Шупашкарта вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн – ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Унпа паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ.
Вӑл – Маргарита Пыркина. Вулавӑш ӗҫченӗсемшӗн вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Маргарита Пыркина ҫурла уйӑхӗнченпе директорӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Маргарита Николаевна Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче 200 ҫултанпа ӗҫлет. 2020 ҫулта ӑна директорӑн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ун умӗн ку тивӗҫе Светлана Коледова икӗ ҫул пурнӑҫланӑ.
Йӗпреҫ районӗн вулавӑш системине кӗрекен тӗп библиотекӑра «Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫыннисем» кӗнекесен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑра кӑҫал ирттерекен Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
Вулавӑша ҫӳрекенсем Чӑваш Ене чапа кӑларнӑ ҫынсем пирки ҫрнӑ материалсемпе паллашма пултарӗҫ. Пресс-релизра пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта ҫыравҫӑсем, музыкантсем, театр деятелӗсем ҫинчен кӑна мар, ҫавӑн пекех спортсменсем, халӑх ӑстисем тата ытти ҫынсем пирки те пӗлме пулать.
Куравра «Чӑваш Республикин Президенчӗн библиотеки» кӗнеке ярӑмӗ паллӑ вырӑн йышӑнать, вӑл Чӑваш Енӗн 11 паллӑ ҫыннин пурнӑҫне тӗплӗн уҫса парать.
Уйрӑм кӗтес Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсене валли уйӑрса панӑ. Курава килекенсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Ҫемен Элкерпе, Социализмла ӗҫ Геройӗпе Антон Шордеевпа, Раҫҫей Паттӑрӗпе Леонид Константиновпа тата ыттисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ.
Йӗпреҫ районӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ курав ҫулталӑк тӑршшӗпе ӗҫлӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Хроники жизни и деятельности В. К. Магницкого: историко-биографическое издание» кӗнекене парнеленӗ. 2020 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене вулавӑша искусствоведени кандидачӗ Екатерина Ключевская парнеленӗ.
Асӑннӑ кӑларӑма Василий Магницкий (1839-1901) историк, этнограф, Хусан тӑрӑхӗнчи паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл пирӗн, чӑвашсен кун-ҫулне те нумай тӗпченӗ.
Кӗнеке авторӗ — Василий Магницкийӗн темиҫе йӑхри тӑванӗ Екатерина Ключевская.
Ҫак уйӑхра, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче, Виталий Сергеев чӗлхеҫӗ, филологи наукисен докторӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна асра тытса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
«Корифей чувашского языкознания» ят панӑ каҫа кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Виталий Сергеевӑн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫӗсем морфологипе, лексикологипе, этимологипе, семасиологипе тата морфемикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл 100е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, 10 ытла монографи. Сӑмахран, «Морфемика», «Развитие лексической семантики чувашского языка», «Чувашско-тунгусо-маньчжурские лексико-семантические параллели», «Морфемика тата морфологи» (Морфемика и морфология), «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» (Современный чувашский литературный язык), «Лексика тата лексикологи» (Лексика и лексикология).
1982 ҫултанпа ӑсчах Н.Н. Уляьнов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ.
Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ.
Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.
Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.
Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.
Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.
Ҫамрӑк авторсен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республика шайӗнчи конкурсне ӗҫсене йышӑнма пуҫланӗ. Вӗсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса чӑвашла е вырӑсла литература хайлавӗсем ҫыракан 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче йышӑнӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене Ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри библиотекинчи таврапӗлӳпе наци литературин пайне ҫак адреспа ярса памалла: 428027, Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 8-мӗш «а» ҫурт.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта.
Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб малалла ӗҫлет. Тӑван литературӑна юратакансем, библиотекӑна ҫӳреме кӑмӑллакансем ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш тӗлпулура, 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус» кӗнекине тишкерме палӑртнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ автор пьесӑсем те ҫырать.
Сӑмах май каласан, «Варкӑш» клуб хастарӗсен ҫак уйӑхри тӗлпулӑвӗнче Владимир Степанов ҫыравҫӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑлла калавне сӳтсе явнӑ (сӑнӳкерчӗкре).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |