Чӑваш наци музейӗ Чӑваш тӗррин шкулне 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Культура учрежденийӗ ырӑ йӑлана кӑҫал та манӑҫа кӑларасшӑн мар. Ҫӗнӗ курс кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ та 2023 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ.
Тӗрлеме вӗренес ӗмӗтлисемпе занятисене чӑваш халӑх ӳнерӗпе чӑваш тумӗн чӑн-чӑн ӑстисем ирттерӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Геннадий Иванов-Орков искусствовед, Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев тата Любовь Вазюкова ӑстасем, «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ертӳҫи Светлана Константинова, тӗрӗ художникӗ Татьяна Петрова, Людмила Шуркина художник-модельер, Шупашкарти ӳнер училищин преподавателӗ Ольга Голованева, «Паха тӗрӗ» фабрикӑн тата «Облик» вӗренӳ центрӗн специалисчӗсем, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем.
Курса 12 ҫын ҫырӑнайӗ. Вӗренӳ хакӗ — 8 пин тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-996-851-25-95.
Чӑваш Республикин ача-пӑча вулавӑшӗ «Анне эрешӗсем» чӑваш тӗррин шкулӗн пӗрремӗш онлайн-занятине иртнӗ эрнере ирттернӗ. Ӑна вӑл тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче йӗркеленӗ.
Тӳре эфирта Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫченӗ, Н.В. Никольский ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ, чӑваш тӗррине халалланӑ чылай кӗнеке авторӗ Наталья Захарова-Кульева калаҫнӑ.
Ҫитес заняти паян, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш тӗррин тӗсӗ тата эрешӗсем мӗн пӗлтерни ҫинчен Чӑваш тӗррин музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Татьяна Петрова каласа кӑтартӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче поэзие юратакансене «Литература беседкине» йыхравлаҫҫӗ. Унта пухӑннисем «Семь поэтов» (чӑв. Ҫичӗ поэт) сӑвӑсен пуххине кӗнӗ хайлавсен авторӗсемпе тӗл пулайӗҫ. Поэзие юратакансен каҫӗ 14 сехетре пуҫланӗ.
«Ҫичӗ поэт» проект авторӗсем ку ярӑма тӑватӑ ярӑмран йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсене кашнине ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне халаллӗҫ. Тӑваттӑмӗш кӗнекене ҫулла ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Ӑна кӗҫех пичете ӑсатӗҫ.
Ҫуркуннене халалланӑ кӑларӑма Светлана Гордеева, Наталия Носова, Марина Туманова, Людмила Шадрина, Александр Шпаннагель, Светлана Берёзкина, Иван Вершинин сӑввисем кӗнӗ.
Чӑваш тӗрине тӗрлеме вӗрентекен видеоуроксем хатӗрлӗҫ. «Анне эрешӗсем» ят панӑ видеоматериалсене Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ хатӗрлӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме библиотекӑна Раҫҫей Президенчӗн гранчӗ пулӑшӗ.
Ҫав укҫапа вулавӑш ӗҫченӗсем камерӑпа видеомикшер, ятарлӑ ҫутӑ хатӗрӗсем, пӗчӗк микрофонсем тата тӗрленӗ чухне усӑ курмалли хатӗрсем туяннӑ.
«Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» телеграм-каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗрӗ ӑстисем шкул ачисемпе уроксем ирттерӗҫ, ҫӗвӗ хыҫҫӑн ҫӗвӗ, эреш хыҫҫӑн эреш ӑсталама вӗрентӗҫ. Ҫак видеоуроксемпе кайран пурте усӑ курма пултарӗҫ».
Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Борис Чачевӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Экспозицие ювелир ӳнерӗн, театрпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен тата скульптурӑран йӗркелӗҫ.
Борис Чачев 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Куйбышев (халӗ — Самар) облаҫӗнчи Сызрань хулинче ҫуралнӑ. Хусанти театр училищинчен художник-бутафор пулма вӗренсе тухнӑ, каярах И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче художествӑпа графика факультетӗнче ӑс пухнӑ.
Художник Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи театрсенче ӗҫленӗ. Хамӑр тӑрӑхрисене илсен, Чӑваш музыка театрӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑша 1970 ҫулсенчех уҫнӑ. 2019 ҫулта тӳре-шара вулавӑшсене оптимизаци тума шутласан вӑл черетри пӗрремӗш пулнӑ. Телее, ӑна хупман. Халӗ ав ҫӗнелнӗ вулавӑш алӑкӗсене уҫнӑ.
Марфа Трубина ячӗллӗ вулавӑш Раҫҫей конкурсне хутшӑнса 15,4 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа ҫурта юсамалли пулнӑ. Вулавӑша чӑваш наци стилӗпе килӗшӳллӗн юсаса ҫӗнетнӗ.
Вулавӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хутшӑннӑ.
«Манӑҫми ят: Нелли Петровская 90-ра» - ҫакнашкал ятпа Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва вулавӑшӗнче калаҫу ирттернӗ. Унта ял тӑрӑхӗнчи депутатсене, вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсене ченнӗ.
Пухӑннисем Нелли Петровскаян пултарулӑхӗ, пурнӑҫӗ пирки калаҫнӑ, хӑйсем вуласа тухнӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Нелли Петровскаян юлашкинчен тухнӑ «Ылхан» кӗнекине тишкернӗ.
Нелли Андреевна ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа вулавӑшра курав та йӗркеленӗ. Унта унӑн биографийӗпе, хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Палӑртмалла: Нелли Петровская 1932 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Альших ялӗнче ҫуралнӑ. 2001 ҫулта Звенигово хулинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет.
70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать.
Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147).
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Роза Михайловна 1966 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Луговая ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти паатшалӑх культура институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987 ҫулта унтан «Библиотековедени тата библиографи» специальноҫа алла илнине ӗнентерекен дипломпа вӗренсе тухнӑ.
Ӗҫ биографине тӑван районӗнчи вулавӑшра пай заведующийӗнчен пуҫӑннӑ. Кайран Наци вулавӑшӗнче тӑрӑшнӑ, Культура министерствинче тӗрлӗ должноҫе йышӑннӑ. 2008-2012 ҫулсенче Роза Лизакова Чӑваш Республикин культура министрӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫулта ӑна каяллах ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
«Центр И2Т» (чӑв. Инклюзивлӑ информаци технологийӗсем) коммерцилле мар организаци куҫ курманнисене компьютера вӗренмелли аудио-лекцисене итлеме сӗнет.
Лекцисен авторӗсем — тифлоинформаци технологийӗсен Раҫҫейри чи лайӑх преподавателӗсем. Вӗсен йышӗнче — Калининградри Сергей Кислицкий, Йошкар-Олари Алексей Смоленцев, Красноярскри Степан Кузнецов, Екатеринбургри Сергей Катаев тата Шупашкарти Николай Парахин. Кӗнекене Иркутскри Эльвира Апсалямова редакциленӗ. Николай Парахин пирки каласан, вӑл — Республикӑри суккӑр ҫынсен библиотекин ӗҫченӗ, унӑн хӑйӗн те куҫӗ курмасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |