Вӑрманта хӑрӑк-харӑк пуҫтарас тесен ятарласа ирӗк илмелле. Хӑш чухне ӑна 4 уйӑх таранах кӗтме тивет.
Раҫҫейри парламентарире ку йӗркене ансатлатасси пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва регионсем те тишкереҫҫӗ.
Халӗ вӑрмансенче хӑрӑк-харӑк туллиех пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӑна вӑрманҫӑсем те тасатмаҫҫӗ, ахаль ҫынсене те ирӗк илмесӗр пуҫтарма памаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫынсем хӑрӑк-харӑка турттарса вӑрмана тасатаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ҫак ӗҫе ирӗк илмесӗр тусан ют пурлӑха вӑрланӑ пек хаклаҫҫӗ. Куншӑн штрафлаҫҫӗ. Вӑрмантан хӑрӑк-харӑк пӗрмай турттарсан 2 ҫуллӑха тӗрмене ӑсатма та пултараҫҫӗ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗсем ҫӗнӗ саккун проектне хатӗрлеме йышӑннӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем вӑрманти хӑрӑк-харӑка тӳлевсӗрех пуҫтарма пултараҫҫӗ. Халӗ ку проекта регионсене янӑ, унта хӑйсене кирлине кӗртӗҫ.
Вӑрманта ҫамрӑксем ҫухалса кайнӑ. Икӗ йӗкӗте ҫӗрӗпех шырани пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ ҫамрӑк авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. Вӗсенчен пӗри техникумра вӗренет, тепри – шкулта. Хайхискерсем вӑрмана пӗр шикленмесӗрех ҫул тытнӑ. Ара, унччен вӗсем унта пӗрре кӑна пулман вӗт.
Анчах каччӑсем урӑх сукмакпа кайма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем киле каймалли ҫула тупайман. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне, полицие шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑталла тӗттӗмленме пуҫланӑ.
Ҫамрӑксен вӑрмантах ҫӗр каҫма юлма тивнӗ. Полицейскисем вӗсене мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Каччӑсем кӑвайт чӗртнӗ, ӑна ҫӗрӗпех сӳнтермен. Ирхине вӗсене каллех шырама пуҫланӑ. Каччӑсем ҫав вӑхӑталла вырӑнти лесникӑн палли патне тухнӑ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче йывӑҫсен вӑррисене пуҫтарас ӗҫ хӗрсех пырать. Пухсан вӗсене Вӑрмана хӳтӗлекен центра кӳрсе килеҫҫӗ.
Малтан вӑрра уйӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак ӗҫе алӑпа тӑваҫҫӗ. Унтан унӑн шӑтаслӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавна май унӑн класне палӑртаҫҫӗ. Экспертиза витӗр тухнӑ хыҫҫӑн вӑрра Йӗпреҫре вырнаҫнӑ фонда ӑсатаҫҫӗ
Пӗр пайне саппас валли хатӗрлеҫҫӗ. Тепӗр пайне ҫуркунне питомниксенче акаҫҫӗ. Ытларах чухне хыр, чӑрӑш, ҫӑка тата хурӑн вӑррисене пухаҫҫӗ.
Сӑтӑрҫӑҫем тупӑнсан вӑрмансене ятарлӑ хутӑшпа сапаҫҫӗ. Юманлӑхсем йӗркене кӗнӗ. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен вӑрманӗсенче вара лару-тӑру япӑхрах. Комсомольски районӗнчи вӑрман участокӗнче 100 яхӑн гектара ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ.
Ҫӗркаҫ 22 сехет те 3 минутра Шупашкар районӗнчи диспетчер тытӑмне Ишек ял тӑрӑхӗн территорийӗнче кӑмпаҫӑ ҫухални пирки хыпар ҫитнӗ. Вырӑнти район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1941 ҫулхи кӑмпаҫӑна тепӗр сехетрен шыраса тупнӑ. Арҫын халтан кайманнине, сывлӑхӗ те йӗркеллех пулнине кура ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухман.
Вӑрмана кайса ҫӗтсе ҫӳрес мар тесен хӑш-пӗр ансат правилӑна шута илни пӑсмӗ. Ал айӗнче компас пулмалла, хутпа кӑранташ та чикмелле, эмел те ҫумрах пултӑр. Шӑхлич, хунар, спичка чикме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗҫӗ те ал айӗнче пултӑр. Ҫумӑр ҫусан шӑнса пӑсӑласран йӗпе яма тумтир илмелле. Ӑш хыпнине ирттерме шыв та кирлӗ. Пӗлмен-туман пысӑк вӑрмана кӗрсе кайиччен кайманни, мӗншӗн тесен кӑмпа тесе тем курса ларасси пулӗ.
Чӑваш Енӗн вӑрман тата сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене вӑрман фондӗнче шутланакан ҫӗре парӗҫ. Унпа вӗҫем тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Анчах ҫурт-йӗр хӑпартса лартма мар. Вӑрман фончӗн ҫӗрне ял хуҫалӑх тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма юрӗ.
Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче ку ыйтупа тухса калаҫнӑ ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефремов ҫӗнӗлӗх РФ Ҫӗр кодексӗпе, тата тӗрӗсрех каласан, унӑн 24-мӗш статйипе, килӗшсе тӑрасса пӗлтерчӗ.
Вӑрманҫӑсемпе сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ те пысӑк мар. Унта ӗҫлекенсенчен 90 проценчӗ — 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхисем, тата аслӑраххисем те пур. Курӑк ҫулма, вӗлле тытма тата ытти ҫавӑн йышши тӗллевпе усӑ курма ҫӗр уйӑрсан ку отрасле ҫамрӑксем туртӑнасса шанаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, 51 ҫултискере, йывӑҫ каснӑшӑн 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Депутат, усламҫӑ ӗҫӗпе те аппаланнӑскер, пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 11 йывӑҫ – 9 хурӑн тата 2 тирек – каснӑ. Хӑйӗн вара ҫак ӗҫе тумашкӑн кирлӗ хутсем пулман. Ҫапла вӑл вӑрман патшалӑх фондне 68 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫынна та 8 ҫӑка каснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Вӑл кӳнӗ тӑкак 9 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ӑна суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енри вӑрманта саккуна пӑсса вырнаҫтарнӑ 20 вӗлле хурчӗ тупнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫын хӑй тӗллӗн лартнӑ. Ку — саккуна пӑсни-мӗн.
Ҫавна май административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. РФ Вӑрман кодексӗн 38-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вӑрманта ял хуҫалӑх (утар) тытса пыма юрать. Лаптӑксене ҫак тӗллевпе тара параҫҫӗ е укҫа тӳлемесӗр усӑ курма май пур.
Вӑрманта утар тытас тесен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине ҫитмелле, тара илмешкӗн е укҫасӑр усӑ курмашкӑн заявлени ҫырмалла.
Вӑрманта вӗлле хурчӗсене никамран ыйтмасӑр вырнаҫтарсан административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка тӑкак кӳнӗшӗн штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ҫурла уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класӗ вӑйра пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула пушарсем тухма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ятарлӑ режима вӑя кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче пӗҫерме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Ярченков нумаях пулмасть хӑйӗн дачинче, хулари аэропортран инҫех мар вырнаҫнӑ «Авиатор» юлташлӑхра, пулнӑ. Вӑл посадкӑна кӑмпа шырама кайнӑ та ҫӳп-ҫап купи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Купаран сӑмсана ҫуракан шӑршӑ кӗнӗ. Унта тимӗр контейнерсем йӑваланнӑ, порошок евӗр япала сапаланса выртнӑ. Вӗсенчен лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗ.
Анатолий Ярченков шухӑшӗпе, ку — сиенлӗ хими. Ҫав вырӑна ҫынсем кӑмпа татма ҫӳреҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна унта нимӗнле ҫӳп-ҫап та пулман.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вырӑна тухса тӗрӗслеме шантарнӑ. ШӖМӗн ҫав ҫӳп-ҫап купи ӑҫтан тупӑннине палӑртма тивӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ.
Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ.
Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |