Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Юхма Мишши воркшопа хутшӑннӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 21.09.2022 19:21 | 349 хут пӑхнӑ
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ чӑваш халӑх писателӗпе Михаил Юхмапа воркшоп (акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмаха «вӗрентӳ» тесе ӑнланма пулать) ирттернӗ.

Тӗлпулӑва «АнимаТус» мультстуди видеоҫыхӑну мелӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑшра, Пӑрачкав районӗнчи тӗп вулавӑшра, Канашри вулавӑшра трансляциленӗ.

Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, Юхма Мишши — писатель, драматург, Пӗтӗм чӑвашсен культура центрӗн президенчӗ, Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн правленийӗн председателӗ; Чӑваш Республикин, Мари Элӗн, Тутарстанӑн тата Удмурт Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл тӗнчери литература премийӗсене (ҫав шутра А. Фадеев, В. Пикуль, К. Симонов, М. Шолохов ячӗллӗ премисене) тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

#вулавӑшсем, #тӗлпулусем, #ят-сум, #культура, #Пӑрачкав, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Станислав Юхтар ҫамрӑксене кӗнеке вулама сӗнет
2021, 10, 20
«Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен пӗр таса вӑрттӑнне…» литература каҫӗ иртӗ
2022, 02, 17
Литература музейӗнче ҫыравҫӑсемпе тӗл пулнӑ
2022, 04, 28
Библиотекарьсем Лариса Петрова сӑвӑҫпа тӗлпулнӑ
2022, 05, 18
Андрей Геласимов ҫыравҫӑпа тӗл пулӗҫ
2022, 06, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org