Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.
Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер училищи чӑвашла вӗрентекен анимаци фильмне хӑтланӑ.
Презентаци Шупашкарти 5-мӗш гимназире иртнӗ. Мероприятие пуҫламӑш классенче вӗренекенсене, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсене, класс ертӳҫисене, ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗсен представителӗсене чӗннӗ.
Ҫавра сӗтелте анимаци фильмне ӳкерессин вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑвашла вӗрентекен мультфильссене сарасси пирки калаҫнӑ.
«Чӑваш Енри ҫулталӑкри чи лайӑх учитель – 2022» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель — Екатерина Ананьева. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта ют чӗлхесем вӗрентет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче шкулта 3 ҫул ӗҫлет.
«Педагогика дебючӗ» номинацире Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентекен Екатерина Кузнецова ҫӗнтернӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр шкулӗнчи Елена Жагерева — «Чи лайӑх класс ертӳҫи», Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл шкулӗнчи Ольга Гаврилова — «Ҫулталӑкри чи пултаруллӑ социаллӑ педагог».
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн студенчӗсем окоп чавнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ку ӗҫе ОБЖ урокӗнче пурнӑҫланӑ.
Ҫакна ӳкернӗ видеона тата сӑнӳкерчӗксене "Контактри" ушкӑна лартнӑ. Кун хыҫҫӑн окоп чавнӑ студентсене федераци массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, телеграм-каналсем кӑтартнӑ.
Техникум пӗлтернӗ тӑрӑх, ку урок программӑпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Студентсем ҫар службипе хӳтӗлев пӗлӗвне вӗреннӗ. Урокра вӗсем выртса пемелли окоп чавнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртнине хыпарланӑччӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ.
Ӗнер республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла 36 пин ытла ачана кантарма (ҫав шутран 16 пине яхӑн ачана хула ҫумӗнчи уйлӑхсенче) шухӑшлаҫҫӗ. 20 пин ытла ачана кӑнтӑрла ҫӳремелли уйлӑхсенче вӑхӑта ирттерӗ.
Кӑҫал уйлӑхсене пӗлтӗрхи пек 75 процент мар, 100 проценчӗпех тултарӗҫ.
Раҫҫейри шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентме пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтерет Ҫутӗм министерстви.
"Истори астӑвӑмӗ юлтӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Шкулсенче истори предметне 1-мӗш класранпа вӗрентмелли пирки йышӑну турӑм", - тенӗ Сергей Кравцов министр.
Сӑмах май, халӗ ку предмета пӗлӳ ҫурчӗсенче 5-мӗш класран вӗрентеҫҫӗ.
Чӑваш Енри харӑсах темиҫе вӗрентӳ учрежденийӗ лицензисӗр юлнӑ. Вӑл документсӑр вӗсен ӗҫлеме юрамасть.
Лицензисӗр тӑрса юлнисем: «СТЕЛС» тулли мар яваплӑ общество (ОГРН - 1022100976370; ИНН – 2129030693); «Дошкольная академия» (чӑв. Шкулчченхи академи) ачасене аталантаракан центр-ача пахчи (ОГРН — 1132100000526; ИНН – 2130999690); Канаш районӗнчи «Ачасен пултарулӑхӗн центрӗ» муниципалтетӑн хысна учрежденийӗ (ОГРН — 1092134000573; ИНН – 2123011221); Патӑрьел районӗнчи Еншики П.А. Сидоров ячӗллӗ пуҫламӑш шкул — ача пахчи (ОГРН — 1032132002605; ИНН – 2103005879).
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ».
Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.
Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
Республикӑра йӗркелӗхе тытса тӑрас енӗпе йӗркеленӗ координаци канашӗн ларӑвӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин шкулсенчи лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр самант пирки асӑнса хӑварнӑ. Хуралҫӑра ватӑ ҫынсем ларнинчен тытӑнса ачасенчен ачасем укҫа тапӑнни таранах сӑмах хускатнӑ вӑл.
Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче тантӑшӗсенчен тӑрӑхланӑ тӗслӗхсем пур иккен. Ӑна «буллинг» теҫҫӗ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене шанчӑк телефонӗсем ҫине шӑнкӑравласа систереҫҫӗ. Анчах ҫав фактсемпе психологсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Йӗрке хуралҫи палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен субкультурисем, сӑмахран, АУЕ, хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн ӗҫне экстремистла тесе йышӑннӑ.
«Укҫана «зонӑна» хӗртме тесе пухаҫҫӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ криминаллӑ пурнӑҫ енне сулӑнни преступлени шучӗ ӳсесси патне илсе пырать», – тенӗ Александр Полтинин.
Ведомство ертӳҫи ҫамрӑксем хушшинче воспитани ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Енре 1-мӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен заявлени йышӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ памалла.
Кӑҫал Шупашкарта 9 пине яхӑн ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 16 сехет те 30 минут тӗлне 6461 заявлени панӑ.
Сӑмах май, Патшалӑх пулӑшавӗсен порталӗнче заявлени парсанах черете тӑма май ҫук. Малтан документ оригиналӗсене шкула кайса памалла. Вара тин заявление пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |