Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Горбатый кӗпер ҫинче каскӑсемпе шакканин усси ҫуках-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.07.2022 12:22 | 5524 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Политика

Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:

— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?

Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.

Академире, паллах, ухмах ҫынсем лармаҫҫӗ. Унта лекес тесен ӑслӑлӑх гранитне самай кӑтӑртаттармалла, кӑшламалла. Ҫавах те пур ӑсчах та пурнӑҫ масине пӗлсе ҫитнӗ теме май ҫук. Унсӑр пуҫне кашни ҫын — уйрӑм тӗнче. Кашнин хӑйӗн характерӗ. Вӗсен хушшинче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем сахал мар пулсан та кут ҫулама юратакансем те сахал мар. Карьера пусмипе хӑпарма хапӑллакансем те пур, ҫук мар. Ҫавна май вӗсен ӑсӗ пирки пирӗн иккӗленӳ ҫук.

Ҫапах та, кӗпер ҫинче каскӑсемпе шаккинин чӑн та усси ҫук-ши? Митинг таврашне ирттерме, тен, пачах та чармалла? Сумлӑ ӑсчах вӗсен усси ҫук тет-ҫке.

Митинг таврашӗ чӑн та ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшмаҫҫӗ, ҫӗннине уҫма, тӗпчесе пӗлме май памаҫҫӗ. Вӑл ӗҫре, чӑн та, тар тӑкса ӗҫлеме тивет: кунӗн-ҫӗрӗн пуҫ ватма, опытсем ирттерме тата ытти те. Анчах митингсем, проспектсене хуплани, каскӑсемпе шаккани (кунта эп, паллах, халех пурте митинга тухӑр, проспектсене хуплӑр тесе чӗнместӗп!) — ҫаксем пурте ҫын ирӗклӗхне тивӗҫтерекен япаласем, ҫав правӑна хӗсӗрлеме чаракан меслет. Паллах, пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна пӗлтерсе ҫӳреме пулать. Тӗслӗхрен, эп хутшӑнакан чылай мероприятире Анатолий Кипеч хӑйӗн вирлӗ сӑмахне тухса калать. Анчах, енчен те сан шухӑшна итлемеҫҫӗ пулсан, ӑна илтмӗш пулаҫҫӗ пулсан — мӗн тумалла? Каллех активлӑ позици йышӑнса пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна, ку ӗҫӗн усси ҫуккине курса тӑрсах, пӗлтермелле-и? Чӑн-чӑн демократиллӗ ҫӗршывра ун пек чухне митингсем йӗркелени пулӑшмалла та...

Ак, тепӗр тӗслӗх: Саха Конгресӗн Председателӗ И.И. Шамаев Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министрӗ С.С. Кравцов патне уҫа ҫыру янӑ. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл шкулсенче тӑван чӗлхепе литературӑн сехечӗсене ан чакарӑр тесе ыйтать. Имӗш вӗренӳ планне ҫӗнӗ предметсене кӗртнӗ май сехетсене шӑп та лӑп тӑван чӗлхе урокӗсенче илесшӗн... Тӑван чӗлхесене хӳтӗлесе Мускава мӗн чухлӗ ҫыру ҫырмаҫҫӗ пуль, анчах пысӑк ҫӗршывӑн шӗкӗр хулинче йышӑнусене хӑйсене пӗлнӗ пек тӑваҫҫӗ, регионсен шухӑшӗсене хӑлхана чикесшӗн мар.

Юрӗ-ха, якутсем хӑйсен позицине активлӑ хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫырусем ҫыраҫҫӗ, шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ. Пирӗннисем вара унашкал ҫыру ҫырма та «хӑраҫҫӗ» вӗт. Чӑваш наци конгресӗ, калӑпӑр, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе юлашки хут хӑҫан ҫавнашкал ҫыру ҫырнӑ? Ма ҫырмаҫҫӗ? Ӗҫӗ кунта, тен, влаҫрисене хирӗҫ кайма ҫирӗп кӑмӑл ҫуккинче те мар? Тен, унашкал ӗҫӗн уссине курмаҫҫӗ те ҫавна май ҫырмаҫҫӗ…

Вӑт ҫакӑнта эпир ҫаврӑнса тухрӑмӑр та ӗнтӗ сан шухӑша итлеменни мӗн патне илсе ҫитернине: усси ҫук тесе вӑхӑт иртнӗҫем шухӑша пӗлтерме те пӑрахаҫҫӗ (ҫакӑ митингсене ирттерме чарусем тунӑ чухне пулать). Унашкал ҫын вара вӑхӑт иртнӗҫем тарҫӑ вырӑнӗнче кӑна тӑрса юлать. Ҫакӑ ун «хуҫисемшӗн» кӑна аван: вӑл мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать. Ун ӗҫӗсен йышӗнче усӑллисем те пур ӗнтӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах — сиенлисем те (вӗсем Турӑ мар-ҫке!). Хирӗҫ калакан ҫукран, вӑхӑтра асӑрхаттаракан ҫукран (мӗншӗнне маларах пӗлтертӗмӗр: итлеменнине кура ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пӑрахать) вӑл ҫав сиенлӗ ӗҫсене тӑвать те тӑвать...

Каскӑсемпе шакканин, проспектсене хупланин усси пур. Вӑл меслетсем влаҫрисене сиенлӗ ӗҫсенчен, йӑнӑшсенче хӑтараҫҫӗ. Митингсемпе пухусене те лавккасене ҫӗмӗрме мар, влаҫрисене йӑнӑш ҫулпа каяссинчен пулӑшма йӗркелемелле. Паллах, енчен те влаҫрисем халӑха итлеме пултараҫҫӗ пулсан, вӗсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтереҫҫӗ пулсан, хӑйсене кирлӗ пек кӑна хӑтланмаҫҫӗ пулсан — нимӗнле митинг та кирлӗ мар.

Хам шухӑша нумай пулмасть Каракалпакстанра пулса иртнӗ халӑх пухӑвӗпе вӗҫлес тетӗп. Ҫынсем вилни, паллах, япӑх. Анчах та… Енчен те халӑх шухӑшне малтанах тӗпе хунӑ пулсан, автономие пӗтерме шутламан пулсан халӑх урама тухӗччӗ-и? Мускаврисем, ҫак ӗҫ-пуҫра Анӑҫ аллине кураҫҫӗ пулсан, ман шухӑшпа вара кунта вырӑнти влаҫсен йӑнӑшӗ — вӗсем халӑх шухӑшне шута илмен. Юрать-ха, хальхи вӑхӑтра унта халӑх лӑпланнӑ. Татах: мӗншӗн? Ара, Узбекистан влаҫӗсем кӗртме планланӑ халӑха килӗшмен улшӑнусене пӑрахӑҫлама шантарнӑ. Апла-тӑк, каракалпак халӑхӗшӗн, ҫак ӗҫ-пуҫра ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан та, ҫак халӑх пухӑвӗ усӑсӑр иртмен.

Ирӗклӗ пурӑнма хӑйӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешме пултараканни ҫеҫ пултарать.

 

Сӑн ҫинче: Мускаври Горбатый кӗпер. Галина Лескова тунӑ сӑнпа усӑ курса хатӗрленӗ.

ХК: Астӑватӑр пулӗ, 2010 ҫулта Елена Белова пирӗн сайтра статья вырнаҫтарчӗ. Ух! Мӗнлерех шавларӗҫ ун чухне, «Хыпар» хаҫат та ӑна валли хӑйӗн пӗр номерӗнче вырӑн тупса пачӗ... Унтанпа 12 ҫул ытла иртрӗ. Мӗн улшӑнчӗ? Ҫав текста хӑть паян вырнаҫтар — паян та актуаллӑ (лару-тӑру аванланас вырӑнне япӑхланнӑ та пуль).

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Каракалпакстан, #вӗренӳ, #Якути, #митингсем, #ӑсчахсем, #политика, #Узбекистан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.11 08:34
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт)
Agabazar // 1384.6.2416
2022.08.14 19:18
Agabazar
Поротса тумалла.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.15 10:46
Читатель, написал же, вот написал для вас, а Аçтахар удалил... Потому что правду не любит, упрямо, как чуваш, не любит. Не читаете вы "авалхи" - древние-древние книги. В одной из них вот написано: Каков правитель народа, таковы и служащие при нем; и каков начальствующий над городом, таковы и все живущие в нем"(Сир.10,2). Но ведь точно написано, надо сначала с самим собой бороться, победить в себе своё упрямство и всё негативное, тогда и проблема совсем по другому оттойдет от вас. Правильно говорит Agabazar: "поротса тумалла". Самого себя духовно-нравственно сначало пороть надо.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.21 12:03
Евразиец,эсир пĕрмай çннăн хăйпе кĕрĕшммелле тесе çыратăр,хальхи политиксен арманĕ çине шыв юхтаратăр.ЧăВАШ яланах хăй çынсем хушшинче,ыттисемпе пĕрле пурăннине асра тытса пынă.Халĕ те çавах.Эсир мана вулма вĕрентесшĕн пек,хăвăр вара Плотников юлташ лартнă тĕп ыйтăва та ăнланса илгймен.Авалхи грексем çырнинчи демос,кратос сăмахсене те шута илместĕр.Хăйпе хăй е пĕччен кĕрĕшни çеç мар,йышпа,ушкăнпа кĕрĕрĕшни паха.Енчен те паянхи чăвашсем хăйсен çĕрĕшĕн китайсене хирĕç кар тăман пулсан,ăçта çитсе тухнă пулăттăмăр,Кĕрĕшÿ вăйĕ пĕрлĕхре.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.25 12:15
Агабазар,Плотников лартнă тĕп ыйтуран пăрăнса ан кайăр-ха.Халăхăн хăй шухăшне пĕлтермелли правасем чакса пынă вăхăтра мĕнле мелсемпе усă курма пулать-ши?Чăвашсем хăйсен çĕрĕшĕн китайсене хирĕç кар!тăни Сирĕн шутпа тĕрĕс е тĕрĕс мар?Ан пăркаланăр,калăр.
Agabazar // 2490.12.0308
2022.08.25 15:14
Agabazar
Киттай пирĕн пата хăй тĕллĕн килме пултараймасть. Пÿрнепе тĕллесе кăтартакансем пулсан çеç.

Плотниккăф лартнă ыйту тавра шутла, киттайсем пирки ман.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.25 17:44
Агабазар,эпĕ сирĕнтен чăвашсем хăйсен çĕрне китайсем йышăнасран кар! тăни тĕрĕс е тĕрĕс мар тесе ыйтрăм.Эсир хуравлама хăюлăх çитереймерĕр.Хăвăр мĕнлерех çын пулни çакăнтан та паллă.Сирĕншĕн икĕ айкки те тăвайкки иккен.Асра тытăр,кунтисене Китай хăй тĕллесе кăтартать.Унăн политики çапласкер.Эпĕ вара пухăва тухнă чăвашсене мухтатăп.Малашне те çапла пултăр!
Agabazar // 2317.01.2268
2022.08.27 20:22
Agabazar
Ан мухтан «хăюлăхупа». Санăн «хăюлăху» никам та кирлĕ мар.

Пирĕн çĕршывра Киттай хуçа мар. Киттай кунта никама та, нимĕне те тĕллесе кăтартма пултараймавсть. Кам апла калать — çав суять. Пирĕн çĕршывра — Кремĕл хуçа.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.28 20:16
Хисеплĕ Агабазар,эпĕ сире танлаштару мелĕпе усă курма сĕннĕ пулăттăм.Питĕ лайăхскер,шутламасăр калаçакансене хăвăрт вырăна лартать.Политика вăйĕ экономика шайĕнчен тухса пырать тенине илтнĕ пуль ĕнтĕ.Китай экономики паян та ăнăçлă аталанса пырать,америксене чĕтрететь.Китай ыттисене экономика аллипе хăйне май çавăрса пырать,хăй хушнине те итлеттереть.Китая газ,нефть,вăрман,çĕр кăмрăкĕ çеç мар,хура тăпраллă çĕр питĕ кирлĕ.Халăхне тăрантмалла вĕт-ха.Чăваш çĕрне куç хывнă.Хамăр Çĕршĕн кар! тăрар!
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.30 15:12
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем