Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗренӳ кӗнекисен авторӗсем канашлӑва пухӑннӑ.
Регион аталанӑвӗн центрӗн ертӳҫи Инесса Ядранская институт унччен мӗн-мӗн тунине пӗтӗмлетнӗ, ҫывӑх вӑхӑтри плансемпе паллаштарнӑ.
Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлӑва пухӑннисем хӑш-хӑш кӗнекесен ал ҫырӑвӗсемпе васкавлӑ ӗҫлемеллине уҫӑмлатнӑ. Институт проректорӗ Светлана Петрова малаш валли автор ушкӑнӗсене йӗркелемеллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Вӗренекенсене республикӑн пӗрлехи экзаменне тытма хатӗрлесси» семинар ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе тата тӗллевӗпе, текст тишкермелли меслетлӗхпе паллашнӑ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли формӑсене алла илнӗ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетнӗ, шкул ачисен экзамента пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкернӗ.
Паян Чӑваш Енри 11 вӗренӳ учрежденири ачасене эвакуацилеме тивнӗ. Мина хуни ҫинче калакан хыпар Шупашкарти 91 вӗренӳ организацине ҫитнӗ. Шупашкар районӗнчи 20 шкулпа ача пахчине те ҫавӑн пек майпа хӑратнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисен администрацийӗсем ятарлӑ службӑсене ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Ачасемпе ӗҫченсене ҫывӑхри учрежденисене эвакуациленӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче паян право хуралӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ҫитес эрнере 5-8-мӗш классем мӗнле май вӗренӗҫ? Унта ҫакна татса панӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнченпе дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫӗмӗрлери тата Канашри шкул ачисем те ҫак мелпех ӑс пухнӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Икӗ эрне каялла 1-4-мӗш, 9-11-мӗш классем парта хушшинче вӗренме пуҫланӑ.
Оперштбра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнерен 5-8-мӗш классем шкулта парта хушшинче вӗренме пуҫлӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере шкул ачисен хушшинче чирлекенсен йышӗ 200-тен 100-е ҫитнӗ.
Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта 5-8-мӗш классене малалла мӗнле вӗрентессине пӑхса тухнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланманнине кура ҫак классенче ӑс пухакансене малалла та килтен дистанци мелӗпе вӗрентме йышӑннӑ. Ку чир вӑйлӑ сарӑлнӑ муниципалитетсене пырса тивет: Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар.
Аса илтерер: ку эрнере 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем парта хушшинчех ларса вӗреннӗ. Ҫак эрнере Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисен шкулӗнче 5-8-мӗш классенче ӑс пухакансем те килтен вӗреннӗ.
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайонти ҫӗнӗ шкул валли директор шыпаҫҫӗ. Конкурс ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре иртмелле.
Конкурс условийӗнче палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, шкул директорӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллӑ ҫыннӑн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Дипломпа диплом пӗр мар. Шкул директорӗн е патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ енӗпе, е менеджмент тӗлӗшпе, е персонала ертсе пырассипе ятарлӑ пӗлӳ илни кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах педагогра 5 ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ.
Конкурс иртесси ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче шкул тума палӑртаҫҫӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ 375 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 268 миллион тенкӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Ӗҫ заказчикӗ – Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ.
Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре шкул тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хули ҫеҫ мар, ун ҫывӑхӗнчи ялсем те сарӑлса пыраҫҫӗ. Шупашкар районӗн центрӗ те ҫавах. Кӳкеҫре юлашки темиҫе ҫулта 9-шар хутлӑ 7 ҫурт хӑпартса та лартрӗҫ. Вӗсенче ытларах чухне ҫамрӑк ҫемьесем тӗпленеҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи ҫемьесем Шупашкар ҫывӑхне туртӑнаҫҫӗ, хулари общежитисенче пурӑннисем те Кӳкеҫре хваттерлӗ пулчӗҫ.
Ҫамрӑк ҫемьесенче ачасем ҫуралаҫҫӗ. Вӗсене шкул кирлӗ. Паянхи куна Кӳкеҫре икӗ шкул. Ҫакӑ сахал, паллах. Кӳкеҫсем тепӗр шкул пирки тахҫанах ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ертӳҫи Олег Николаев Кӳкеҫри шкул строительствипе (ӑна проектлассипе, тӑвассипе, эксплуатацилессипе) ҫыхӑннӑ концесси килӗшӗвне «ПроШкола» тулли мар яваплӑ обществӑпа тӑвасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве пурнӑҫлассишӗн Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Алексей Ладыков яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Шкул 825 вырӑнлӑх пулмалла.
Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫитес эрнере студентсене дистанци мелӗпе вӗрентӗ. Ку кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайланнипе ҫыхӑннӑ.
Чи малтан ку йышӑнӑва И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх унивеситечӗ тунӑ. Унта студентсене килтен вӗрентме нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Ҫав кун каҫхинех Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн сайтӗнче дистанци мелӗпе вӗренесси пирки хыпар тухнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти политехника институчӗн студенчӗсене килтен вӗренме ярасси пирки пӗлтернӗ.
Ҫак аслӑ шкул студенчӗсем дистанци мелӗпе нарӑс уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче вӗренӗҫ.
Паян оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентмелле-и е ҫук-и? Тӗп ыйтусенчен ҫакӑ пулнӑ.
Ларура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисене малалла та дистанци мелӗпе вӗрентессине каланӑ. Аса илтерер: Шупашкар хулинчи шкул ачисем ҫак мелпе кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе вӗренеҫҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта вара – кӑрлачӑн 31-мӗшӗнченпе.
Планпа килӗшӳллӗн, нарӑс уйӑхӗнче 1-мӗш классен каникул пулмалла. Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑх пулнӑран вӗсене халех кантарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |