Ҫутҫанталӑк
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал пирӗн республикӑра 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ҫак цифрӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑрманҫӑсене професси уявӗпе саламланӑ май асӑнса хӑварнӑ. «Пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленипе вӑрман отраслӗ лайӑх аталанать, вӑрман хуҫалӑхне тытса пырас енӗпе Чӑваш Ен Топ-10 йышне кӗнӗ. «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттеретпӗр. Акӑ 2022 ҫулта 820 гектар ҫинче йывӑҫ лартӑпӑр», — тенӗ республика ертӳҫи. Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |