Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑра
aleksandria-tour.ru сайтри сӑн
aleksandria-tour.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑра Ҫӗнӗ ҫула пысӑк та хаваслӑ мероприятисемсӗр, фейерверксӑр кӗтсе илӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Мероприятисем ытларах ачасем валли пулӗҫ. Вӗсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул асамлӑ уяв пулмалла. Элтеперӗн елкине Запорожье облаҫӗнчи ачасене илсе килесшӗн. Шӑпӑрлансене парнесемпе савӑнтарӗҫ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене ирхи апата чӗнеҫҫӗ.

Терӗссипе каласан, ку вӑл апатланас тӗллевпе ирттерекен мероприяти мар-ха. Ун пек ятпа пысӑк шайри тӳре-шара та ӗҫлӗ тӗрлӗ мероприяти те ирттеркелет.

Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти Ҫемье центрӗнче нумай ачаллӑ хӗрарӑмсене пухса пурнӑҫа епле улӑштарма май пурри ҫинчен сӳтсе явма йышӑннӑ. Модераторӗ — Ирина Васильева, вӑл ҫиче ача амӑшӗ!

Унта лекес тесен 8 (8352) 51-02-68 телефонпа шӑнкаравласа ҫыранмалла. Центр 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗнчи 21-меш А ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча центрӗнче «Пысӑк тӑхтав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енри виҫӗ шкул ачи унта 1 милион тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Соня Степанова, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Екатерина Аврамова, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти Елена Ракчеева.

Сӑмах май, конкурса, Чӑваш Енри 19 шкул ачи хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17730
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарта «Евгений Онегин» моноспектакль кӑтартнӑ.

Моноспектакле Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗ тӑрӑх Дмитрий Михайлов режиссёр лартнӑ.

Ӗҫе курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем уйрӑмах йышлӑ пулнӑ: Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗсем, шкул ачисем; учительсем, театра юратакан ытти ҫын.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть«Раҫҫей мисӗ» пулса тӑнӑ Валентина Алексеева Шупашкара килнӗ, Республикӑри ача-пӑча пульницинчи пӗчӗк пациентсемпе курса калаҫнӑ. Вӑл онкологипе гематологи уйрӑмӗнче сипленекен ачасене пӗчӗк сувенирсем парнеленӗ.

Валентина Пирогов ячӗллӗ Вырӑс наци тӗпчев институтӗнче тӳлевсӗр вӗренет. Унччен Шупашкарти 5-мӗш гимназире ӑс пухнӑ.

 

Раҫҫейре
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ачасӑррисене налук тӳлеттересшӗн. Ҫак шухӑша РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Гурулев каланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав укҫапа тӑлӑхсемпе ача ҫурчӗсене пулӑшма май пулать.

Евгений Федоров депутат ача ҫуккисене алимент тӳлекенсемпе пӗр шайра хакламалла, вӗсен тупӑшне кура тытса юлакан налука ӳстерме сӗннӗ.

Раҫҫей Правительствин социаллӑ пурнӑҫ тата экономика тӗпчев институчӗн директорӗ Алексей Зубец вара ашшӗ-амӑшӗ пулайманнисене 30-40 пин таран тӳлеттерме сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1579
 

Вӗренӳ
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Пуринчен малтан" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хальлӗхе ку ыйту татӑлман-ха. Шаманӑн тата Олег Газмановӑн юррисене шкул программине кӗртесшӗн.

Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Колунов хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, патриот туйӑмне ҫуратакан юрӑсене шкулсен вӗренӳ программине кӗртмеллех. Депутат сӗннине итлесен шкул ачисем Шаман тата Олег Газманов юррисене музыка урокӗсенче юрлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/14590
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Канашри ӗнер ҫур ҫӗрте виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫемье коридорта ҫулӑм ҫатӑртатнипе вӑранса кайнӑ. Ҫавна май вӗсем алӑкран тухайман, хӗрарӑм ачисемпе тепӗр пӳлӗме кӗрсе пытаннӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.

Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем амӑшне тата 6-ри, 11-ти ачисене урама илсе тухнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.

Пушара 10 минутран сӳнтернӗ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енре 2023 ҫултанпа тин ҫуралнӑ ачасене парне параҫҫӗ. Ку таранччен унта тӗрленӗ пододеяльник, простынь, наволочка, ал шӑлли, «Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем» кӗнеке тата саламлӑ открытка кӗнӗ.

Юпа уйӑхӗнчен вара комплекта ҫӗнӗ япаласем кӗнӗ: тетте-погремушка тата медицина термометрӗ.

Сӑмах май, паянхи кун тӗлне 239 комплект парне панӑ.

 

Республикӑра
www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Ен Элтеперӗн кубокӗ» пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Павел Миронов тата Арина Павлова 2 наградӑна тивӗҫнӗ.

Ӑмӑрту иртнӗ эрнере иртнӗ.

Арҫын ачапа хӗрача – «Дуэт» спорт клубӗн воспитанникӗсем. Вӗсем 7-11 ҫулсенчи ачасен хушшинче икӗ хутчен ҫӗнтернӗ. Латин Америкин ташшипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ, тепӗр ташӑпа – бронзӑна.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 19 регионти 600 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Ачасен тренерӗсем – Сергей Яруткин тата Дмитрий Жаров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-90291590_21205
 

Страницӑсем: 1 ... 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, [31], 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, ... 347
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 12

1905
121
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1993
33
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ.
1996
30
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть