропова тата ытти поэт сӑмахӗсене кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Авторсенчен чылайӑшӗ ҫав каҫ залра пулнӑ. Вӗсем сцена хӑпарнӑ, алла микрофон тытса хӑйсен сӑввисене вуланӑ.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансем патне нумаях пулмасть ҫӗнӗ спектакль ҫитернӗ. «Чунӑм, Лиза-Акулина» премьерӑна Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ.
«Пушкин хайлавӗсемпе театрсем тӗрлӗ ӗҫсем лартаҫҫӗ. Пирӗн театрта та Пушкин хайлавӗсене пӗрре кӑна мар суйласа илнӗ.
Ырӑ, романтикӑлла камите Светлана Зверева художникпа, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Андрей Галкин композиторпа, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зоя Александрова хореографпа лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ спектаклӗн режиссёрӗ Наталия Сергеева.
Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ.
Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшенче, 18 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тенчери кинофестваль уҫӑлӗ.
Ҫав каҫ сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Кабо тата Нина Шацкая «Пятое время года... Любовь» (режиссёрӗ – Юлия Жженова) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ тата поэзи спектаклӗпе сцена ҫине тухӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗ эстрада тата халӑх юррисене илем кӳрӗ, авалхи романссем янӑрӗҫ. Артситсем Александр Пушкин, Сергей Есенин, Василий Жуковский, Афанасий Фет, Борис Пастернак, Игорь Северянин, Белла Ахмадулина сӑввисене вулӗҫ.
Ҫак кунсенче Тутарстанри куракансем чӑваш спектаклӗсене курса киленеҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн гастролӗ паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Кӳршӗллӗ региона артистсем ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Виҫӗ кунлӑх гастроль вӑхӑтӗнче чӑваш артисчӗсем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван икӗ ӗҫне кӑтартма палӑртнӑ: Евгений Моисеев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Секрет волшебной комнаты» музыкӑллӑ квест-спектакле тата Алексей Дударевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ан пӑрахсам мана» спектакле.
Артистсем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел тата Упи ялӗсене, Теччӗ хулине ҫитме палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх флармонийӗнче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче патриотла юрӑсен концерчӗ иртӗ. Ӑна Олег Лундстремӑн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе ӗҫлекен фончӗ тата Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли йӗркелӗҫ. «Великого Отечества сыны» (чӑв. Аслӑ ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) концерт 18 сехет те 30 минтура пуҫланӗ.
Сцена ҫине Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин эстрадӑпа джаз оркестрӗ тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Андрей Макаров тата Наталья Ильц, Олег Лундстремӑн культурӑпа ӳнере пулӑшас енӗпе ӗҫлекен фончӗн солисчӗсем: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Берестенко, пӗтӗм ҫӗршыври тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ Елена Цой — тухӗҫ.
Программӑна «Знаете, каким он парнем был», «Я тоскую по Родине», «Все, что было», «Проснись и пой», «Эти глаза напротив», «Карнавал», «Синий лен», «Чёрный кот», «Притяжение земли» тата ытти композицие кӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чапаев. Вечность за час» премьерӑна кӑтартнӑ.
Пьеса авторӗ — Владислав Николаев, режиссёрӗ — Дмитрий Михайлов. Тӗп сӑнара, Василий Чапаев рольне, моноспектакльте Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Леонид Яргейкин калӑпланӑ.
Пьеса авторӗ Владислав Николаев калашле, пирӗн тӑрӑхран мухтавлӑ ентешсем йышлӑн тухнӑ. Вӗсем — Петр Егоров, Никита Бичурин, Иван Яковлев, Алексей Крылов, Василий Чапаев, Андриян Николаев... Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ легендарлӑ Василий Чапаев ҫинчен спектакль хатӗрлес тенӗ. Моноспектакль валли пьеса ҫырса пама драматургран Дмитрий Михайлов режиссёр ыйтнӑ. Ӗҫе пуҫаниччен Владислав Николаев Василий Иванович ҫинчен нумай кӗнеке вуланӑ, документлӑ фильмсем пӑхнӑ, тӗнче тетелӗнчи тӗрленчӗксемпе паллашнӑ, Фурмановӑн романне те вуласа тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Как ходят деревья. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ ҫыравҫӑ, классик Лев Толстой. Ҫӗнӗ кӑларӑма ача-пӑча валли ҫырнӑ калавсем кӗнӗ.
Чӗрчунсен тата ӳсентӑран пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнекене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетлесе кӑларнӑ. Калавсене вырӑсларан чӑвашла Валерий Алексеев куҫарнӑ. Кӑларӑма Светлана Бритвина художникӑн ӳкерчӗкӗсем илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |