Йӗпреҫ районӗнче лесничествӑра пушар тухнӑ. Кун пирки «Вӑрман хуралӗ» диспетчер службине паян ирхине 6 сехет те 26 минутра пӗлтернӗ.
Лесничество ӗҫченӗсем пӗр тӑхтамасӑр инкеке сирме пуҫланӑ. 6 сехет те 55 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Кӑштахран ҫулӑма вуҫех сӳнтернӗ.
Юрать-ха, пушар вӑйлӑ сарӑлма ӗлкӗреймен. Ҫулӑм 0,01 гектар ҫинче кӑна алхаснӑ. Телее, ку инкек Йӗпреҫ лесничествине пӗр пус та тӑкак кӳмен. Йывӑҫ-тӗм те шар курман.
Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен.
Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Паян Шӑмӑршӑ районӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланине 12 сехет те 46 минутра видеокамерӑсем тӑрӑх асӑрханӑ.
Вырӑна тӳрех пушарнӑйсем ҫитнӗ. 14 сехет тӗлне пушара сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 23 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫур гектар ҫинче алхаснӑ.
Палӑртмалла: республикӑра пушара хирӗҫ режим пулнине йышӑннӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисене вӑрмана кӗме чарасшӑн. Вӑхӑтлӑха кӑна.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫынсене вӑрмана 3 эрнелӗхе кӗме чаракан хушу проектне хатӗрлет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 2-23-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме юрамӗ. Ку пушар тухас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ.
Вӑрманпа ӗҫлекен ҫынсене кӑна пырса тивмӗ ку чару. Ҫавӑн пекех пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳреме чармӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 781,4 гектар вӑрмана йӗркене кӗртесшӗн. Ҫав шутра искусственнӑй майпа йӗркене кӗртмелли лаптӑк – 195 гектар.
100,3 гектар ҫинче вӑрман лартасшӑн. Вӑрмансенче юр куписем тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӳсен-тӑрана кӑларнӑ, упранӑ, транспортировка тунӑ чухне консерваци условийӗсемпе тивӗҫтерме май парать.
Чӑваш Енри сунар инспекторӗсене патруль автомобилӗсем валеҫсе панӑ.
«Ҫӗнӗ техника ҫутҫанталӑк саккунне пӑсакансемпе тухӑҫлӑ кӗрешме пулӑшасса шанатӑп», — тенӗ ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов.
Ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, автопарка 2019 ҫултанпа ҫӗнетмен. Чӑваш Ен Правительстви пулӑшнипе республика хыснинчен тепӗр 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑл укҫапа «NIVA TRАVEL» маркӑллӑ 2 машина тата «NIVA LEGEND» маркӑллине 3 автомобиль туянма май килнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем кӗркунне ҫитсен кӑмпана ҫӳреме юратаҫҫӗ. Анчах вӑрмана кӗрсен вӗсем ҫухалса каяҫҫӗ. Первомайски посёлокӗнче пурӑнакан арҫын, ав, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла вӑрмана тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫӗтсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисене каҫхи пилӗк сехетсенче хыпарланӑ.
69 ҫулти арҫын ҫухални пирки хайхи тусӗ хыпарланӑ.
Арҫынна ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем, йӗрке хуралҫисем икӗ сехет ытла шыранӑ хыҫҫӑн вӑйран кайнӑ ватта шыраса тупнӑ.
Ҫав кунах вӑрманта 68 ҫулти хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ. Ӑна та ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем шыраса тупнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче арӑмӗпе упӑшки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана тухса кайнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем йыттине те ертсе кайнӑ. «Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ.
Кӑштахран йытӑ киле таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук. Ҫавна кура арҫын пӑлханма тытӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма шырама ял ҫыннисем, йӗрке хуралҫисем, вӑрманта ӗҫлекенсем, кӳршӗллӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи нимеҫӗсем тухнӑ. Пурӗ 50-а яхӑн ҫын ура ҫине тӑнӑ. Квадрокоптерпа та усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма темиҫе ушкӑна пайланса шыранӑ. Ӑна тепӗр кунхине ҫеҫ, 17 сехет тӗлӗнче, тупнӑ. Хӗрарӑм машинӑсем кӑшкӑртнӑ сасӑпа вӑрман хӗрне тухнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ҫак цифрӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑрманҫӑсене професси уявӗпе саламланӑ май асӑнса хӑварнӑ.
«Пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленипе вӑрман отраслӗ лайӑх аталанать, вӑрман хуҫалӑхне тытса пырас енӗпе Чӑваш Ен Топ-10 йышне кӗнӗ. «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттеретпӗр. Акӑ 2022 ҫулта 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартӑпӑр», — тенӗ республика ертӳҫи.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ пулчӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӑрмана ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме юрамасть. Республика ертӳлӗхӗ йышӑннӑ чару ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.
Халӗ вӑрмансенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑвайт чӗртекенсене явап тыттараҫҫӗ. Атӑл леш енчи Изьяр кӳлли патӗнче кӑвайт чӗртсе апат пӗҫернӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Айӑплисене штраф ҫырса панӑ. Унӑн виҫи 40-50 пин тенкӗпе танлашать.
Рейд вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсене хальлӗхе вӑрманта ирӗклӗ ҫӳреме юраманнине ӑнлантараҫҫӗ, ҫав вырӑнтан кайма ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |