Культура
![]() Татьяна Кириллова. nlr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. Культура отрасльне илсен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Михаил Мокшанов артист-вокалист «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнчи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Анатолий Гаврилова, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вулавӑшӑн заведующине Татьяна Кирилловӑна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникне Лариса Комиссаровӑна, Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Зоя Табаковӑна пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |