Украина ҫыннисем Шупашкарти 14-ри арҫын ачана вербовка тума хӑтланнӑ
Арҫын ача туссем тупас тесе анлӑ сарӑлнӑ паллашу платформинче регистрациленнӗ те темле «Ольӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Кӑштахран хӗр курнӑҫма тесе ӑна хӑйӗн координачӗсене ярса пама ыйтнӑ. Каччӑ ярса панӑ хыҫҫӑн ун патне видео килнӗ, унта ӑна темӗн те каласа хӑратнӑ. Видеора Украина формине тӑхӑннӑ арҫын пулнӑ.
Кӑшт вӑхӑт иртсен «полицейски» тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Саккуна пӑснӑ тесе вӑл арҫын ачан ашшӗ-амӑшӗн ятне-шывне, ӑҫта ӗҫленине ыйтса пӗлнӗ. Нумай вӑхӑт хӑратса (ҫемйине вӗлерессине те каланӑ) пурӑннӑ хыҫҫӑн палламан ҫын арҫын ачана задани панӑ: Чӑваш Енри оборона предприятине видео ӳкерсе ярса памалла. Ача хӑраса ӳкнипе кун пирки никама та каламан, задание пурнӑҫланӑ.
Кайран ӑна бензин туянма хушнӑ. Юрать-ха, ҫавӑн чухне телефонпа калаҫнине амӑшӗ илтнӗ. Ҫемье кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ.