Чӑваш Енри 2022 ҫулсенчи паллӑ пулӑмсемпе паллаштаракан «Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Кӗнекене республикӑмӑрӑн политика, экономика, ӑслӑлӑх, культура пурнӑҫӗнчи; наукӑри, культурӑри, вӗрентӳри тата ытти отрасльти 400 ытла паллӑ датӑпа паллаштарнӑ.
2022 ҫулта сӑмахран, Никита Бичурин, Николай Ильминский, Семен Горский, Дмитрий Данилов паллӑ ученӑйӗсен юбилей ҫулсем пулӗҫ. 130 ҫул каялла икӗ паллӑ чӑваш композиторӗ — Степан Максимов тата Фёдор Павлов — ҫуралнӑ. Литераторсенчен Анатолий Кибечӗн, Николай Теветкелӗн, Порфирий Афанасьевӑн, Николай Исмуковӑн, Виталий Родионовӑн сумлӑ юбилейӗсем ҫитӗҫ. Культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсенчен Светлана Асамат, Георгий Фомиряков, Фёдор Мадуров, Морис Яклашкин, Иосиф Александров, Раиса Полякова, Вячеслав Оринов тата ыттисем юбилейӗсене уявлӗҫ.
Улатӑр хули ҫитес ҫул 470 ҫул тултарӗ.
«Манӑн пурнӑҫри кӗнекесем: паллӑ ҫынсен библиотекинчен». Ҫакӑн ятлӑ курав уҫӑлнӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче.
«Ку курав — библиотекӑн вулаканӗсене кӗнекене тата вулама юратнӑшӑн хӑйне евӗр тав туни», — ҫапларах палӑртнӑ курав уҫнӑ май библиотека директорӗ Роза Лизакова. Сӑмах май каласан, вӑл хӑй те курава хутшӑнать.
Курава вулавӑшӑн 150 ҫулхине халалласа йӗркеленӗ. Экспозици тӗрлӗ енӗпе тӑрӑшакан ҫынсен пурнӑҫӗнче витӗ кӳнӗ кӑларӑмсемпе паллаштарать.
Куравӑн тӗп сӑнарӗсем: Ирина Булыгина, Оксана Вербина, Елена Енькка, Николай Жданов, Михаил Кондратьев, Максим Курленко, Роза Лизакова, Николай Николаев, Василий Семенов, Улангин Игорь Аркадьевич, Атнер Хусанкай, Станислав Юхтар.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Раштав уйӑхӗнчи тӗлпулура клуб хастарӗсем Владимир Степановӑн «Хӗр пӗркенчӗкӗ» мистикӑллӑ калавне сӳтсе явма йышӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ.
Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнерери тӗлпулура Лидия Саринен «Шур пӗркенчӗк» кӗнекине тишкернӗ (сӑнӳкерчӗкре). Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулуӑва кӗнеке авторӗ хӑй те хутшӑннӑ, «ҫавна май калаҫу тата та интереслӗрех, кӑмӑллӑрах» йӗркеленнӗ.
Кӗнекен пӗрремӗш экземплярне ҫыравҫӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей заведующине Антонина Андреевӑна парнеленӗ. «Варкӑшри» тӗлпулуӑва хутшӑннӑ Антонина Васильевна чылай хайлаври ӗҫсем чӑн пурнӑҫра камсемпе пулса иртнине пӗлнине, прототипсене палланине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева хакланӑ тӑрӑх, «Лидия Саринен хайлавӗсем ҫутӑ, ырӑ, ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, чун та вӗсене ӑшшӑн йышӑнать, ытлашши шыв юхтарни ҫук, чӗлхи ансат, хитре. Сӑнарсем идеал мар, кашнин хӑйӗн ҫитменлӗхӗ пур, ҫавӑнпа вӗсем вулакана ҫывӑх. Чӑн пурнӑҫри ҫынсем пекех».
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ отчетпа суйлав пухӑвне хӑҫан пухӑнассине палӑртса хунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче союз правленийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва тишкернӗ. Тӗп ыйтусен шутӗнче — Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Уставне улшӑну кӗртесси, союзӑн отчетпа суйлав пухӑвне ирттересси, союз йышне ҫамрӑк ҫыравҫӑсене илесси.
Отчетпа суйлав пухӑвӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуху 15 сехетре пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансен маска тӑхӑнса пымалла тата QR-код кирлӗ.
Станислав Юхтар – паллӑ та хӑйне евӗр художник ҫеҫ мар, унпа калаҫма та кӑсӑклӑ. Ҫапла хыпарланӑ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчепултаруллӑ ҫынпа ирттернӗ паблик-тока пӗтӗмлетсе.
Культура учрежденийӗнче йӗркелекен «Книги моей жизни: библиотеки ярких людей» (чӑв. Манӑн пурнӑҫӑмри кӗнекесем: асра юлмалли ҫынсен библиотекисем) паблик-ток хӑни пулнӑ Станислав Николаевич — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, этнофутуризм енӗпе ӗҫлекен ӑста. Ӑна чӑваш мифолологийӗ тата чӑвашсен авалхи культури питех те кӑсӑклантарать. Вӑл тӗнче, ҫӗршыв шайӗсенчи куравсене хутшӑннӑ. Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина, Валери Туркай кӗнекисене сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ.
Станислав Юхтар 30 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ, ачасене ӳкерме хӑнӑхтарнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ тата черчени урокӗсене вӗрентнӗ. Шупашкарти 5-мӗш ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутри тата Кушкӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене вӑл кӗнеке нумай вулама сӗнет. Кӗнеке ӑс-тӑна чӑннипех те пуянлатать тесе шухӑшлать.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паблик-ток мелӗпе ирттернӗ тӗлпулӑва Игорь Улангина йыхравланӑ. Вулавӑш хӑни — график, живопись ӑсти, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ, «Free poetry» издательство директорӗ.
Игорь Улангин пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке кӑларакан пулса ӗҫленӗ май унӑн питӗ нумай вулама тивет, уйрӑмах — хальхи вӑхӑтри литературӑна. Вӑл нумай кӗнекене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетет, хӑш чухне текстсене те ҫырать.
Игорь Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Ленин проспектӗнчи ҫуртра иртнӗ, ӑна хирӗҫех вулавӑш вырнаҫнӑ. Малтан ҫв учреждени М. Горький ячӗллӗ республика библиотеки шутланнӑ, самана улшӑннӑ май ячӗ ылмашнӑ. Вулавӑшран пулас ӳнерҫӗ ачаранах тухма пӗлмен тесен те йӑнӑш мар.
Кӗнеке издательствине ертсе пынӑ май халӗ вӑл Раҫҫейри, Италири, Польшӑпа Швецинчи тата ытти ҫӗршыври авторсен кӗнекисене кун ҫути кӑтартать. Чӑваш халӑх поэчӗпе Геннадий Айхипе туслӑ пулнине те Игорь Улангин ӑшшӑн аса илнӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗн «Ӑ – 150» пӗтӗм чӑваш акцийӗ» проект Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фондӑн проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурсра суйласа илнӗ проектсене ҫӗршыври халӑхсен тӑван чӗлхине упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ирттерме пулӑшӗҫ.
Чӑваш Енрен тӑратнӑ проектӑн тӗп интерактивлӑ лапамӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесемпе ӳкерчӗксен «150 лет новой чувашской письменности» (чӑв. Чӑваш ҫырулӑхне 150 ҫул) калӑпӑшлӑ экспозицийӗ пулса тӑрӗ. Шкул ачисемпе студентсем валли чӗрӗ уроксемпе видеоуроксем йӗркелӗҫ, документлӑ фильм кӑтартӗҫ, «Чувашский леттеринг» лекци ирттерӗҫ, экспозиципе паллаштарма курав-викторина пулӗ.
«Фолк-тӗпел» хӑна кӗтесӗ те кӑсӑклӑ пулассине шантараҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ятарлӑ шоура журналистсемпе, блогерсемпе, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе, чӑваш хастарӗсемпе онлайн-трансляци вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юрри — халӑхӑн музыкӑпа поэзийӗн хӑйне евӗрлӗхӗ» темӑпа лекци вулӗҫ. Асӑннӑ темӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Алиса Агакова уҫса парӗ.
«Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Тарӑн шухӑшлӑскер паян та пирӗн чӗремӗрсен шалти хӗлӗхӗсене хускатать. Вӑл юрра пурте пӗр пек килӗштереҫҫӗ. Ҫав шутра Андриян Николаев космонавтпа Геннадий Волкова академик та пулнӑ.
Ҫак тарана ҫитсе юрра тӗрлӗ композитор 30 ытла хутчен илемлетнӗ. Чӑваш халӑхӗн урӑх пӗр юррине те ун чухлӗ илемлетни пулман.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче ҫамрӑк авторсемпе опытлӑ калем ӑстисем тӗл пулассине эпир унччен хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар-тӗлпулу «Современная чувашская литература: связь поколений» (чӑв. Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ.
Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем чӑваш халӑх ҫыравҫисемпе тата поэчӗсемпе: Юрий Сементерпе, Анатолий Кипечпе, Светланой Асаматпа, Раиса Сарпипе — тӗл пулнӑ, вӗсен паха опычӗпе паллашнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем: Лидия Филиппова, Улькка Эльмен, Светлана Гордеева, Василий Кервен, Ара Мишши, Галина Кӗмӗл, Анатолий Хмыт, Иван Чураль; Александр Шпаннагель, Александр Сасакин, Елена Светлая, Мальвина Петрова, Инесса Шашкина тата ыттисем те — семинара хутшӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Петр Егорович Егоров — зодчий Санкт-Петербурга XVIII века. Личность и творческое наследие мастера: вчера, сегодня, завтра. К 290-летию со дня рождения» (чӑв. Петр Егорович Егоров — Питӗрти XVIII ӗмӗрти зодчи. Ӑста тата унӑн пултарулӑхӗн эткерӗ: ӗнер, паян, ыран. Ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Петр Егорович Егоров (1731-1789) – Чӑваш Енре ҫуралса Раҫҫейӗпе ят-сум ҫӗнсе илнӗ паллӑ архитектор, вырӑс классицизмӗн малтанхи тапхӑрти пайташӗ, ӑна никӗс хунисенчен пӗри.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |