Ку эрнере ҫумӑр самай ҫурӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкнӗ. Ку кӑна мар-ха. Ҫитес 3 кунра 1 тӑваткал метр ҫине 25 литр шыв ӳкме пултарӗ.
Шӑматкун ирхине тата кӑнтӑрла кӑштах ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун вара кунӗпех йӗпе-сапа пулӗ. Ҫапах 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Тунтикун пирӗн пата тропика сывлӑшӗ килӗ. Пӗлӗтсен ҫийӗнче 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Кун пек чухне типӗ те ҫилсӗр ҫанталӑкра 30 градус шӑрӑх тӑрать. Тунтикун 23 градус ӑшӑ тӑрӗ, аслати авӑтма пултарӗ.
Ҫитес эрне вӗҫӗнче кӑнтӑрла 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлесерен – 7 градус кӑна.