ЮПА | 19 |
Чӑваш Республикин пуҫлӑхне
О.А. Николаева
Хисеплӗ Олег Алексеевич!
Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет.
Юлашки 20 ҫул хушшинче тӗнчери чӑваш культурипе чӗлхин центрӗ пулса тӑракан Шупашкар хулинче пӗрин хыҫҫӑн теприне чӑвашла тухакан журналсене, хулари чӑваш колледжӗсене хупни, хулара тата республикӑра ача сачӗсенче, шкулсенче чӑваш чӗлхине хӗсни, ӑна ачасен ашшӗ-амӑшӗсем умӗнче пропагандӑламанни, патшалӑх учрежденисенчен чӑваш чӗлхипе усӑланнине хӗссе кӑларни, унпа ӗҫре хут-хура ҫырманни, Ӑслӑлӑхпа ӳнер академине, Наци лицейне аркатни, хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетне хупасси ҫинчен хыпар тата ытти те пире Чӑваш Республикинче тата Шупашкарта чӑваш чӗлхипе культурине пӗтерсе лартас кампани пыни ҫинчен тарӑн шухӑшлаттарать,пӑшӑрхантарать, тарӑхтарать.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Екатерина Казакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Екатерина Георгиевна культурӑпа ӳнер сферинче ӗҫлесе ӗмӗрне ирттернӗ. Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӑл тӑватӑ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав шутран 30 ҫул ытла Екатерина Казакова учреждение ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Культура, нацинальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Екатерина Георгиевна пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнине, ӗҫе тӗплӗ йӗркелеме пӗлнине палӑртаҫҫӗ.
Хастар хӗрарӑм Куславкка районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш созывӗсенче депутата суйланнӑ.
Красноярскри чӑвашсен автономийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку хыпара автономи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхине вӗренмелли ушкӑна вӗренекенсене пухать. Занятие Красноярск крайӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче (Красноярск рабочийӗ хаҫат ячӗллӗ проспект, 100-мӗш «в» ҫурт) ирттерӗҫ».
Чӑваш чӗлхи вӗренес кӑмӑллисен 8-953-594-7730 номерпе Татьяна Ефимовна патне шӑнкӑравламалла.
Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»
Пуҫа вырнаҫма пултарайман идиотлӑх! Выҫлӑх ҫулӗсенче йӗркелеме пултарнӑ «Чӑвашкинона» иккӗмӗш хут хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен! Малтанхинче, репрессисем пуҫланас умӗн, «Востоккинопа» пӗрлештеретпӗр тесе хупнӑ пулсассӑн, хальхи тапхӑрта мӗнпе сӑлтавлаҫҫӗ-ши тӳрере ларакан этемккесем? Ӳнерпе ӑслӑлӑх академине аркатрӗҫ, тӗрӗк тӗнчине кӗме чарчӗҫ, наци лицейне ишрӗҫ, халӗ Чӑвашкиноне кӑнтасшӑн халӑхӑмӑра кӑшкалан «шӗкӗсем»!
Пусмӑртан хӑтӑлнӑ чӑвашсем кино ӳкерсе пилӗк ҫул хушшинче тӗнчипе паллӑ пулса тӑнӑ: «Сарпике», «Атӑл пӑлхавҫисем», «Хура юпа», «Аппайкка» фильмсене пӗтӗм Союзӗпе кӑтартнӑ, вӗсем чӑвашӑн харкам ӑнне Андриян Николаев космоса вӗҫсе кайнӑ чухнехи пекех ҫӗклеме пултарнӑ.
Мускав облаҫӗнчи Тушино хулинчи «Красный Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсем «Кӗр сӑри» уява пуҫтарӑннӑ. Кун пирки «Чӑваш халӑх сайтне» Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗ, саппасри полковник Вячеслав Ильин хыпарланӑ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври тепӗр хастарпа, Анатолий Волковпа, Крымра пурӑнакан чӑвашсене Мускаври чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине килсе ҫитнисем — Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенчен асӑннӑ тӑрӑха совет саманинче ӗҫлеме тухса кайнӑскерсем.
Крым чӑвашӗсем «Кӗр сӑринче» «Ҫурхи вӑрманта сар кайӑк юрлать» юрра шӑрантарнӑ.
Мускаври тӗлпулусемпе экскурсисем хыҫҫӑн вӗсем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен ЧНК 11-мӗн съездне килме палӑртса хунӑ иккен.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» кӑларӑма Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ. Унта вӑл чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене (халапсене, легендӑсене, ваттисен сӑмахсемпе каларӑшсене, кӗске юмахсене) кӗртнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтри фольклор тӗслӗхӗсем те пур.
«Чӑваш тӗнчи», «Ачалӑх», «Ҫамрӑклӑх» пайсенче чӑваш халӑхӗн шалти тӗнчипе, шухӑшлавӗпе, тӗнче курӑмӗпе паллаштарнӑ. «Пирӗн чӑваш ҫапларах вӑл», «Хутшӑнусем» пайсем те кӑсӑклӑ. Тӑвансене епле чӗнмеллипе те паллаштарнӑ.
Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ.
Нумай пулмасть Хусанта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Сюда не вступит нога врага» (чӑв. «Тӑшман ури кунта ан пустӑр») документлӑ фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Фильм валли сценари ҫырнӑ тата ун режиссёрӗ пулнӑ Алексей Енейкин каласа панӑ тӑрӑх «Чӑвашкинопа» ҫыхӑннӑ хальхи пӑтӑрмах йӑлт министрпа ҫыхӑннӑ.
Вӑл, сӑмахран министр патне «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗпе Абдюшев Андрей Николаевичпа пӗрле сценарине кӑтартма кайса килнӗ чухне мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухни ҫинчен каласа панӑ. Министр хӑй чӑваш пулин те чӑвашла калаҫма килӗшмен, сценари те чӑвашла ҫырни ун кӑмӑлне кайман.
Хальхи вӑхӑтра «Чӑвашкино»-на асӑнма юраманни пирки сӑмах тухнӑ тет. Аса илтеретпӗр, вӑл учрежденине тӳре-шара хупас шутлӑ, ҫыннисемпе пурлӑха Наци телерадиокомпанипе икӗ архива куҫарасшӑн.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Марина Карягина пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ Валерий Карпов режиссёр лартнӑ «Телей кайӑкӗ» премьерӑна кӑтартрӗҫ. Ӑна курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пынӑччӗ. Сцена ӑстисем валли вӑл сумлӑ чечек ҫыххи илсе пынӑ.
Куракансем спектакле ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Премьерӑра ялти чӗрӗ хӗрарӑмсем пӗтсе пыракан яла ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ.
Калас тенӗ тарӑн шухӑша спектакльте ҫӑмӑллӑн та ытлашши тӑсса ямасӑр ҫитернӗ.
Чӑваш Енре культура отраслӗнче ӗҫлекен икӗ ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсемпе хавхалантарасси ҫинчен калакан хушу тухнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Вӑрмарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Валентина Павловскаяна тата Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗн президентне Нина Смирновӑна пама йышӑннӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.
Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.
Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |