Йӑлӑмри вӑрманта виҫӗ арҫын ҫӗтсе кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Гранта» машинӑпа кӗрсе кайнӑ. Ҫавӑнта пылчӑкра лакса ларнӑ. Хӑйсем ӑҫтине пӗлменрен вӗсем 22 сехет те 10 минутра Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вӑрмана тухса кайнӑ. Арҫынсене навигаторпа шыраса тупнӑ. Пылчӑка лакса ларнӑ автомобиле лебедкӑпа туртса кӑларнӑ, арҫынсене Йӑлӑм посёлокне ҫити ӑсатса янӑ.
Чӑваш Енри вӑрмансенче видеокамерӑсем лартасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Республикӑри пӗтӗм вӑрманта видеокамера пулма пултарӗ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 5 камера вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫивӗчлӗх пур вырӑнсене сӑнаса тӑма пултарӗҫ.
Финанс министрӗ Михаил Ноздряков ҫакна система пек шухӑшласа кӑлармаллине палӑртнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пур режим вӑя кӗрӗ.
Ӗнер Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ӑна шырама упӑшки, ывӑлӗ, ытти ҫынсем кайнӑ. Кайран ҫӑлавҫӑсене те чӗннӗ.
65 ҫулти хӗрарӑм вӑрмана упӑшкипе кайнӑ. Кӑмпа пуҫтарнӑ чухне вӑл урӑх еннелле утнӑ, мӑшӑрӗ – тепӗр еннелле. Малтан хӗрарӑм вӑрмантан хӑй тӗллӗнех тухма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫул тупаймассине ӑнлансан тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗве патӗнче пулнине каланӑ.
Ҫур ҫӗр тӗлне хӗрарӑма тупнӑ. Ӑна вӑрмантан илсе тухсан чей ӗҫтернӗ те киле леҫнӗ. Вӑл самай шӑннӑ. Каҫхине 2 градус ҫеҫ ӑшӑ пулнӑ, хӗрарӑм вара ҫӳхерех тӑхӑннӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче арҫынпа хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӗсене полици, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем шыранӑ.
Вӗсем вӑрманта ҫухални пирки ӗнер 23 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. 1979 тата 1982 ҫулта ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче каялла тухмалли ҫула тупайман.
Ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре кӑмпаҫӑсене тупнӑ. Вӗсем Речной поселокӗ ҫывӑхӗнче юхӑннӑ пионер уйлӑхӗ патӗнче тупнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм ҫӗр каҫас тесе кӑвайт чӗртнӗ. Вӗсем ҫӑлавҫӑсене курсан питӗ савӑннӑ. Ара, ҫав вӑхӑталла шӑпах ҫумӑр ҫума тытӑннӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Мари Элта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче подряд килӗшӗвӗпе вӑрман каснӑ чухне вӑл 39 ҫулти арҫынна ӗҫлеттернӗ. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче, йывӑҫсенчен пӗри рабочи ҫине персе аннӑ. Вӑйпитти сылтӑм пӗҫҫине хуҫса пӑрахнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑннӑ пулсан апла инкек пулмастчӗ.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Липовый кРай» (чӑв. Ҫӑка тӑрӑхӗ) уҫланкӑра пулӗ.
Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ.
Фестиваль хӑнисем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ.
Программӑна вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ.
Фкстивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк т.ыт.те сутӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (83546) 2-35-06 (район администрацийӗн экологи, рекреаци тата туризм пайӗ).
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ.
Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ.
Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать.
Юлашки ҫулсенче ҫутҫанталӑк ылмашмаллипех ылмашса пырать. Кӑҫал ҫеҫ ӑҫта кӑна вӑрман ҫунмасть-ши, шыв-шур илмест-ши?!
Чӑваш Ене илсен, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 21 сехет тӗлӗнче Йӑлӑмра пушар алхасма тытӑннӑ. Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑл 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме пушарпа кӗрешекен 8 единица техника, 4 инженери техники хутшӑннӑ. Пушар тухнӑ территори тавралла ятарлӑ полоса туса хунӑ.
Пушара сӳнтерме Йӑлӑм посёлокӗнче пурӑнакансем те пырса ҫитнӗ.
Атӑл леш енче Мари вӑрманӗсем ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлах алхасать. «Ҫыхӑнура» форумра каҫхине ӳкернӗ сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сӑнсене Карась кӳлӗ патӗнче ӳкернӗ. Вӗсене пӑхсанах паллӑ: пушар питӗ пысӑк лаптӑкра алхасать.
Пушар лаптӑкӗ, шел те, пысӑклансах пырать. Ӗнер Сосновый Бор поселокӗнчи ҫынсене эвакуациленӗ.
Шупашкарта тӳррӗн каҫас тӑк ҫунакан вырӑн пирӗнтен 40 ҫухрӑмра.
Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса.
Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни.
Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни.
Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ.
Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |