Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Урал тӑрӑхӗнчи Ҫӳлти Пышма хулинчи 25-мӗш шкулта вӗренекен ачасем шкулта иртнӗ мероприятире чӑваш культурипе паллаштарнӑ.

Мероприятие Уралти халӑхсен культура хӑйнеевӗрлӗхне халалланӑ. Чӑваш культурипе паллаштарма вӗсене Екатеринбурги чӑваш культурин автономийӗ тата автономи хастарӗсем Владимир Ивановпа Светлана Костюкова пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461794
 

Пӑтӑрмахсем
 «За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян каҫхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, 5 машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, массӑллӑ авари микроавтобус водителӗ дистанцие пӑхӑнманнипе пулнӑ.

Темиҫе ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Икӗ ачана пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.

Автобус рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл руль умӗнче кӑшт тимсӗрленнӗ те дистанцие пӑхӑнманнипе «Шевроле» ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла «сӑнчӑрпа» 3 машина, 1 микроавтобус ҫапӑннӑ. Шар курнӑ ҫынсем «Шевролере» пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи картишре ача чуччу-балансирпа ярӑннӑ чухне икӗ аллине хуҫнӑ. Вӑл ҫӗре ӳксе суранланнӑ.

Тӗнче тетелӗнче кун пирки хыпар сарӑлсан Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатӗҫ, ача-пӑча лапамӗ хӑрушсӑрлӑх мерисемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461430
 

Пӑтӑрмахсем
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнче хӗрача виллине тупнӑ. Тӑванӗ кун хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗн Александр Бастрыкинӑн «Контактри» страницине ҫырнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрачаран тантӑшӗсем кулнӑ. Хальхилле каласан – буллинг.

Чӑваш Енре кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. Александр Бастрыкин Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн ертӳҫине Александр Полтинина ӗҫ-пуҫ мӗнле пынине пӗлтерсе тӑма, ӗҫе тишкерсе пӗтерсен пӗтӗмлетӳпе паллаштарма хушнӑ.

 

Вӗренӳ

Юпан 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти 65-мӗш шкулта ачасене кӑвакарнӑ ҫӑкӑр ҫитерни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сӑнӳкерчӗке пӗр ачан амӑшӗ ӳкерсе уҫлӑха вырнаҫтарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тӗрӗслев ирттернӗ. Шкул администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун шкул апатланмӑшӗнче ҫӑкӑра тӗрӗсленӗ, пурте юпан 23 тата 24-мӗшӗнче пӗҫернӗскерсем пулнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ камерӑсене пӑхса тухнӑ та ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: кӑвакарнӑ ҫӑкӑра ачан амӑшӗ апатланмӑша хӑйех илсе кӗнӗ. Ҫакна кам тунине хальлӗхе палӑртайман-мӗн.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Кӳкеҫри ачасен интернатне ыркӑмӑллӑх сестрисем килсе шарлотка пӗҫерме вӗрентнӗ. Ӑсталӑх класӗ питӗ кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртнӗ.

Ачасем хаваспах хӑйсем чуста ҫӑрнӑ, панулми туранӑ. Таврана тутлӑ шӑршӑ сарӑлсан питӗ савӑннӑ вӗсем.

Педагог-йӗркелӳҫӗ Татьяна Афанасьева палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек тӗлпулусем ачасемшӗн питӗ хаклӑ. Ку вӗсемшӗн ахаль кӑна урок мар. «Хӑйсен ӗҫӗшӗн савӑннипе ачасен куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ. Ҫакӑ чи кирли», – тенӗ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16026
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта «Volkswagen Polo» автомашина Дзержинский тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкек ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 15 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.

Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнче 24 ҫулти водитель пулнӑ. 13 ҫулти хӗрача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Хӗрачана пульницӑна ӑсатнӑ.

Водитель светофорӑн сарӑ ҫутипе иртсе пынӑ иккен.

 

Персона
Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш кӗнеке издательстви халӑх пабликӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Галина Матвеева ҫыравҫӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче Шупашкарти 9-мӗш вӑтам шкулти 2 «А» класра вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ. Унта авторӑн «Тилӗпе Улатакка. Лиса и Дятел» сӑвӑлла юмахне сӳтсе явнӑ.

Галина Матвеева 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Аҫӑм Ҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист ӗҫӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ, тӗрлӗ премие тивӗҫнӗ, ҫав шутра Ҫемен Элкер премине, Иван Ивник премине.

Галина Алексеевна А.М. Горький ячӗллӗ Уралти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1980-1999 ҫулсенче хальхи «Хыпар» (ун чухне — «Коммунизм ялавӗ») хаҫатра корреспондентра, аслӑ корреспондентра, пай заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. 1999-2003 ҫулсенче «Хресчен сасси» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. 2003-2006 ҫулсенче «Советская Чувашия» хаҫатра аслӑ корреспондентра, тишкерӳҫӗре тӑрӑшнӑ. 2006 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хурать.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Улатӑрти Грибоедов урамӗнче 77 ҫулти хӗрарӑмпа 14-ри хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.

Вӗсем «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра машина пысӑк хӑвӑртлӑхпа килнӗ, чарӑнман.

Руль умӗнче 30 ҫулти арҫын ларнӑ, вӑл ӳсӗр пулни паллӑ. Ӑна тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Республикӑра
uslugi.yandex.ru сайтри сӑн
uslugi.yandex.ru сайтри сӑн

13 ҫулти арҫын ача самокат арендӑна илнӗ те ӑна сӳтнӗ, пайӗсене вӑрманта пытарнӑ.

Арҫын ача ӑна малтан подъездра тытнӑ, кайран, хӑраса ӳксен, вӑрмана илсе кайнӑ.

Вӑл электросамоката ашшӗн даннӑйӗсемпе тара илнӗ. Хуҫи, кикшеринг компанийӗн пуҫлӑхӗ, самокат ҫухалсан полицие пынӑ. Вӑрра тӳрех тупнӑ. Ӑна шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15284
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 342
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 21

1909
117
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1921
105
Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ.
1931
95
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1931
95
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1983
43
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй